
ЧР культура министрӗ Светлана Каликова паян ӗҫрен кайнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Хушу паян, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, вӑя кӗнӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Светлана Каликова хӑйӗн ирӗкӗпе должноҫрен кайнӑ.
Палӑртса хӑварар: Светлана Каликова – 55 ҫулта. Вӑл Михаил Игнатьев Элтепер пулнӑ чухне те политикӑра ӗҫленӗ. Вӑл Элтепер администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ, Элтепер пресс-секретарӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ пулнӑ.
Патшалӑх службинче Светлана Каликова – 2008 ҫултанпа. Хӑйӗн карьерине вара вырӑс чӗлхипе литература учителӗнчен пуҫланӑ.

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Андрей Марушина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Ку чыса Андрей Александрович «саккун кӑларас енӗпе хастар пулнӑшӑн тата нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн» тивӗҫнӗ.
Андрей Марушин — Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн патшалӑх строительствин тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн комитечӗн председателӗ.
Вӑл 1982 ҫулхи раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче финанспа кредит енӗпе пӗлӳ илнӗ, кайран — юриспруденци енӗпе. 2021 ҫулта Атӑлҫи патшалӑх технологи университетӗнче «вӑрман ӗҫӗ» специальноҫпа магистратурӑран вӗренсе тухнӑ. 2006 ҫулта уйрӑм усламҫӑ пулса тӑрӑшма тытӑннӑ, 2008–2021 ҫулсенче «Континенталь» тулли мар яваплӑ обществӑн гендиректорӗ пулнӑ, 2018–2021 ҫулсенче – «Анмар» общество директорӗ.
2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче ӑна Чӑваш Патшалӑх Канашӗн комитечӗн председателӗ пулма шаннӑ.

Чӑваш Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗрен суйланнӑ йышӗ председатель пулма Леонид Черкесовах шаннӑ. Вал унччен те депутат пулнӑччӗ, унччен те чӑваш парламенчӗн спикерӗ пулса ӗҫленӗччӗ.
Председатель пулма халӗ те, пилӗк ҫула каяллахи евӗрех, виҫӗ кандидата сӗннӗ. Вӗсем: Леонид Черкесов, Александр Андреев тата Константин Степанов. Пуринчен ытла сасӑ пухса хальхинче те Леонид Ильич ҫӗнтернӗ.
Леонид Черкесов 1966 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче медицина факультетӗнче вӗреннӗ, 2005 ҫулта вара вӑл Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Медицина наукисен кандидачӗ.
Ӗҫ биографине вӑл Шупашкарти агрегат завочӗн поликлиникинчи фельдшертан пуҫланӑ, васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больницинче хирург пулса ӗҫленӗ, кайран ӑна Шупашкарти 7-мӗш больницӑн тӗп врачӗ пулма шаннӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл карьера картлашкипе ҫӳлелле самай хӑпарнӑ.

Мӑкшӑ Республикинче финанс министрӗ пулнӑ Сергей Тюркин Чӑваш Енӗн финанс министрӗ пулӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Унччен, ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе, вӑл ЧР финанс министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Сергей Тюркин Краснослободскра ҫуралнӑ. 2006 ҫултан пуҫласа 2019 ҫулччен Саранск администрацийӗнче ӗҫленӗ: тӗп специалист, пай заведующийӗн ҫумӗ, пуҫлӑх ҫумӗ, финанс управленийӗн пуҫлӑхӗ, финанс департаменчӗн директорӗ пулнӑ. 2019-2020 ҫулсенче Мӑкшӑ Республикин финанс министрӗн ҫумӗ пулнӑ. 2020 ҫултан пуҫласа 2026 ҫулччен вара ҫав республикӑрах финанс министрӗ пулнӑ.
Аса илтерер: ЧР финанс министрӗ пулнӑ Михаил Ноздряков кӑҫал ака уйӑхӗнче хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнӑ.

Ҫак кунсенче Чӑваш Енри суйлав комиссийӗ суйлавра парти списокӗпе кӗнӗ 22 депутат ячӗсене пӗлтернӗ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей»
1. Черкесов Леонид Ильич
2. Егоров Радимир Федорович
3. Малов Николай Владимирович
4. Владимиров Николай Николаевич
5. Богданов Юрий Игоревич
6. Шалеев Станислав Евгеньевич
7. Карпунин Андрей Олегович
8. Маклыгин Алексей Юрьевич
9. Арсютов Дмитрий Геннадьевич
10. Кригер Владислав Валерьевич
11. Уруков Николай Юрьевич
12. Кузнецов Леонид Валерьевич
13. Гаврилов Павел Иванович
КПРФ
14. Никитин Андрей Витальевич
15. Андреева Светлана Михайловна
16. Романов Игорь Владимирович
17. Андреев Александр Михайлович
«Ҫӗнӗ ҫынсем»
18. Морозов Максим Викторович
19. Данилов Григорий Владиславович
«Пенсионерсен партийӗ»
20. Ильин Владимир Дмитриевич
ЛДПР
21. Степанов Константин Олегович
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей»
22. Степанов Федор Михайлович
Аса илтерер: ЧР Патшалӑх Канашӗн тата РФ Патшалӑх Думин суйлавӗ авӑн уйӑхӗн 18-20-мӗшӗсенче иртнӗ.

ЧР Наци вулавӑшӗн директорне Роза Лизаковӑна отставкӑна янӑ. Хушӑва республика премьер-министрӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Роза Лизаковӑна должноҫрен паян, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен, кӑларнӑ. Палӑртса хӑварар: вӑл ЧР Наци вулавӑшне виҫӗ хутчен ертсе пынӑ – 2001-2002 ҫулсенче, 2012-2013 ҫулсенче тата халӗ, юлашкинчен, 2020-2026 ҫулсенче.
Ҫавӑн пекех вӑл тӗрлӗ ҫулта ЧР Культура министерствинче ӗҫленӗ: 2002-2003 ҫулсенче культура министрӗн ҫумӗ,2004-2007 ҫулсенче культура тата ӳнер управленийӗн пуҫлӑхӗ, 2007-2008 ҫулсенче культура министрӗн ҫумӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех Роза Лизакова ЧР Культура министерствине икӗ хутчен ертсе пынӑ: 2008-2012 ҫулсенче, 2020 ҫулхи нарӑс-авӑн уйӑхӗсенче.

ЧР экономика министрӗн ҫумне Елена Кудановӑна должноҫрен кӑларнӑ. Хушӑва ЧР правительство председателӗ Сергей Артамонов авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документа тепӗр кунхине, авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, пичетленӗ.
Палӑртса хӑварар: Елена Куданова экономика министрӗн ҫумӗнче 2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унччен вӑл Чӑваш Респубикинчи Тӗрӗслевпе шутлав палатин сектор заведующийӗ пулнӑ.
Сӑмах май, халӗ ЧР экономика министрӗн Лариса Рафиковӑн виҫӗ ҫум тӑрса юлнӑ: Дмитрий Бельцов, Сергей Федоров тата Александр Башков.

Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн Станислав Трофимовӑн ячӗпе «Макс» мессенджерта суя аккаунт уҫнӑ. Кун пирки вӑл паян хӑй пӗлтернӗ.
Станислав Трофимов тӗнче тетелӗнче унӑн ячӗпе суя аккаунт тытса тӑнине, вӑл унӑн маррине хыпарланӑ. Вӑл хула ҫыннисене халӑх тетелӗсенче асӑрхануллӑ пулма ыйтнӑ. Ҫавӑн пекех мэр унӑн официаллӑ страницинчи хыпарсене кӑна ӗненме чӗнсе каланӑ.
Сӑмах май, «Макс» мессенджерта унччен унӑн каналӗ ҫухалнӑччӗ. Кун хыҫҫӑн унӑн ҫӗннине уҫма тивнӗ.
Ҫакна та палӑртса хӑварар: республика Элтеперӗ Олег Николаев та хушӑран кунашкал хыпарсем пӗлтерет. Унӑн ячӗпе те аккаунтсем уҫаҫҫӗ-мӗн.
Ҫавӑнпа чӑнах та асӑрханӑр, официаллӑ ҫӑлкуҫсенчи информацисене кӑна ӗненӗр!

Вячеслав Канищева Чӑваш Енӗн строительство министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.
Вячеслав Юрьевич 1980 ҫулта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Юрист пӗлӗвӗллӗскер Хусанти федераци университетӗнче «Промышленность тата граждан строительстви» енӗпе вӗреннӗ.
Ку ҫын промышленность тата капиталлӑ строительство объекчӗсене ертсе пырас енӗпе пуян опытлӑ-мӗн. Унчченхи ӗҫре Вячеслав Юрьевич техника заказчикӗн службине ертсе пынӑ, ҫав шутра объектсене хута яма документ парассишӗн яваплӑ пулнӑ. Мускавра тата ытти хӑш-пӗр регионта ӗҫленӗ. Раҫҫейӗн ҫӗнӗ субъекчӗсенчи инфраструктурӑна хӑпартассишӗн те яваплӑ пулнӑ иккен.

Питӗр хулинче Чӑваш Республикин кунӗ пулассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Мероприятисем авӑн уйӑхӗн 27-28-мӗшӗсенче иртнӗ.
Александр Белов журналист «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатри блогра пӗр самант пирки ҫырса кӑтартнӑ.
Санкт-Петербург хулин кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Беглов хӑйӗн резиденцийӗнче Чӑваш Ен делегацине йышӑннӑ. Сӗтел хушшинче Олег Николаевӑн мӑшӑрӗ Наталья Николаева та пулнӑ. Вӑл ку мероприятие кам пулса хутшӑнни пирки ҫырса пӗлтермен. Наталья Николаева — Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ шутланать.
«Беглов официаллӑ лару сӗтелӗ хушшинче Чӑваш Ен Элтеперӗпе пӗрле унӑн арӑмӗ ларнине курсан, тен, тӗлӗнннӗ те пулӗ. Мӗншӗн тесе протокол тӑрӑх ҫемье рандевувӗ тесе палӑртман», — хыпарланӑ журналист.
Пӗрле сӑн ӳкерӗннӗ ҫӗрте Чӑваш Енрен Питӗре ӗҫлеме тухса кайнӑ Светлана Енилина та пулнӑ. Вӑл унта Финанс комитечӗн председателӗнче тӑрӑшать.
