Шупашкар хулинче 9 ҫулти ача хӑйӗн ашшӗ ячӗпе микрозайм илнӗ, ӑна вӑл ултавҫӑсене куҫарса панӑ.
Виҫҫӗмӗш класра вӗренекен арҫын ача онлайн-вӑйӑ валли виртуаллӑ валюта туянас тенӗ. Интернет-платформӑсенчен пӗринче вӑл видео пӑхнӑ, ун айӗнче ҫамрӑк вӑйӑҫа илӗртмелле каҫӑ пулнӑ. Ҫавӑнта кӗрсе кайса ача мессенджерсенчен пӗринчи чата лекнӗ.
Унта ӑна вӑйӑ валюти туянма сӗннӗ. Каланине итлесе ача хӑйӗн ашшӗ ячӗпе кивҫен укҫа илсе 54 пин тенке ют счет ҫине куҫарса панӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ӗнер, 18 сехет иртсен Атӑл леш енче «Вятка - Ҫурҫӗр» ҫул ҫинче пынӑ чухне «Киа» машинӑпа пынӑ 71 ҫулти водитель транспорта темӗн пырса ҫапӑннине туйнӑ. Пӑши пырса тӑрӑннӑ иккен.
Водитель аманман. Тискер чӗрчун вара вилмеллех суранланнӑ. Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗн инспекторӗсем ку ӗҫ-пуҫа малалла тӗпчеҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗрле Ишлей станцийӗнче йывӑҫ ҫурт ҫунса кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ҫулӑма сӳнтерсен 61 ҫулти кил хуҫин тата унпа пӗрле пурӑннӑ 48 ҫулти хӗрарӑмӑн виллисене тупнӑ.
Пушар 40 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Кӳршӗ хуралтӑсем шар курман. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар асӑрханмасӑр пирус туртнӑран тухма пултарнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирус асӑрханмасӑр туртнӑран 12 пушар пулнӑ. Вӗсенче виҫӗ ҫын вилнӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти Эльмен урамӗнчи чарӑнура арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Арҫын чарӑнура сак ҫинче ларнӑ вӑхӑтрах вилсе кайнӑ. «Васкавлӑ медпулӑшу килчӗ. Арҫын ирхи 8 сехетренпех ҫапла ларнӑ теҫҫӗ», - пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата.
Красноармейски округӗнчи «Кетра» савутра завхоз ҫине пушӑ поддон ӳкнӗ. Ку кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра завхоз савут территорийӗнче юр тасатнӑ.
Чӑваш Енри патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, суранланнӑ хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ. Ведомство ку инкеке малалла тӗпчӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 86 ҫулти кинемей пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл вӗсене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе право хуралӗн тытӑмӗнче ӗҫлекен тесе паллаштарнӑ. Хайхискер кинемее алӑри укҫана банка илсе кайса тӗрӗслемелле тесе ӗнентернӗ.
Укҫа патне пӗр ҫамрӑк пынӑ. Ватӑ ҫын ӑна 340 пин тенке тыттарса янӑ. Укҫана каччӑн ултавҫӑсене куҫарса памалла пулнӑ. Анчах ҫапла тума май килмен. Кун хыҫҫӑн вӑл куратора шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Хайхискер каччӑ патне пултаруллӑ ӗҫчене ярса пама шантарнӑ. Каччӑ патне иккӗн пынӑ та укҫана илсе кайнӑ.
Ҫакӑн хыҫҫӑн каччӑ каллех куратор патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ ӑна полицие пӗлтерме сӗннӗ.
Халӗ 18 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пакунлисем кинемее шар кӑтартнӑ ытти ҫынна та шыраҫҫӗ.
Паян 17 сехет ҫурӑра Шупашкарта Хусанкай урамӗнчи чарӑнура 10-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑнна. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ҫак троллейбусри ҫынсене салонран тухма ыйтнӑ. 1-мӗш тата 20-мӗш маршрутсемпе ҫӳрекен троллейбуссенчи пассажирсен те урама тухма тивнӗ.
ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авврире никам та шар курман.
Шупашкарти Заовражное микрорайонта пӗр хӗр нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче уҫӑлма тесе тухнӑ. Вӑл Атӑлӑн сулахай енне тӳррӗн утса каҫас тенӗ. Анчах ҫухалса кайнӑ.
Пӑтӑрмаха ҫакланнине ӑнланса илсен хайхискер Чӑваш Республикин ҫӑлавпа шырав службине шӑнкӑравланӑ.
Кӗҫех ҫӑлавҫӑсем мӗскӗне шырама тухса кайнӑ. Анчах хӗре юрҫӳренпе ярӑнма тухнӑ арҫын тӗл пулнӑ. Вӑл ӑна ҫыран хӗрне илсе ҫитернӗ.
Паян, нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, 16 сехет те 35 минутра Шупашкарти Эгер бульварӗнче «Лада Гранта» 10 ҫулти арҫын ача ҫине пырса кӗнӗ. Ҫакӑ видеокамера ҫине лекнӗ.
Ача ҫул урлӑ каҫма васканӑ. 34 ҫулти водитель каланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна асӑрхаса ӗлкӗреймен. Арҫын ача аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 71 ҫулхи хӗрарӑм ҫухалнӑ. Ӑна «Лиза Алерт» шырав отрячӗне хастарӗсем шыраҫҫӗ.
Валентина Максимова (Воронцова) кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче килӗнчен тухса кайнӑ.
Хӗрарӑм 155 сантиметр ҫӳллӗш, тулли пӳ-силлӗ, ҫӳҫне хӗрлӗрех тӗспе сӑрланӑ, куҫӗ хӑмӑртарах симӗс.
Ватӑ ҫын симӗс куртка, хӑмӑр атӑ, тӗксӗм хӗррлӗ калпак тӑхӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |