ЧР Элтеперӗ Олег Николаев юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 12 сехетре «тӳрӗ лини» ирттерӗ. Кун пирки вӑл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче пӗлтернӗ.
Трансляцие унӑн телеграм-каналӗнче, «Контактри» «Чӑваш Республики» сообществӑра, ҫавӑн пекех «Раҫҫей 24» телеканалпа курма тата «Раҫҫей радиовӗ» радиостанципе итлеме май пулӗ. Ыйтусене «Госуслуги» портал урлӑ йышӑнаҫҫӗ, халӑх тетелӗсенчи постсен айӗнче те комментари ҫырма юрать. «Тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче ыйтусене 8 (8352) 565-100 номерпе шӑнкӑравласа пама пулать.
Сӑмах май, ку Олег Николаевӑн Элтепер должноҫне йышӑннӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш «тӳрӗ лини» пулӗ.