Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян тӑр кӑнтӑрла Шупашкарта пӑтӑрмах пулса иртнӗ.
Хулари 48-мӗш шкул ҫывӑхӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин чӳречинчен каччӑ ӳкнӗ (кун пек пӑтӑрмах пирки урӑхла калама юраманран эпир ку хыпара асӑрханарах та суйларах пӗлтерме тӑрӑшнине вулакан сисрех-тӗр).
МАХри «Первый чувашский» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ҫамрӑк ҫын чунӗнче мӗн пулса иртнине унӑн ҫывӑх ҫыннисем ҫеҫ пӗлнӗ пуль. Тен, вӗсем те пӗлмесен те пултарнӑ. Этем тени пур чухне те чуна уҫса калаҫма юратмасть-ҫке. Тен, ӑнланакан, ал паракан, хавхалантаракан тата ҫунатлантаракан ҫын та пулман пулӗ ҫумӗнче...
Апла-и, капла-и, такам ҫемийине паян пысӑк хуйхӑ пырса шакканӑ. Каччӑн ҫывӑх ҫыннисен (вӗсем пур пулсан) ку хуйхӑна чӑтса-тӳссе ирттерме тивӗ.
