
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Уильям Шекспир трагедийӗ тӑрӑх лартнӑ «Король Лир» спектакле ҫамрӑксемпе аслисем те курма пыраҫҫӗ. Кун пирки культура учрежденийӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Иртнӗ канмалли кунсенче вара театрта Мускаври театр критикӗсем: Художествӑсен Раҫҫейри академийӗн хисеплӗ членӗ, Раҫҫейри театр ӗҫченӗсен союзӗн членӗ Дмитрий Родионов тата Александр Вислов театровед, драматург, «Ылтӑн маска» эксперт канашӗн председателӗ пулнӑ.
«Питӗ тивӗҫлӗ, тарӑннӑн», — хакланӑ ӗҫе Александр Вислов.
«Король Лир» спектакле Пукане театрӗнче 2023 ҫулта лартнӑ. Рольсене чӑваш халӑх артистки Елена Хорькова, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Алина Каликова, Юрий Филиппов тата Эльвира Соколова, Николай Соколов артистсем калӑплаҫҫӗ.
Спектаклӗн режиссёр-постановщикӗ — Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев. Художникӗ-сценографӗ – Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ, «Ылтӑн маска» театр премийӗн лауреачӗ Эмиль Капелюш. Пуканесен художникӗ — Юрий Сучков. Юлашкинчен асӑннӑ икӗ ӑста — Питӗр хулинчен.

Иркутск облаҫӗнчи Тагна ялӗнчи чӑвашсемпе ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинчи ҫамрӑксем пырса ҫитнӗ. Вӗсем — студентсем. Ҫавсем Мускавра, Питӗрте, Астраханьте, Томскра, Красноярскра, Чулхулара аслӑ пӗлӳ илеҫҫӗ.
Тӗлпулӑва «Студентсен туризмӗ» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Ҫамрӑксем Тагна ялӗнчи таврапӗлӳ музейӗнче пулнӑ май унти экспонатсемпе кӑсӑкланса паллашнӑ.
Чӑвашсен йӑли-йӗрки ҫинчен каласа кӑтартнӑ май тӗрлеме те вӗрентнӗ, чӑваш апачӗпе те хӑналанӑ.
Ҫамрӑксем чӑваш ташшине ташласа пӑхнӑ, чӑвашла тумланса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.

Питӗрти Антон Кухта трискутерпа Владивостока ҫитесшӗн. Халӗ вӑл шӑпах ҫул ҫинче. Ҫула май ҫамрӑк арҫын Шупашкара кӗрсе тухнӑ.
36-ри Антон «Контактра» халӑх тетелӗнче страница тытса пырать, унта хӑй курнине ҫырать. Шупашкар ӑна килӗшнине палӑртнӑ вӑл унта.
Антон каласа катартнӑ тӑрӑх, вӑл сехетре 55-60 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа пырать. Владивостока кайма тухнӑскершӗн Шупашкар уншӑн курма чарӑннӑ пиллекмӗш хула пулнӑ.

Пӗтӗм Раҫҫейри "Шкул умӗнхи чи лайӑх вӗренӳ организацийӗ" конкурса пӗтӗмлетнӗ. Вӑл Питӗр хулинче иртнӗ.
Конкурсра Шупашкарти ача пахчисем те малти вырӑнсене йышӑннине палӑртма кӑмӑллӑ. Тӗп хулари 11-мӗш, 15-мӗш, 19-мӗш, 162-мӗш, 182-мӗш ача пахчисем чи лайӑххисен йышне кӗрсе диплома тата медале тивӗҫнӗ.

«Уяв» халӑх фольклор коллективӗ халӑх юррин пӗтӗм тӗнчери «Добровидение-2023» фестивальне хутшӑннӑ.
Фестиваль ҫулсерен Питӗрте иртет. Унта кӑҫал саккӑрмӗш хут пуҫтарӑннӑ.
Чӑваш ансамблӗ Питӗрте 3 кун пулнӑ хушӑра хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартса пама та, хула илемӗпе киленсе ҫӳреме те, ҫӗнӗ коллективсемпе паллашма та ӗлкӗрнӗ.
«Играй, гармонь» телепроект ертӳҫисен — Заволокинсен — командин видеопроектӗнче ӳкерӗнни, фестивалӗн гала-концертне хутшӑнни те артистсен асӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ.

Паян, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Елена Николаева 50 ҫул тултарнӑ.
Елена Николаева 1973 ҫулта Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ вӑхӑтрах шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентме тытӑннӑ. 2002 ҫулта вӑл Республикӑн халӑх пултарулӑхӗн ӑслӑлӑхпа методика центрне ӗҫлеме пуҫланӑ, каярах вӑл Республикӑн культура программисен дирекцине куҫнӑ.
Ҫамрӑксен театрӗн директорӗнче вӑл 2011 ҫултанпа ӗҫлет. Театрта палӑртнӑ тӑрӑх, культура учрежденине Елена Николаева ертсе пыма тытӑннӑранпа театр пурнӑҫпа тан утма тытӑннӑ.
Спектакльсем лартма театра тӗрлӗ ҫӗрти пултаруллӑ режиссерсене, художниксене тата композиторсене пӗрмаях чӗнсе илеҫҫӗ. Театр ӗҫченӗсем хӑйсен пултарулӑхне Мускавра, Питӗрте тата Хусанта туптаҫҫӗ.

Ҫу уйӑхӗн 16-21-мӗшӗсенче Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери IV оперетта фестивалӗ иртӗ. Ӑна ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 19 сехетре Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче уҫӗҫ.
Культура мероприятине Ҫӗнӗ Уралти драмӑпа камит музыкин театрӗн артисчӗсем те килсе ҫитӗҫ.
Фестиваль Имре Кальманӑн «Фиалка Монмартра» опереттипе уҫӑлӗ. Премьера режиссёрӗ — Питӗрти Ирина Гаудасинская. Опереттӑна лартма ӑна ятарласа йыхравланӑ. Дирижерӗ — Удочкин, художникӗ – Елисей Шепелёв (Питӗр), балетмейстерӗ – Алексей Рюмин, хормейстерӗ – Александр Милов, ҫутӑ художникӗ – Кирилл Хрущев (Екатеринбург). Опера труппин заведующийӗ – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Константин Ефремов, илемлӗх ертӳҫи – Андрей Попов.

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне ҫӗнӗ илемлӗх ертӳҫи ертсе пыма тытӑннӑ. Ҫав тивӗҫе Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Белова пурнӑҫлама тытӑннӑ.
Светлана Николаевна 2003 ҫулта Чӑваш Республикин культура училищинчен, 2018 ҫулта Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин академийӗнчен, 2022 ҫулта Питӗрти профсоюзсен гуманитари университетӗнчи хореографи уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ.
1995 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче балет артистӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 2018–2023 ҫулсенче балет репетиторӗнче тӑрӑшнӑ. Пӗлтӗр ӑна Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ят панӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче паттӑрлӑх кӑтартнӑ салтаксене асӑнса Нева юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче Астӑвӑм аллейи йӗркеленӗ.
Нева плацдармӗнчи салтаксем блокадӑри Ленинграда хӳтӗлеме паттӑррӑн хутшӑннӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ ҫавӑнта куҫне хупнӑ.
Асӑну аллейинче Питӗрти чӑваш хастарӗсем ентешсене асӑнса стелла вырнаҫтарасшӑн. Ку ӗҫе укҫасӑр тӑваймӑн. Ҫавна май Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен общество организацийӗ укҫа пухассине пӗлтернӗ.

Сӗнтӗрвӑрринче ҫуралнӑ спортсмен тӗнче шайӗнче ҫӗнтернӗ.
Дмитрий Геращенко Бразили джиу-джитсувӗ енӗпе тӗнче чемпионатне хутшӑннӑ. Ӑмӑрту Питӗр хулинче иртнӗ. Унта тӗнчери 3300 спортсмен пуҫтарӑннӑ.
Тепӗр майлӑ каласан, Чӑваш Ен каччи Бразилири, Мексикӑри, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи тата ытти нумай ҫӗршыври спортсменпа вӑй виҫнӗ. Вӗсене вӑл хӑйӗн ӑсталӑхӗпе вӑйне кӑтартса панӑ – ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
