Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Шӑмӑршӑ районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 55 ҫулти лесник вӑрман каснӑ.

Полицие трактор рулӗ умӗнче пулнӑ ҫынна тата трактор ҫинчи пассажирсене илсе пынӑ. Вӗсен йывӑҫ касма документсем пулман.

Арҫын 17 чӗрӗ тата хӑрнӑ 1 йывӑҫа касма хушнӑ. Ҫапла вӑл ҫутҫанталӑка ҫур миллиона яхӑн тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

Халӗ вӑрманҫӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Йывӑҫ каснӑшӑн унччен ӑна икӗ хутчен явап тыттарнӑ, анчах ӑна пӗрех вӑрманта ӗҫлеме чарман.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Вӑрмар округӗнчи Пысӑк Енккассинче пурӑнакан 59 ҫулти арҫын пушарта шар курнӑ. Инкек кӑнтӑрла пулнӑ.

Кил-ҫуртриа япаласем, сӗтел-пукан ҫуннӑ. Кил хуҫи урама тухса ӗлкӗрнӗ-ха, анчах унӑн ӳчӗ пиҫсе кайнӑ.

Халӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пушар мӗне пула тухнине тӗпчеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14573
 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре Вӑтам Ази арҫыннине суд тунӑ. Ӑна сакӑр ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.

Арҫын машининче 1 килограмм героин пулнӑ. Ҫав тавара ӑна Мускав облаҫӗнчи пӗр хулара хурса парса янӑ. Георина багаж уйрӑмӗнче пытарнӑ.

М-12 ҫулпа Чӑваш Ен территорийӗпе пынӑ чухне ӑна пакунлисем тытса чарнӑ. Ку вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Георина арҫын Самар облаҫне илсе ҫитересшӗн пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 73-ри хӗрарӑн инвестици платформине укҫа хывса пуяс тенӗ.

Пӗлтерӗве вӑл мессенджерсенчен пӗринче асӑрханӑ. Хӑйӗнпе ҫыхӑннӑ консультант сӗннипе «бизнес-проекта» хӑй пухса пынӑ 300 пин тенке хывнӑ.

Укҫа процентпа таврӑнманнине кура вӑл хӑйне улталанине ӑнланса илнӗ та пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 71 ҫулти хӗрарӑм светофорӑн хӗрлӗ ҫутипе чупса каҫма тӑнӑ. Пӑтӑрмах видеокамера ҫине лекнӗ.

Васкакан хӗрарӑм ҫине «Тойота Королла» автомобиль пырса кӗнӗ, ҫуран ҫӳрекенпе ҫапӑннӑ хыҫҫӑн шар курнӑ хӗрарӑм малалла темиҫе метра ыткӑнса кайнӑ.

Совет урамӗнчи 15-мӗш ҫурт патӗнче каҫхи сакӑр сехетре пулнӑ инкекре хӗрарӑм вилнӗ.

Ҫӑмӑл машина водителӗ, 1997 ҫулта ҫуралнӑ каччӑ, урах пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
marimedia.ru сайтри сӑн
marimedia.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче ПВО пилотсӑр вӗҫекен аппарата персе антарнӑ. Ку ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 18 сехетре пулнӑ. Унӑн пайӗсем Аркасси ялӗ патӗнчи уйра ӳкнӗ. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче.

Шар курнисем ҫук. Ҫывӑхра пурӑнакан ҫынсем каланӑ тӑрӑх, шӑпах ҫав вӑхӑтра вӗсем шаплатнӑ сасӑ илтнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Улатӑр хулинче пери машинӑпа иккӗри ача ҫине пырса кӗнӗ.

Пӑтӑрмах ӑран урамӗнчи 72-мӗш ҫурт тӗлӗнче 10 сехет те 45 минутра пулса иртнӗ. «Дэо Матиз» автомобиль водителӗ каялла чакса пынӑ чухне ҫул ҫине ӑнҫӑртран чупса тухнӑ иккӗри хӗрача ҫине пырса кӗнӗ.

50-ри водитель йӗрке хуралҫисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ачана вӑл асӑрхаман. Хӑй урах пулнӑ.

Инкек вӑхӑтӗнче ачапа пӗрле аслисем пулман. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Етӗрне округӗнче рейс автобусӗ аварие лекнӗ. Ку инкек паян 9 сехет ҫурӑра Чурпай ялӗнче пулнӑ. 123-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫине «Нива» пырса кӗнӗ. «Нива» водителӗ вӑйлах ӳсӗр пулни паллӑ. Вӑл — Етӗрне округӗнче пурӑнакан 43-ри арҫын.

Авари вӑхӑтӗнче автобус салонӗнче 12 ҫын пулнӑ. 68 ҫулти хӗрарӑма больницӑна сывлӑхне тӗрӗслеме илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14536
 

Пӑтӑрмахсем
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ирхи 9 сехетре, Атӑлта катер сӳнсе ларнӑ. Кун пирки Республикӑн шыравпа ҫӑлав служби пӗлтерет.

Техника Сӗнтӗрвӑрри районӗн территорийӗнче пулнӑ. Катер ҫинче пулӑҫ пулнӑ. Катер дивгателӗ сӳнсе ларсан арҫын вырӑнтан та хускалайман, мӗншӗн тесен унӑн кӗсмен пулман.

Инкеке лекнӗ пулӑҫа ҫӑлавҫӑсем ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/chuvashia_sledcome сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/chuvashia_sledcome сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта иртекен Пӗтӗм Раҫҫӗйцри ГТО ӑмӑртӑвне пуҫтарӑннисем йышлӑн чирлесе ӳкнӗ.

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, темиҫе ачапа аслӑ ҫынна тухтӑрсен пулӑшӑве кирлӗ пулса тухнӑ. Ӑмӑртӑва килнисем хулари хӑна ҫурчӗсенчен пӗринче вырнаҫнӑ. Вӗсем пурте унта апатланнӑ.

Пӑтӑрмах тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Тӗрӗслеве РФ Пуҫиле кодексӗн 236-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome/3554
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, ... 444
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.11.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫри ыйтусемпе ӗҫлесен аванрах. Сирӗн ҫине тӑрса вӗсене татса пама, ӗҫпе е ҫывӑх ҫынсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене йӗркелеме тивӗ. Тӗллев патне талпӑнма юратни сире кӗтнинчен те лайӑхрах кӑтартусем парӗ. Канмалли кунсенче хӑнана кайни вара ывӑнтарӗ кӑна.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем