Паян Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче пурӑнакан Минникадире Зейдулловна Хамбикова 100 ҫул тултарнӑ. Пурнӑҫӗнче темӗн те курма тивнӗ пулсан пурнӑҫа яланах юратнӑ вӑл.
Минникадире Зейдулловна ҫак округрах Ыхраҫырми ялӗнче нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Мӗн пӗчӗкрен аслисен ҫумӗнче ӗҫленӗ вӑл.
Вӑрҫӑ пӗтсен хӗр Мускава савута ӗҫлеме кайнӑ. Унта вӑл пулас мӑшӑрӗпе паллашнӑ. Вӗсем пӗрле Шӑнкӑртам ялне таарӑннӑ, колхозра ӗҫленӗ, ҫурт ҫӗкленӗ. Мӑшӑр 7 ачана кун ҫути парнелесе ура ҫине тӑратнӑ.
Халӗ Минникадире Зейдулловнӑн 23 мӑнук, 40 кӗҫӗн мӑнук, вӗсен икӗ ачи пур. Чухне
Agabazar // 1182.83.7258
2025.01.13 23:25 | |
Епле-ха «кĕçĕн мăнук»? «Кĕçĕн» е «аслă» тени пăр ăрури (поколение) çынсене пĕлтерет. |