Раҫҫейӗн вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева Чӑваш Енри ӑслӑ ачана ырланӑ.
Ҫӗршыв шайӗнчи пысӑк тӳре-шара авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «ТВ Центр» телеканалпа эфира тухакан «Право знать» телекӑларӑмра вӗренӳпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравланӑ.
«Вӑтам пӗлӗве Мускавра ҫеҫ ҫӳллӗ шайра илме май пур-и?» ыйтӑва хуравланӑ май вӑл: «Мегаполис теме май ҫук центрсемех тӗнче шайӗнчи олимпиадӑсем валли чи лайӑх ачасене хатӗрлеҫҫӗ», — тенӗ. Сӑмахне ҫирӗплетме ҫапла регионсене асӑннӑ: «Вятка, Киров, Пермь, Екатеринбург, Чӑваш Ен». Унсӑр пуҫне вӑл «Шкулта астрономи ҫук пулин те Чӑваш Енри ача астрономи енепе пӗтӗм тӗнчери олимпиадӑра ҫӗнтернӗ», — тесе палӑртнӑ.
Кӑларӑмра учебниксен шутне, шалу шайне тата ытти ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Паян Чӑваш Енри журналистсемпе блогерсем Шупашкарта тӑвакан кадет корпусне хӑтлӑх кӗртме хутшӑнчӗҫ. Тӗрлӗ хаҫатран, радиопа телевиденирен кӑна мар, Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн министерствинчен те унта пынӑ.
Стройка епле пынине Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗҫӗмех тӗрӗслесе тӑрать. Унта тӗрлӗ организацире пурӑнакансем нимелле ӗҫленине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Журналистсем ӗҫлес кӑмӑлпах йышлӑн пухӑннине палӑртмалла. «Пире ҫӑкӑр ан пар — ӗҫлеме хатӗр», — шӳтлесе те, чӑнласа калаҫрӗҫ ӗҫтешӗмӗрсенчен хӑшӗсем. Анчах ӗҫе йӗркеленине ҫӳллӗ шайра теме чӗлхе ҫаврӑнаймасть. Пӗрисем чӑнласа тар тӑкнӑ вӑхӑтра теприсем аптӑраса тӑчӗҫ. «Сирӗн пек килсе туяҫҫӗ те пӗр-пӗрин ури айне кӗрсе каяҫҫӗ», — ӑшшӑн йӗкӗлтерӗ унти рабочисенчен пӗри.
Чӑваш Енӗн НТРК «Тӑван радио» (100.3 FM) уҫӑлнӑранпа 5 ҫул ҫитнине халалласа «Тӑван Юрӑ» музыка премийӗ» конкурс ирттерессине пӗлтерет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 18 ҫултан аслӑраххисен хутшӑнма ирӗк пур. Опытлисен те, пултарулӑх ҫулӗ ҫине тин ҫеҫ тӑракансен те. Юлашкинчен каланисене «Ҫӗнӗ ят» номинацире палӑртӗҫ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чи лайӑх юрӑҫсене, чӑвашла юрӑсем валли сӑвӑ ҫыракансене, музыкантсене, ушкӑнсене, дуэтсене 10 номинацире чыслӗҫ.
Музыка премийӗшӗн иртекен конкурса хутшӑнмалли композицисене кӑҫал ҫырнине шута илӗҫ. Профессилле аранжировка тата сӑмахӗсем хитре пулни те пӗлтерӗшлӗ. Ӗҫсене «Тӑван радио» (Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш ҫурт) редакцине ҫитермелле е tavanradio@mail.ru электрон пуштӑпа кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӑсатмалла.
www.hupar.ru Фото cap.ru
Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 6-12-мӗшӗсенче Сочи хулинче «Пӗтӗм Раҫҫей» фестиваль иртӗ. Ӑна РФ Журналистсен союзне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Шучӗпе 22-мӗш хут йӗркелекен фестивале хамӑр ҫӗршыври журналистсемпе пӗрлех чикӗ леш енчисем пухӑнӗҫ. Пӗр-пӗринпе тӗл пулса калаҫма май паракан, ыттисен опычӗпе паллаштаракан мероприятире политиксем, ӑсчахсем, культура ӗҫченӗсем эксперт евӗр тухса калаҫассине пӗлтереҫҫӗ.
Ҫӗршыври паллӑ публицистсем лекцисем вулӗҫ, ӑсталӑх сехечӗсем ирттерӗҫ. МИХсен ҫӗнӗ проекчӗсене те хӑтлӗҫ.
Пӗр ҫынлӑ номерте пӗччен пурӑнас тесен журналистсен 31800 тенкӗ тӳлемелле, икӗ вырӑнлишӗн — 21 пин. Ача-пӑчапа та пыма чармӗҫ. Вунӑ ҫулчченхи пӗр ачашӑн талӑкне 1200 тенкӗ хушса тӳлемелле, 10 ҫултан аслисемшӗн — 2300 тенкӗ. Фестивале хутшӑнакансен унсӑр пуҫне хӑйсемшӗн аккредитаци тӳлевне — 5 пин тенкӗ — кӑларса хумалла. Кунне виҫӗ хутчен апатланни пурӑннин хакне кӗрет.
Пӗрремӗш каналпа паян кӑтартнӑ «Поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑма сакӑр теҫетке ҫула ҫывхаракан чӑваш хӗрарӑмӗ Валентина Александровна (тӗрӗс илтрӗм пулсан. — Авт.) хутшӑнчӗ. Икӗ ҫулта тӑлӑха юлнӑскерне аппӑшӗ пӑхса ӳстернӗ. Халӗ вӑл, хӑй каланӑ тӑрӑх, — иккӗмӗш ушкӑнри сусӑр.
Тутарстанра ӳснӗскер, Узбекистанри Бухара хулинче 25 ҫул ӗҫленӗскер чӑвашла, вырӑсла, узбекла такмаксем каларӗ, пуплерӗ, Шупашкара салам ҫитерчӗ.
Хастар хӗрарӑм хӑйне валли телекӑларӑм ертӳҫинчен Леонид Якубовичран ноутбукпа телефон ыйтрӗ. Хӑй вӑл ватӑ иккенне палӑртрӗ, тӑлӑх ӳснине, вӑрҫӑ нушине курнине аса илтерчӗ, сусӑр пулнине пӗлтерчӗ. Леонид Якубович кӑларӑм йӗркине пӑсма килӗшрӗ, чӗрӗ чӑваша ноутбукпа телефон парнелерӗ.
Паян Пӗрремӗш каналпа кӑтартнӑ «Поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑма Ҫӗмӗрле арҫынни (ятне ҫак йӗркесен авторӗ, шел те, итлесе юлайман) хутшӑнчӗ.
Вӑл ялта пурӑнать, телепередачӑна мӑнукӗпе Ксюшӑпа тата хӗрӗпе ҫитнӗ. Вӑл — смс-викторина ҫӗнтерӳҫи. Кӑларӑма хутшӑнма май килнишӗн арҫын хӑйӗн хӗрне тав туса чечек ҫыххи тыттарчӗ.
Телепередачӑн спонсорӗнчен арҫынна телевизор лекрӗ. Ӑна парне те тухрӗ, анчах вӑл ӑна илме килӗшмерӗ — малалла выляма кӑмӑл турӗ.
Ҫӗмӗрле арҫыннин мӑнукӗ сӑвӑ каларӗ. Вӑл асли пӗчченех пурӑнать тесе ӗнентерчӗ, унпа ҫӗрулми лартнине пӗлтерчӗ. Анчах ача тӗрӗс мар калани палӑрчӗ: арҫын арӑмӗпе пурӑнать, унӑн ывӑл та пур.
Ҫӗмӗрле арҫынни, шел те, финала лекеймерӗ.
Етӗрнери тасатмалли сооружени йӗркеллӗ ӗҫлеменнине пула вӑл тӑрӑхра экологи ыйтӑвӗ самай ҫивӗчленнӗ. «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм темиҫе кун каялла унта «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) партин пайташӗпе Игорь Моляковпа тата Етӗрне районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗпе Владимир Офариновпа вырӑнта пулса курнӑ та ним ыррине те асӑрхаман. Демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма ӑнтӑлакансене ҫурт-йӗр ҫавӑрма сооруженирен инҫех мар ҫӗр уйӑрса панине те асӑрханӑ вӗсем.
Сооружение ыррӑн ӗҫлеттерессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем валли районти хыснаран 500 пин тенкӗ уйӑрнӑ-мӗн. Вырӑнтисем ӗҫ-пуҫа ҫулталӑк вӗҫне ҫеҫ йӗркене кӗртме шантарнӑ.
Ҫут ҫанталӑка хӳтӗлекен Шупашкарти районсем хушшинчи прокуратура апла хуравпа килӗшмен: кӑлтӑка пӗтерме хистес тӗллевпе суда тавӑҫпа тухнӑ, унтисем те надзор органӗпе пӗр шухӑшлӑ пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пирӗн республикӑра Бразилинчен футбол курма килнӗ хӑнасене тытса чарманнине пӗлтернӗ. Владислав Юсупов ятлӑ ҫын Фейсбукра маларах ҫырнине ӗненсен, Аргентинӑпа Франци вылякан матча курма Мускавран Хусана кайма тухнӑ Бразили ҫыннисене пирӗн республика территорийӗнче тытса чарнӑ имӗш. Ют ҫӗршыв хӑнисем 90 автобус тытса ҫула тухнӑ пулать. Вӗсенче 2500 ҫын пулнӑ-мӗн. Ҫавӑнта ларса пыракансене пирӗн тӑрӑхри пакунлисем — автоматлӑ ОМОНовецсем — чарса тӗрӗсленӗ тесе ҫырнӑ Владислав Юсупов. Кайран ҫав сӑмах хӑш-пӗр МИХра хӑвӑрттӑн сарӑлнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби Бразилинчен футбол курма килнӗ хӑнасене пирӗн тӑрӑхри пакунлисем тӗрӗслеменнине официаллӑ пӗлтернӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗччен ЧР ШӖМӗ хӑйӗн сайтӗнче преступниксене тытса чарни, ҫаратни тата ытти криминал пирки хыпарсем пичетлемӗ. Ку футбол енӗпе Тӗнче чемпионатне ирттернипе ҫыхӑннӑ.
Регионти управленисене хушу килнӗ иккен. «Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче оперативлӑ шырав тата профилактика мероприятийӗсене ирттерни пирки хыпарсем лартма чарӑнмалла» тесе ҫырнӑ унта.
«Ҫыхӑнура» форум журналисчӗсем ҫакна ӗненес тесе ШӖМ сайтне тишкернӗ. Чӑнах та, унта ҫӗртмен 6-мӗшӗнчен пуҫласа конкурссем, Раҫҫей кунне уявлани тата ытти пирки ҫеҫ хыпарсем вырнаҫтарнӑ.
Комсомольски районӗнчи «Кубняночка» халӑх вокал ансамблӗ паян Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑмра чӑвашла юрлӗ.
Аса илтерер, Чӑваш Енри ансамбль ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Тӗлӗнтермӗш уйӗ» шоу ӳкерме хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Каҫалсем телекӑларӑмра «Садра» юрра шӑрантарнӑ. Комсомольски районӗнчи «Тӗп клуб тытӑмӗ» муниципалитетӑн хысна унитарлӑ учрежденийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, каҫалсене телекӑларӑма пӗлтӗрех чӗннӗ иккен. Чӑваш ансамбльне «Тӗлӗнтермӗш уйӗ» «Алтын Майдан» пӗтӗм тӗнчери фестивале хутшӑннӑ чух курса килӗштернӗ имӗш.
Чӑвашсем телекурава парнепе кайнӑ, Леонид Якубович вӗсен уҫӑ кӑмӑлне ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑннӑ, тав тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |