Ӗнер, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, истори наукисен докторӗ Антон Салмин юбилейӗ пулнӑ. Антон Кириллович — Питӗрти Антопологипе этнографи музейӗнче (Кунсткамерӑра) Хӗвелтухӑҫ славянсен тата Раҫҫейӗн Европа пайӗнче пурӑнакан халӑхсен этнографийӗн пайӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса тӑрӑшать.
Вӑл 1949 ҫулхи юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ.
Agabazar // 4089.70.5031
2024.10.22 15:27 | |
Ĕçчен? | |
Agabazar // 4089.70.5031
2024.10.22 15:28 | |
Трудолюбивый? | |
Станьял // 1340.64.7924
2024.10.25 10:20 | |
Антун! Сана салтак тумёпе йышӑну экзаменёнче ларнӑ чухнеренпе, пӗрле ӗҫленӗренпе пӗлетӗп. Ҫирёп пултӑн, шӗвиксене парӑнмарӑн. Улӑр ачиех эсӗ Ҫӗнтертён, тёрёссине пёлтертён. Хапӑха сутмарӑн. Мухтав сана | |
Agabazar // 2745.20.2305
2024.10.25 18:53 | |
Малашне вара кашни ҫынна ӗҫчен теме пуҫлатпӑр-им? Вӑтам хӑватпа е вӑтамран кӑшт пысӑкрах хӑватпа ӗҫлекенсем юлмарӗҫ-им? Антон Салмин чӑнах та ӗҫчен пуль-ха та, анчах ыттисем те унпа танах-ши? Ҫук-тӑр, тӗнчери ҫынсен ӗҫлеслӗх шайӗ пӗрех мар-тӑр. | |
Agabazar // 3377.71.3010
2024.10.25 19:05 | |
Антон Салмин кахал мар, чӑнах та ӗҫчен иккенне епле палӑртмалла? Ну, ӑславӑн аслӑ... ӗҫченӗ (?) пултӑр. Анчах ку каланӑлӑхра ӗҫченлӗх пирки мар сӑмах пырать. Должность теҫҫӗ ӑна. Штатра палӑртнӑ ӗҫ вырӑнӗ. Анчах та манӑн питех те Антон Салминӑн чӑн-чӑн ӗҫченлӗхне кӑтарттарас килет... Вара ӗҫчен ӗҫчен пулать-и? Ӗҫченлӗхлӗ ӗҫчен? Апла мар пуль ҫав. Ҫапах та харкамлӑхӑн уйрӑм палӑрӑмлӑхӗсене, айккинчен сӑнаса пӑхса тӑраканшӑн курӑнаканскерсене (эмоцилле хаклавсене), штатра палӑртнӑ ӗҫ вырӑнӗн ячӗсемпе пӑтраштармалла мар пуль |