Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне ҫӗнӗ илемлӗх ертӳҫи ертсе пыма тытӑннӑ. Ҫав тивӗҫе Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Белова пурнӑҫлама тытӑннӑ.
Светлана Николаевна 2003 ҫулта Чӑваш Республикин культура училищинчен, 2018 ҫулта Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин академийӗнчен, 2022 ҫулта Питӗрти профсоюзсен гуманитари университетӗнчи хореографи уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ.
1995 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче балет артистӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 2018–2023 ҫулсенче балет репетиторӗнче тӑрӑшнӑ. Пӗлтӗр ӑна Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ят панӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче паттӑрлӑх кӑтартнӑ салтаксене асӑнса Нева юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче Астӑвӑм аллейи йӗркеленӗ.
Нева плацдармӗнчи салтаксем блокадӑри Ленинграда хӳтӗлеме паттӑррӑн хутшӑннӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ ҫавӑнта куҫне хупнӑ.
Асӑну аллейинче Питӗрти чӑваш хастарӗсем ентешсене асӑнса стелла вырнаҫтарасшӑн. Ку ӗҫе укҫасӑр тӑваймӑн. Ҫавна май Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен общество организацийӗ укҫа пухассине пӗлтернӗ.
Сӗнтӗрвӑрринче ҫуралнӑ спортсмен тӗнче шайӗнче ҫӗнтернӗ.
Дмитрий Геращенко Бразили джиу-джитсувӗ енӗпе тӗнче чемпионатне хутшӑннӑ. Ӑмӑрту Питӗр хулинче иртнӗ. Унта тӗнчери 3300 спортсмен пуҫтарӑннӑ.
Тепӗр майлӑ каласан, Чӑваш Ен каччи Бразилири, Мексикӑри, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи тата ытти нумай ҫӗршыври спортсменпа вӑй виҫнӗ. Вӗсене вӑл хӑйӗн ӑсталӑхӗпе вӑйне кӑтартса панӑ – ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Чӑваш Енре чӑвашла ҫыракан драматургсен конкурсне иртнӗ ҫултанпа ирттерме пуҫланине хӑй вӑхӑтӗнче эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ ҫав опыта ытти регионта та сарасшӑн. Кун пирки Питӗрти Александрински театрӗн директорӗ Сергей Емельянов Чӑваш Ен Элтеперӗпе Олег Николаевпа пирӗн республикӑн Правительство ҫуртӗнче тӗл пулсан пӗтернӗ.
Вырӑс е ют ҫӗршыв классикине черетлӗ хутчен куҫариччен наци чӗлхипе ҫырнӑ хайлава сцена ҫине кӑларнине Питӗртен килнӗ хӑна питех те ырланӑ. Сергей Емельянов палӑртнӑ тӑрӑх, наци драматургине ҫавӑн пек майпа аталантарни ытти регионшӑн та тӗслӗх пулса тӑма тивӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкара Питӗрти тенор концертпа килӗ.
Мероприятие йӗркелекенсем «Люблю… Ti amo… I love you… Je t’aime…» программӑна тӗнче эстрадин шедеврӗсенчен хатӗрленине ӗнентереҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх филармонин сцени ҫине Питӗрти Евгений Южин тенор тухӗ. Юрату ҫинчен тӗрлӗ чӗлхепе ҫырнӑ юрӑсене шӑрантарӗ вӑл: «Я люблю тебя до слёз», «O Sole Mio», «Скажите, девушки», «Nathalie», «Besame mucho», «Карузо», «Quizas», «Опавшие листья», «Вечная любовь» тата ытти те.
Мускав ҫывӑхӗнче пӑр скульптурисен Подольск фестивалӗ иртет. Унта пирӗн ентеш те хутшӑнать. Вӑл - Шупашкарти Андрей Молоков.
Пӑр скульптурӑсен фестивальне 12 ӑста хутшӑнать. Фестивале Мускавран, Рязаньтен, Питӗртен, Дон ҫинчи Ростовран, Амур ҫинчи Комсомольскинчен, Тюменьтен, Якутскран, Минскран тата Шупашкартан ӑстасем килнӗ.
Андрей Молоков Садко пирки калакан халапа тӗпе хурса пӑртан композици касса кӑларнӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн Хальхи вӑхӑтри ӳнерӗн центрӗнче Александр Дымников сӑнӳкерчӗкӗсен куравӗ уҫӑлӗ.
Александр Дымников 1961 ҫулта Ленинградра (халӗ — Питӗр) ҫуралнӑ. Ленинградри патшалӑх университетӗнчи физика факультетӗнче вӗреннӗ. Паян вӑл — физик, куҫман пурлӑх специалисчӗ, фотограф, ҫулҫӳревҫӗ, Раҫҫейри фотохудожниксен союзӗн Питӗрти филиалӗн председателӗ.
1980 ҫултанпа физик ту туризмӗпе кӑсӑкланма тытӑннӑ, ту туризмӗн ӑмӑртӑвӗсене те хутшӑннӑ. Ҫулҫӳреве вӑл велосипедпа та, йӗлтӗрпе те тухса кайнӑ, байдаркӑпа тинӗс тӑрӑх ҫӳренӗ. Авалхи цивилизаци йӗрӗсене тупса палӑртас тӗллевпе Перу, Боливи, Египет, Сири, Ливан, Иран, Турци, Греци тата Израиль ҫӗршывӗсенче экспедицисенче пулнӑ.
Питӗрте унти чӑвашсен автономине чи лайӑх ӗҫлекен общество организацийӗсенчен пӗри тесе палӑртса хӑварнӑ.
Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ Валериан Гаврилов тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Питӗрти Национальноҫсен ҫурчӗ Раҫҫейри халӑхсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкне епле ирттернине пӗтӗмлетме пухӑннӑ.
Ҫавӑнта чӑвашсен автономийӗн ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ май уйрӑм чӑваш хастарӗсене тав туса тӗрлӗ шайри Хисеп хучӗсемпе тата Тав хучӗсемпе хавхалантарнӑ.
Питӗрти чӑваш хастарӗ Валериан Гаврилов асӑннӑ хулара пурӑнакан пултаруллӑ чӑваш хӗрӗ Пелагея Терентьева ҫинчен тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче каласа кӑтартнӑ.
Чӑвашсен ентешлӗхӗ хутшӑнакан Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи мероприятисене чӑваш ташши яланах илем кӳрет иккен. Кунта вырӑнти «Кевер» хореографи ансамблӗн тӳпи пысӑк-мӗн. Пултарулӑх ушкӑнне Пелагея Терентьева хореограф ертсе пырать.
Пелагея Шупашкарта ҫуралнӑ. 6 ҫултанпа вӑл хулари чи лайӑх ача-пӑча коллективӗсенчен пӗрне, «Рябинка» хореографи ансамбльне, ҫӳренӗ. Ушкӑн ертӳҫисем Елена Девяткинӑпа Михаил Девяткин пулнӑ.
Питӗре куҫса кайсан Пелагея чӑваш халӑх культурине аталантарассипе ҫине тӑма тытӑннӑ. Малтан вӑл «Кевер» хореографи ансамбльне ҫӳренӗ, кӑҫалхи ака уйӑхӗнченпе — ушкӑнӑн хореографӗ.
Ямал-Ненецк автономи округӗнче пӑртан скульптура тӑвакансем тупӑшнӑ. Унта "Ытама кӗреймен Ямал" конкурс-фестиваль иртнӗ.
Фестивальте Питӗрти, Курганти, Свердловск облаҫӗнчи, Шупашкарти ӑстасем тупӑшнӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: пирӗн ентеш Андрей Молоков ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Вӑл пӑртан "Ҫамрӑк пулӑҫ" композици хатӗрленӗ.
Сӑмах май, Андрей Молоков кунашкал конкурса пӗрре мар хутшӑннӑ. Икӗ ҫул каялла вӑл Мускав облаҫӗнче иртнӗ пӑр скульптурӑсен "Ҫӗр планета ҫинчи юмахсем" фестивальте призер пулнӑ. Ун чухне Андрей "Щелкунчик" композици хатӗрленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |