Паян 6:26 сехетре Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чартаклӑ районӗнче «Мускав – Челепи» маршрутпа ҫӳрекен пассажир пуйӑсӗн 7 вакунӗ рельс ҫинчен тухса кайнӑ. Пуйӑс Мускава кайма тухнӑ.
Авари вӑхӑтӗнче унта 415 ҫын пулнӑ. 7 пассажир, ҫав шутра 1 ача, аманнӑ. Вӗсене медпулӑшу параҫҫӗ.
Чукун ҫулӑн ҫак пайӗ ҫинче пуйӑссем ҫӳреме чарӑннӑ. Авари вырӑнне Чӗмпӗрти, Пӗкӗлмери, Сызранти тата Рузаевкӑри юсав пуйӑсӗсем килмелле. Ҫавӑн пекех вырӑнта оперативлӑ штаб йӗркеленӗ.
Халӗ специалистсем сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ, тӑкака шутлаҫҫӗ. Вырӑнта Следстви комитечӗн криминалисчӗсем ӗҫлеҫҫӗ.

Шупашкарти аэропорт пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен ҫуркуннепе ҫуллахи режимпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ график юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗччен пырӗ. Кун пирки Шупашкарти аэропортӑн пресс-служби хыпарланӑ.
Кӑҫал ҫӗршывӑн кӑнтӑр енчи регионӗсене самолетсем ытларах вӗҫӗҫ. Ҫав шутра – Сочие, Махачкалана, унсӑр пуҫне тата Калининграда та. Ҫӗршывӑн хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ ҫак хулапа вӑл тӑрӑха та туристсем кӑмӑллаҫҫӗ.
Шупашкарти аэропорт ют ҫӗршывсене вӗҫекен рейссене уҫасси пирки те калаҫу ирттерет-мӗн. Хальлӗхе хӑш ҫӗршыв пирки уҫӑмлатман та, анчах «Ҫыхӑнура» форумра Бакупа Анталья хулисем пирки сӑмах пырать тесе асӑнса хӑварнӑ.
Ҫуркуннепе ҫуллахи сезонта Мускав, Санкт-Петербург, Сочи, Минеральные Воды, Сургут, Махачкала, Калининград тата Новосибирск хулисем пур.

Мускавра «Краса ЖКХ-2025» (чӑв. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх илемӗ) пӗтӗм Раҫҫейри II конкурс иртнӗ. Ӑна ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри професси квалификацийӗ енӗпе ӗҫлекен союз йӗркеленӗ. Конкурса ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесенчен, пурӗ 49 регионтан, 587 заявка пырса ҫитнӗ.
Чӑваш Ен чысне «Уют» (чӑв. Хӑтлӑх) тата «Платина» управляющи компанисенче халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалистсем Ольга Андрияновӑпа Екатерина Дмитриева, «УК № 1» компанири участок мастерӗ Татьяна Ильина тата «Волжский-3» компанин бухгалтерӗн ҫумӗ Ирина Ильина хутшӑннӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ «Нумай хваттерлӗ ҫурта тытса тӑрассине йӗркелекен информаци службин специалисчӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Ольга Андриянова «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх потребителӗсемпе ӗҫлекен сервис-менеджер» евӗр палӑрнӑ.

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарта, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче, «Его величество Гобой!» концерт кӑтартӗҫ. Ӑна Раҫҫей халӑх артисчӗ, Чӑваш Енре ҫуралнӑ Анатолий Любимова хисеплесе хатӗрленӗ. Музыкант пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнӑ.
Программӑна классика музыкин шедеврӗсенчен хатӗрленӗ. Вӗсем пурте — гобой валли тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ юрӑ-кӗвӗ. Концерт музыка ӑстине сума сунине, унӑн пултарулӑхне хакланине тата сума сунине кӑтартса пама тивӗҫ.
Сцена ҫине Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗсем, студенчӗсем тата ку вӗренӳ заведенийӗнче тӗрлӗ ҫулта вӗреннисем тухӗҫ. Ҫав шутра — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Алексей Гурьев (гобой), Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Элла Леонтьева (гобой), Ирина Никитина (гобой), Татьяна Иванова (флейта), Николай Кадыков ертсе пыракан симфони оркестрӗ. Мускаври хӑнасем те пулӗҫ.

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Елизавета Ивина Мускаври сцена ҫине тухса унтан пӗрремӗш степеньлӗ лауреат пулса таврӑннӑ. Тава тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм «На Олимпе» пӗтӗм тӗнчери конкурса хутшӑннӑ.
Елизавета Ивина тӑнлав пасарни ватлӑх ҫитнине пӗлтерет тесе пуҫ усса лармасть. Вӑл пӗрмай сцена ҫине тухать, хӑйӗн уҫӑ сассипе куракансене тыткӑнлать.
Елизавета Ивина килте тунсӑхласа лармасть, Ҫӗмӗрлери халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрти «Манӑн социаллӑ центр» клуба пырса ҫӳрет, унта чун киленӗҫӗпе аппаланать.
«На Олимпе» пӗтӗм тӗнчери конкурсра хӗрарӑм «Вокальное искусство. Народная песня. Золотой возраст. Хобби» (чӑв. Вокал ӳнерӗ. Халӑх юрри. Ылтӑн вӑхӑт. Чун киленӗҫӗ) номинацире палӑрнӑ. Тава тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм «На соседней улице» юрӑпа пӗрремӗш степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чингиз Айтматов повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Хуркайӑк ҫулӗ» спектакль кӑтартнӑ. Ӑна «Чӗнтӗрлӗ чаршав» театр конкурсне хак паракансем, ҫав шутра паллӑ критиксем те, курнӑ.
Марина Карягина халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, моноспектакль кашни киле кӗрсе инкек хӑварнӑ вӑрҫӑ ахрӑмӗ ҫинчен. «Ӑна куҫҫульсӗр пӑхма майӗ те ҫук: чун-чӗрене витӗр ҫатӑрласа илсе ыраттарать. Жюри кашни курӑнӑва чылайччен пайӑррӑн шӗкӗлчерӗ. Режиссёра та (Борис Манджиев), икӗ сехет сцена ҫинчен каймасӑр хӑйӗн шӑпи (пирӗн асанне-кукамай шӑпи!) ҫинчен каласа кӑтартакан Толгонай-Чӗкеҫе те (Надежда Зубкова), ытти артистсемпе театр ӗҫченӗсене те уйрӑммӑн ырларӗҫ», — пӗлтернӗ унта.
Тӗп хуларан килнӗ театровед Валентина Федорова «Кун пек спектакльсем халь Мускавра ҫук...» тесе ырланӑ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Мускава гастрольпе тухса кайма хатӗрленет. Паян-ыранах мар-ха. Ҫывӑх вӑхӑтра. Тата тӗрӗсрех каласан, ака уйӑхӗнче.
Культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакансемпе асӑннӑ хула хӑнисем чӑваш артисчӗсен пултарулӑхне хаклама пултарӗҫ. Театр гастрольпе Мускавра ака уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче пулӗ. Чӑваш артисчӗсем Никита Михалковӑн «Мастерская 12» театрӗн сцени ҫине тухӗҫ. Унта Константин Ивановӑн вилӗмсӗр поэми тӑрӑх лартнӑ «Нарспи» спектакль кӑтартӗҫ.
Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе хӑйне евӗр юрри-ташши, илемлӗ туйӗ, Нарспипе Сетнерӗн синкерлӗ юратӑвӗ кашни кураканӑн чун-чӗрине хумхантарасса шанаҫҫӗ.

Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Мускав хулинчи «Чӑваш культурин обществи» обществӑлла организаци хутшӑннипе тата Василий Семенов ертсе пынипе «Чӑваш халӑхӗн историйӗпе чӗлхин ҫивӗч ыйтӑвӗсем» темӑпа ҫавра сӗтел иртнӗ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче ЧПГӐИ ӑслӑлӑх сотрудикӗ Андрей Сараев «Пӗр саспалли кӑна» докладпа тухса калаҫнӑ. Вӑл авалхи чӑваш историйӗпе ҫӑлкуҫсем ҫителӗксӗр пулнӑ май тӗрӗс фактсене палӑртасси мӗнле йывӑр пулни ҫинчен каласа панӑ. Ӑсчах чӑвашсем пулса кайни ҫинчен шухӑшласа кӑларнӑ концепцисем мӗнле ҫуралнине кӑтартнӑ: вӗсенче тӗрӗс ӑслӑлӑх пӗлӗвӗпе пӗрлех авторсем шухӑшласа кайни пӗрлешсе каять.
Ку доклада хӗрӳ сӳтсе явнӑ.
Ҫавра сӗтел ӗҫне ҫавӑн пекех лингвист-чӑвашҫӑ, Раҫҫей ӑслӑлӑхсен академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗн урал-алтай чӗлхисен пайӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Александр Савельев хутшӑннӑ. Вӑл тӗрӗк чӗлхисен ҫемйинче чӑваш чӗлхин историйӗн тӗп тапхӑрӗсене ҫутӑ кӑтартнӑ, хунсен, аварсен, хасарсен тапхӑрӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ.