
23 ҫулти каччӑ «каҫхи лӗпӗшпе» ҫӗр каҫма шутланӑ та 1 миллион та 300 пин тенкӗсӗр юлнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Мускавран Шупашкара килнӗ программист интернет-сайтра ҫӑмӑлттай хӗр шыранӑ, анчах вӑл ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ.
Ҫав ҫынсем Шупашкара килнӗ хӑнана икӗ кун улталаса тӑнӑ. Темӗн те пӗр шутласа кӑларса тӗлпулушӑн, таксишӗн укҫа куҫарттарнӑ. Ҫапла ҫӑмӑлттай хӗр кӗтекен йӗкӗт мӗн пур укҫине ултавҫа куҫарса панӑ.
Ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Мускаври Пӗчӗк театр артисчӗ тата актёр Владимир Тяптушкин К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче хӑнара пулнӑ. Вӑл унта виҫҫӗмӗш хут килнӗ. Артистсем ӑна ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ.
«Ҫӗнӗ тата лайӑх спектакльсем лартма, «Ылтӑн маска» ҫӗнсе илме сунатӑп», — тенӗ Владимир Тяптушкин чӑваш артисчӗсене.
Палӑртмалла: вӑл Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче ҫуралнӑ. Ӑна «Склифософский» сериалта ӳкерӗннипе те пӗлеҫҫӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускавра славян ӳнерӗн «Русское поле» (чӑв. Вырӑс уйӗ) регионсем хушшинчи фестивалӗ иртнӗ. Унта чӑваш юррин «Парне» ансамблӗ хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе вара Мускавра 62 регионти 1,5 пин артист пулнӑ.
Халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗн коллективӗ «Чи лайӑх хор коллективӗ» номинацире палӑрса «За сохранение региональных певческих традиций» (чӑв. Регионти юрӑ йӑла-йӗркине упраса хӑварнӑшӑн) ятарлӑ премие тивӗҫнӗ.
Коллектив ертӳҫи — Светлана Тяхмусова.

Чӑваш Енӗн маунтинбайк енӗпе пӗрлештернӗ команди Раҫҫейри ҫамрӑксен спартакиадинче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Вӗсем ҫӗршыври 13 командӑна парӑнтарса пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Мускав облаҫӗн команди тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Мусаври спортсменӗсем йышӑннӑ.
Командӑран уйрӑмах ҫак спортсменсене палӑртмалла: кросс-кантрире 21 ҫухрӑма парӑнтарса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ Элина Семенова тата пӑхӑр медале тивӗҫнӗ Алина Карлова, 25 ҫухрӑмлӑ дистанцире 6-мӗш вырӑн йышӑннӑ Никита Петров.

Мускав политехника институчӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗренекен Даниил Бровкин Атӑлҫи федераци округӗнче иртекен «иВолга» ҫамрӑксен форумне хутшӑнать.
Вӑл форумра – чи хастаррисенчен пӗри. Куншӑн ӑна хаклӑ парнепе хавхалантарнӑ – Даниил Сколковӑри акселераторта вӗренме пултарӗ. Вӗренӳ сертификачӗ – 100 пин тенкӗлӗх.
Ҫак сӑнӳкерчӗкре вӑл – Анатолий Вассерманпа. Вӑл ӑс-тӑн вӑййисене хутшӑнакан паллӑ вӑйӑҫӑ.

Элӗк округӗнче пурӑнакан Кирилл Степанов фермер тата блогер утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мускавра иртнӗ «Агро-2025» бала хутшӑннӑ. Унта вӑл РФ ял хуҫалӑх министрӗпе Оксана Лутпа сӑн ӳкерӗннӗ.
Ҫак мероприятие РФ Ял хуҫалӑх министерстви йӗркеленӗ. Унта Раҫҫейри аграри университечӗсенче лайӑх вӗренекен студентсем хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен 7 ҫамрӑк кайнӑ. Вӗсен йышне Кирилл Степанов та лекнӗ.

Чӑваш Енри спортсменка Дина Александрова Мускавра иртнӗ «Пысӑк чупу фестивалӗнче» ҫӗнтернӗ. Вӑл 15 ҫухрӑма 50 минут та 57 ҫеккунтра парӑнтарса финиша пӗрремӗш ҫитнӗ.
Дина — вӑтам тата вӑрӑм дистанцисене чупакан спортсменка. Вӑл кросс енӗпе Раҫҫей чемпионкин, Раҫҫей спорт мастерӗн ятне ҫӗнсе илнӗ. Дина кӑҫалхи ака уйӑхӗнче Швейцарири Цюрих хулинче иртнӗ марафонра та ҫӗнтернӗ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: «Пысӑк чупу фестивалӗнче» ҫӗнтернӗшӗн ӑна «Москвич» машина парнеленӗ.

Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑхкунӗнче Мускавра «Раҫҫей» центрта Пӗтӗм Раҫҫейри туй фестивальне ирттересси йӑлана кӗнӗ. Ӑна кӑҫал та йӗркеленӗ. Унта чӑваш ҫамрӑкӗсем те ҫемье чӑмӑртанӑ.
Фестивале Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 200 ытла мӑшӑр килнӗ. Вӗсем пӗр харӑс пӗрлешнӗ. ҪаЧӑваш Енрен унта Шупашкарти Алексей Комлевпа Юлия Молчанова хутшӑннӑ.
Саламлатпӑр ҫамрӑк мӑшӑра!

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Мускаври ВДНХра чӑваш Акатуйӗ иртнӗ.
Уява халӑх ансамблӗсем, эстрада юрӑҫисем, профессилле артистсем хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, «Ярды» вокал ушкӑнӗ тата Августина Уляндина, «Бельканто» классик-ушкӑн, «Ҫеҫпӗл» чӑваш вокал ансамблӗ, «Ҫавал» фольклорпа эстрада ансамблӗ.
Уява пынисем валли крафт вӑййисем йӗркеленӗ, Чӑвашра туса илекен сувенир тата ытти продукцин курав-ярмаркки ӗҫленӗ.
Ӑл ӑстисем хушпу, пукане, сыхлӑх хатӗрӗсем, шӑрҫаран тата хӑваран авса япаласем тума вӗрентнӗ.
Раҫҫей кухнин ҫуртӗнче хуплу, шӳрпе, пашалу пӗҫерме вӑрентекен ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫленӗ.

Чӑваш Енӗн вице-премьерне Дмитрий Краснова чикӗ леш енне кайма чармӗҫ. Унччен унӑн ҫавӑн пек чару пулнӑ-мӗн. Халӗ вӑл ҫав йышӑнӑва суд урлӑ пӑрахӑҫлаттарнӑ.
Дмитрий Краснова чике леш енне кайма чарни «Вкладсене страхлакан агентство» патшалӑх корпорацийӗ ыйтнипе ҫыхӑннӑ. Ӑна тата тепӗр сакӑр ҫынна «Розничное и корпоративное страхование» компани ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Мускаври ҫав предприятире Дмитрий Краснов 2016-2020 ҫулсенче гендиректор пулса ӗҫленӗ, 2021 ҫулта предприяти панкурта тухнӑ.
2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Мускаври Арбитраж сучӗ бенефициарсене тата топ-менеджер пулнӑ ҫынсене чикӗ леш енне кайма чарнӑ. Дмитрий Краснов кунпа килӗшмесӗр суда панӑ, суд ӑна майлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен паянхи кун тӗлне илсен Красновран тӑкаксене шыраса илесси ҫинчен калакан хут ҫук.
