Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Политика

Политика
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Паян ЧР вӗренӳ министрӗн ҫӗнӗ пӗрремӗш ҫумне палӑртнӑ. Йышӑнӑва республика премьер-министрӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Малашне министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн вырӑнӗнче Марина Лежнина ӗҫлӗ. Ведомствӑра вӑл ҫӗнӗ ҫын мар. Унччен Марина Лежнина министрӑн ҫумӗ пулнӑ.

Унӑн кун-ҫулне илес тӗк, вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн биологипе хими факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл – биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент. Министерствӑна ӗҫлеме киличчен Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗн директорӗн ҫумӗ пулнӑ. 2023 ҫулхи ака уйӑхӗнче вӗренӳ министрӗн ҫумӗ пулнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР ял хуҫалӑх министрӗн — ҫӗнӗ ҫум. Йышӑнӑва республика премьер-министре Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Ку должноҫе Анатолий Такмаков йышӑннӑ. Вӑл ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче 10 ҫул ӗҫлет. Унта Анатолий университет пӗтернӗ хыҫҫӑн килнӗ, тӗп специалист-экспертран пуҫласа консультант тата сектор заведующийӗ таран ӳснӗ.

Палӑртса хӑварар: министрӑн унчченхи ҫумне Ленар Балтаева 2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шӑмӑршӑ округӗн пуҫлӑхӗ Сергей Галкин отставкӑна каясшӑн. Ӑна вӑхӑт ҫитиччен маларах хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кӑларас ыйтӑва ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, вырӑнти депутатсем пӑхса тухӗҫ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Сергей Галкин ҫынна ҫапнӑшӑн штраф тӳленӗ. 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗнче округ пуҫлӑхӗ сунар сезонӗ пирки пуху ирттернӗ. Ҫавӑн чухне Сергей Галкин 70 ҫулти сунарҫӑпа вӑрҫӑнса кайнӑ. Сӑмах ҫине сӑмах, алӑ ҫӗклесси патнех ҫитнӗ. Пуҫлӑх 70-ти ҫынна ҫапнӑ. Миравай суд пуҫлӑх айӑплӑ тесе йышӑннӑ, ӑна 25 пин тенкӗ штраф тӳлемелле тунӑ.

 

Чӑваш чӗлхи
Ҫӑлкуҫ: nono-banana AI
Ҫӑлкуҫ: nono-banana AI

Раҫҫейри влаҫсем республикӑсен патшалӑх чӗлхисемпе вӗренӳ кӗнекисен пӗрлӗхлӗ патшалӑх йышне тума йышӑннӑ. Патшалӑх правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак йышӑнӑва Раҫҫей патшалӑх чӗлхе политикин никӗсӗсене пурнӑҫа кӗртессин мероприятисен планне кӗртӗҫ.

Планпа килӗшӳллӗн специалистсем наци чӗлхисемпе литературӑна вӗрентмелли ҫӗнӗ методологие вырӑс чӗлхипе тачӑ ҫыхӑнтарса хатӗрлӗҫ. Ҫавӑн пекех шкулсем валли икӗ чӗлхеллӗ сӑмахсарсем кӑларма, вӗрентӳпе меслетлӗх базине йӗркелеме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне чӗлхесене патшалӑх реестрне кӗртмелли ӑслӑлӑх критерийӗсене те палӑртнӑ.

Чӗлхесен нумай тӗрлӗлӗхне сыхласа хӑварма кашни ҫул Раҫҫей шайӗнче преми парса чыслама, форумсемпе конференцисем ирттерме палӑртнӑ. Общество валли пӗлтерӗшлӗ литература кӑларма та патшалӑх пулӑшӗ. Ҫак ӗҫсем чӗлхесен нумай тӗрлӗлӗхне упраса хӑварма пулӑшӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://tass.ru/obschestvo/27544539
 

Политика
Илья Царевскин халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Илья Царевскин халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ ҫын Чӑваш Ен Элтеперӗн Ҫамрӑксен политикин управленине ертсе пырӗ. Кунта сӑмах Илья Царевский пирки пырать.

Асӑннӑ управлени пӗтӗмпе те виҫӗ ҫул ӗҫлет иккен, ҫав вӑхӑтра унта халӗ пиллӗкмӗш пуҫлӑх ӗҫе кӳлӗннӗ.

Илья Царевский 2020 ҫулхи пуш-юпа уйӑхӗсенче республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ пулса пӑхнӑ. Кайран вӑл Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче воспитани, ҫамрӑксен политики тата социаллӑ аталану енӗпе ӗҫлекен проректорта тӑрӑшнӑ.

 

Политика

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председательне Сергей Артамонова II степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Хушӑва Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.

Наградӑна ӑна ӗҫре ӑнӑҫусем ҫӗнсе илнӗшӗн тата чылай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн панӑ тесе палӑртнӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Сергей Артамонова «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн секретарьне суйланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_504804
 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Муркаш округне ертсе пыма ҫӗнӗ ҫынна шаннӑ. Малашне пуҫлӑх пуканне Александр Иванов йышӑнӗ.

Ку должноҫе икӗ претендент пулнӑ: «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ Александр Иванов тата «Муркаш» территори уйрӑмӗн ертӳҫи Алексей Кириллов.

Депутатсем Александр Ивановшӑн сасӑланӑ. Палӑртмалла: вӑл пуш уйӑхӗнченпе Муркаш округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пынӑ.

Аса илтерер: унчченхи пуҫлӑх Александр Матросова тӗлӗшпе Мӑн Сӗнтӗрте тӑлӑхсем валли япӑх ҫурт-йӗр туяннӑшӑн явап тыттарма тӑнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл должноҫрен кайнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмне малашне ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ. Ку должноҫе Сергей Артамонов йышӑннӑ.

Паян Шупашкарта Трактор тӑвакансен культура керменӗнче партин конференцийӗ иртнӗ. Унта депутатсем пӑхса тухнӑ тӗп ыйту парти уйрӑмӗн секретарьне суйласси пулнӑ. Депутатсем пӗр саслӑн ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗшӗн Сергей Артамоновшӑн сасӑланӑ.

Аса илтерер: унччен «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн секретарӗ Леонид Черкесов пулнӑ. Пушӑн 31-мӗшӗнче Дмитрий Медведев Сергей Артамоновӑн кандидатурине ырланӑ.

 

Политика
sc.rchuv.ru сайтран илнӗ скриншот
sc.rchuv.ru сайтран илнӗ скриншот

«Чӑваш Енӗн Элтеперӗн лару-тӑру центрӗ» хысна учрежденине Александр Сидоренко ертсе пыма тытӑннӑ. Паянтан. Организаци сайтӗнче хальлӗхе унчченхи директор ячех-ха.

Ҫӗнӗ ҫынна директора лартасси ҫинчен калакан 402-мӗш номерлӗ йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документа ҫав кунах республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

«Чӑваш Енӗн Элтеперӗн лару-тӑру центрӗ» (вырӑсла унӑн ячӗ ҫапларах: Ситуационный центр Главы Чувашской Республики) хысна учрежденине 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче туса хунӑ. Вӑл Элтеперӗн ӗҫ-хӗлне информаципе аналитика енчен пулӑшса пырать. Патшалӑх влаҫ органӗсен тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫне информаци енчен йӗркелесе пырассишен те вӑлах яваплӑ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн финанс министрӗ Михаил Ноздряков хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ эрне вӗҫӗнче хыпарланӑччӗ-ха. Аса илтерер: Михаил Ноздряков патшалӑх органӗсенче 15 ҫул ытла ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл банксенче, Севастопольти финанс департаментӗнче вӑй хунӑ.

Паянтан министр тивӗҫне Ольга Метелева пурнӑҫлӗ. Кун пек йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев эрнекун алӑ пуснӑ, 172-мӗш номерлӗ документа паян республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Законодательство» (чӑв. Саккунсем) ярӑмра вырнаҫтарнӑ.

Ольга Владимировна асӑннӑ министерствӑра ӗҫлекен ҫынах, вӑл республикӑн финанс министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшать. Халӗ вӑл министр тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫласа пырӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 213
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 04

1987
39
Насул Антал, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем