Вырӑс хӗрарӑмӗн чӑтӑмлӑхӗ пирки шывра та путмасть, вутра та ҫунмасть теҫҫӗ-ха. Анчах чӑваш хӗрарӑмӗсем те тӗлӗнмелле тӳсӗмлӗхпе, пултарулӑхпа, вӑй-халпа, талпӑнулӑхпа палӑраҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Чулхулара штангӑна выртнӑ ҫӗртен тӗртсе ярассипе Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртнӗ. Унта Чӑваш Енри ушкӑн та хутшӑннӑ. Йыша Етӗрнере ҫуралнӑ Евгения Савицкая кӗни пирки вырӑнтисем мӑнаҫланса пӗлтереҫҫӗ. Унтан та ытларах вӗсем ҫӗршыври ӑмӑртура Женя чи вӑйлисен йышне лекейнишӗн савӑнаҫҫӗ. Етӗрне пики ӑмӑртура чи вӑйлӑ пилӗк спортсменка шутне лекнӗ.
Пӗрремӗш вырӑна Тутарстанри Лариса Коткова, иккӗмӗшне Шупашкарти Анастасия Петрова, виҫҫӗмӗшне Ярославльти Екатерина Починкина йышӑннӑ.
Евгения пирки калаҫнӑ май вӑл «Ҫулталӑкри чи лайӑх тӳре» номинаицре ҫӗнтернине палӑртма кӑмӑллӑ.
Сӑнсем (4)
Нумаях пулмасть Пушкӑртстанри Пишпӳлек вулавӑшӗн чӑваш секторӗнче «Чӑваш халӑх пурнӑҫӗнчи «Урал сасси» хаҫатӑн пӗлтерӗшӗ» темӑпа «ҫавра сӗтел» иртнӗ. Унта Пишпӳлек районӗнчи чӑваш вулавӑшӗн ӗҫченӗсем‚ тӑван чӗлхе вӗрентекенсем‚ вырӑнти «Шурӑ хурӑн» халӑх фольклор ушкӑнне ҫӳрекенсем‚ «Ҫутӑ ҫул» район хаҫачӗн чӑваш дубляжӗн ӗҫченӗсем тата хаҫат вулакансем пухӑннӑ.
«Ҫавра сӗтеле» Пишпӳлек библиотекин Пушкӑртстан Республикинчи чӑваш халӑхӗпе ӗҫлекен секторӗн заведующийӗ Наталья Тарасова уҫнӑ. Вӑл кашни вулав ҫурчӗ «Урал сасси» хаҫата ҫырӑнса илсе ҫӗлесе пынине пӗлтернӗ. Чӑваш хаҫачӗ сентре ҫинче тусанланса выртмасть иккен‚ ӑна вулавҫӑсем ҫӗтӗлсе пӗтиччен тенӗ пекех алӑран ямаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Светлана Прокофьева автор "Урал сасси" хаҫатра пӗлтернӗ.
Наталья Петровна «ҫавра сӗтел» ӗҫне малалла тӑсса Пишпӳлек районӗнчи Чӑвашсен канашӗн ертӳҫине И.В. Никитина сӑмах панӑ.
— «Урал сасси» республикӑри чӑвашсен пурнӑҫӗпе‚ пултарулӑхӗпе паллаштарса тӑрать. Хамӑр тӑван чӗлхене‚ культурӑна‚ литературӑна аталантарас ӗҫре унӑн пӗлтерӗшӗ калама ҫук пысӑк.
Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӗмпӗрти И.А.Гончаров ячӗллӗ историпе асӑну центрӗнче Таврапӗлӳҫӗсен кунне паллӑ тума йышӑннӑ. Ку уява пӗрремӗш хут ирттереҫҫӗ.
Чӑнах та, Пулӑҫ, Вӑрманҫӑ кунӗсем, Медицина ӗҫченӗсен кунӗ пур. Таврапӗлӳҫӗ кунӗ вара ҫук. Таврапӗлӳҫӗсенчен чылайӑшӗ ҫак ӗҫе тӳлевсӗр туса пырать.
Вӗсем шырав ӗҫӗсем ирттерсе авалхи документсене тупаҫҫӗ, музейсене экспонатсемпе пуянлатаҫҫӗ. Ҫак ҫынсем шкул ачисене тӑван тавралӑхпа, историпе, культурӑпа паллашма пулӑшаҫҫӗ, вӗсене тӗрлӗ ӗҫе явӑҫтараҫҫӗ.
Чӗмпӗр облаҫӗнче таврапӗлӳпе ҫыхӑннӑ мероприяти чылай иртет. Анчах ун чухне пурте пӗр ҫӗре пухӑнаймаҫҫӗ. Таврапӗлӳҫӗ кунӗнче вара кашниех хӑйӗн ӗҫӗсемпе паллаштарма, кӗнекесемпе ӑслӑлӑх ӗҫӗсен куравӗсене йӗркелеме, опычӗсем пирки каласа кӑтартма пултарать.
