
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне тытса тӑма хакланӗ. Тепӗр 28 процент, е укҫа ҫине куҫарсан ку вӑл 173 миллион тенкӗрен ытларах пулӗ.
Республика парламентне тытса тӑма кирлӗ тӑкак кӑҫалхи 135,9 миллион тенкӗрен 173.8 миллион тенке ҫитӗ. Ку цифрӑсене республика хыснин проектӗнче палӑртса хӑварнӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, «халӑх тарҫисем» республика хыснине улшӑну кӗртмессине пӑхса тухӗҫ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ валли уйӑракан укҫа-тенкӗ виҫи хальхинчен 37,9 миллион тенкӗ ӳсӗ. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав шутран ытларах пайӗ, пурӗ 35,4 миллион тенкӗ, персонала тытса тӑма кайӗ.
2024 ҫулта республикӑн Патшалӑх Канашӗ валли 113,3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, 2025 ҫулта - 135,9 миллион тенкӗ.

Чӑваш Енӗн Правительствинче юлашки вӑхӑтра кадрсемпе ҫыхӑннӑ улшӑнусем пӗрмай пулса иртеҫҫӗ. Пӗрне ӗҫрен кӑлараҫҫӗ, тепри хӑйӗн кӑмӑлӗпе ӗҫлеме пӑрахать...
Халӗ тата Чӑваш Енӗн Ҫурт-йӗр инспекцийӗн ертӳҫин ҫумне Александр Юркина ӗҫрен кӑларнӑ. Кун пирки калакан йышӑнӑва республикӑн Праивтельствин прежседателӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Марков алӑ пуснӑ.
Юркин ку должноҫра 10 ҫул ӗҫленӗ. Унта пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулма ӑна 2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ҫирӗплетнӗ. Унччен вӑл Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Вӑл Сергей Артамонов ертӳҫӗпе пӗр вӑхӑтра тӑрӑшнӑ. Кайран вӑл республика Элтеперӗн Администрацийӗнче те тӑрӑшнӑ.
Ҫурт-йӗр инспекцийӗн ертӳҫин Виктор Кочетковӑн халӗ пӗр ҫум, Надежда Иванова, юлнӑ.

Халӗ влаҫ органӗсем, прокуратурӑпа шалти ӗҫсен органӗсем, сывлӑх сыхлав учрежденийӗсемпе шкулсемпе ача пахчисем, ытти тӗрлӗ предприяти-организаци халӑх тетелӗнче хайӗн пабликӗсемпе каналӗсене тытса пырать. Интереслӗ канала ҫынсем хӑйсемех йышлӑн ҫырӑнаҫҫӗ. Тепӗр каналпа паблика вара тӗрлӗ мелпе илӗртме тивет. Сӑмахран, ҫырӑннисем хушшинче парне тавраш выляттарса.
Чӑваш Енри «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) парти МАХри хӑйӗн каналне вара СМС-ҫырусем урлӑ пӗлтерет. Ҫак йӗркесен авторӗ патне кун пек ҫыру хальлӗхе килсе ҫитмен-ха, анчах кун пирки МАХри «Первый чувашский» каналта пӗлтернӗ. Асӑннӑ хыпар авторӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, интернет-ултавҫӑсен саманинче ун пек ҫырусем ярса ларни илемлех мар.

ЧР экономика министрӗ кам пулни паллӑ. ЧР правительствин председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Марков паян хушӑва алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ку должноҫе Инна Волкова йышӑннӑ. Вӑл ӗнер кӑна ЧР ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗн должноҫӗнчен кайнӑ.
Инна Волкова ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче 2020 ҫулхи ака уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ, малтан министр ҫумӗ пулнӑ. 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна министрӑн пӗрремӗш ҫумне лартнӑ.
Унччен вара вӑл, 2014 ҫултанпа, ЧР Финанс министерствинче ӗҫленӗ: пай пуҫлӑхӗ пулнӑ, министр ҫумӗнче вӑй хунӑ.

Чӑваш Республикин Правительствинче – каллех улшӑнусем. Паян тӳрех икӗ тӳре-шара ӗҫрен хӑйсен ирӗкӗпе кайнӑ. Хушусене ЧР Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.
ЧР вице-премьерӗ Олег Николин отставкӑна кайнӑ. Вӑл ку должноҫре 8 уйӑх ӗҫленӗ. Ырантан вӑл ӗҫлемест. Унччен Олег Николин Перекет банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче расчет-касса центрне ертсе пынӑ.
Ырантан, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен, ЧР экономика министрӗ Лариса Рафикова та должноҫре пулмӗ. Вӑл министра 2025 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ларнӑ. Унччен экономика министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Ҫакӑ паллӑ: Лариса Рафиковӑн мӑшӑрӗ прокуратура органӗсенче ӗҫлет. «Ҫыхӑнура» форум пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра вӑл Алтай крайӗн прокурорӗн ҫумӗнче вӑй хурать.

Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫлеме пӑрахнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ун хыҫҫӑн тепӗр кунне министр тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Надежда Павловӑна ҫирӗплетнӗ. Тепӗр темиҫе кунтан, тата тӗрӗсрех каласан, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ку тивӗҫе пурнӑҫлама Татьяна Казаковӑна шаннӑ.
Татьяна Казакова — культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ.
Сӑмах май каласан, вӑл культура министрӗн ҫумӗ пулса 2008-2016 ҫулсенче ӗҫленӗ, кайран Шупашкарти Кадет корпусӗн директорӗ пулса тӑнӑ, унтан Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗнче те ӗҫленӗ. 2020 ҫулта каллех республикӑн Культура министерствинче ӗҫлеме пуҫланӑ. Халӗ ӑна яваплӑ ӗҫ хушнӑ — министр тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ.

ЧР финанс министрӗ пулнӑ Михаил Ноздрякова следстви изоляторне икӗ уйӑхлӑха хупнӑ. Ку – суд йышӑнӑвӗ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм пӗлтерет.
Ун тӗлӗшпе мӗн сӑлтава пула пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки хальлӗхе пӗлтермен. Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Республикин патшалӑх органӗсен пӗр экс-ертӳҫи тӗлӗшпе» тӗрӗслев пыни пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах вӑл ятне каламан.
Аса илтерер: Михаил Ноздряков кӑҫал ака уйӑхӗнче министр должноҫӗнчен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнченпе вӑл вице-премьер – финанс министрӗ пулнӑ, утӑ уйӑхӗнче ӑна правительство председателӗн пӗрремӗш ҫумне ҫирӗплетнӗ. 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Михаил Ноздрякова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.

Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ Владимир Степанов хӑй кӑмӑлӗпе ӗҫрен пӑрахнӑ. Ун пек Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Владимир Степанова РФ Ӗҫ кодексӗн 77-мӗш статйин пӗрремӗш пайӗн 3-мӗш пункчӗпе ӗҫрен хӑтарнӑ иккен.
Владимир Степанов Чӑваш Ен Правительствинче 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Малтан вӑл сывлӑх министрӗ пулнӑ, 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ пулма шаннӑ. 2024 ҫулта ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Владимир Степанов республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн тилхепине вӗҫертнӗ, анчах Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ пулма пӑрахман.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫамрӑк пӗр блогерпа чӑвашла юрӑ юрланӑ. Кун пирки МАХри «Первый чувашский» каналта паян пӗлтернӗ.
Тӳрех палӑртса хӑварар: пӗр-пӗр уявра е ӗҫкӗ-ҫикӗре мар. Ҫамрӑк блогер, видео тӑрӑх хакласан, республика Элтеперӗ патне интервью илме пынӑ. Ҫавӑн чухне чӑвашла юрланӑ.
Олег Николаевпа блогер: «Ҫумӑр ҫӑвать, ҫумӑр ҫӑвать ман ҫине. Эп йӗпентӗм, эп йӗпентӗм ҫумӑрпа. Мӗншӗн-ха, савни, пӑхмастӑн ман ҫине? Эпӗ йӗпентӗм, йӗпентӗм ҫумӑрпа», — тесе юрланӑ.
Куплета юрласа пӗтернӗ хыҫҫӑн хӗр-блогер Элтепере тав тесе калани илтӗнет, апла пулсан юрлама вӑл хӑй сӗннӗ курӑнать, Элтепер вара килӗшнӗ.
Сӑмах май каласан, блогерсем хӑйсен блогӗсене ҫынсем ытларах пӑхчӑр тесе тем те туса кӑтартаҫҫӗ. Юрлани вара ҫынпа вӑрҫса-ҫапӑҫса ҫӳрени мар.

Паян, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ЧР культура министрӗ Светлана Каликова ӗҫрен кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Хальлӗхе министр тивӗҫӗсене пурнаҫлама Надежда Павловӑна шаннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Надежда Павлова – культура министрӗн ҫумӗ – йӗркелӳ ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ырантан, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен, ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать.
Аса илтерер: Светлана Каликова паян ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Вӑл – 55 ҫулта. Вӑл Михаил Игнатьев Элтепер пулнӑ чухне те политикӑра ӗҫленӗ. Вӑл Элтепер администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ, Элтепер пресс-секретарӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ пулнӑ.