Николай Казаков таврапӗлӳҫӗ Сергей Морозов кӗпӗрнаттӑр тата Чӗмпӗр хула пуҫлӑхӗ Марина Беспалова патне ҫыру ҫырнине пӗлтерет. Унта вӗсем таврапӗлӳҫӗ кунне паллӑ тума ыйтса ҫырнӑ. Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче музейсен канашӗн ларӑвӗнче ҫак уява паллӑ тума йышӑннӑ. Кӑҫал вӑл пушӑн 28-мӗшӗнче пулӗ.
Конкурса Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркелет. Унӑн ертӳҫи Константин Яковлев Чӑваш наци конгресӗн пресс-службине каланӑ тӑрӑх, ҫакна вӗсем халӑха хӑйсем пурӑнакан ялсене, ҫӑлкуҫсемпе ҫӑвасене тата ытти вырӑна тирпей-илем кӳмешкӗн тӑрӑшма тата пултарулӑ та хастар пулма, уйрӑмах ҫамрӑк ӑрӑва ҫуралнӑ вырӑнпа мӑнаҫланма тата ӑна хисеплеме вӗрентессишӗн тӑваҫҫӗ иккен.
Конкурса хутшӑнакан чӑваш ялӗсене ҫапла хак парӗҫ:
• чӑвашла илемлӗ ҫырса ҫакнӑ ял, урамсен ячӗсем;
• ялӑн пӗтӗмӗшле сӑн-сӑпачӗ;
• уявсем ирттермелли вырӑнсен тирпей-илемӗ;
• хитре, куҫа илӗртекен е паллӑ вырӑнсем;
• ҫӳп-ҫапа пӑрахмалли вырӑнсене йӗркелени;
• ҫӑлкуҫсемпе пусӑсене мӗнле йӗркелени;
• масар-ҫӑвасен тирпейлӗхӗ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисене Тутарстан чӑвашӗсен наципе культура автономийӗ укҫан хавхалантарма шутлать:
• 1-мӗш вырӑншӑн — 50 пин тенкӗ;
• 2-мӗш вырӑншӑн — 30 пин тенкӗ;
• 3-мӗш вырӑншӑн — 20 пин тенкӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем нухрата хӑйсен ялӗсене тирпей-илем кӗртме, хастар ҫынсене хавхалантарма усӑ курма пултараҫҫӗ.
Тутарстан Республикинчи районсемпе хуласенчи чӑвашсем хӑйсен хушшинче тачӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ тесе пӗлтерет РФ тата ТР Журналистсен союзӗн пайташӗ Валентин Бурайкин «Сувар» хаҫатра.
«Алексеевски районӗнчи чӑваш наципе культура центрӗн председателӗ Н.Н. Сторожев чӗннипе пирӗн районти чӑвашсен делегацийӗ Галина Терентьева ертӳҫӗпе пӗрле кӳршӗсем патӗнче пулса курчӗ», — тесе хыпарланӑ вӑл.
Чӑн малтан Чӑваш Майни ялӗнче пулнӑ. Ҫак ялта чӑваш наци шкулӗ ӗҫлет иккен. Ушкӑнра вӗрентекенсем те пулнине шута илсе Г.З. Федоров директор шкул ӗҫне мӗнле йӗркелесе пыни ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ. Вӗрентекенсем тӑван чӗлхене, халӑхӑн йӑли-йӗркине лайӑх пӗлеҫҫӗ иккен. Вӗсем шкул предмечӗсен эрнисене, уйрӑм темӑсемпе калаҫусем, конкурссем, викторинӑсем ирттереҫҫӗ. Вӗрентекенсем, вӗсем ертсе пынипе вӗренекенсем те ял ҫыннисен культура пурнӑҫне кӑмӑлпах хутшӑнаҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ ятпа ку хушӑра ачасенче патриотизм туйӑмне ҫӗклес ӗҫе самаях вӑйлӑлатнӑ. Ҫав кун та акӑ шкула вӑрҫӑпа ӗҫ ветеранӗсем, Чӑваш Писательсен союзӗнче тӑракан М.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗнче Ӗпхӳ хулин Калинин районӗнчи чӑваш вырсарни шкулӗ хула шайӗнчи спорт ӑмӑртӑвӗсене ирттерчӗ тесе пӗлтерет Ӗпхӳ хулинчи Леонид Михайлов. Асӑннӑ шкулта вӗренекенсем йӗлтӗрпе чупас, баскетбол, шашка, шахмат вӑййисене выляс енӗпе ӑмӑртнӑ. Мероприятие Ӗпхӳри наципе культура автономийӗн хастарӗсене те чӗннӗ иккен.
Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх йӗлтӗр эстафетинче Ӗпхӳ хулин Октябрь районӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлу паракан 159-мӗш шкул ҫӗнтернӗ. Баскетбол выляссипе те асӑннӑ шкулӑн хӗрачисене ҫитекен пулман — вӗсем пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Арҫын ачасем хушшинче чӑваш вырсарни шкулӗн команди ҫӗнтерчӗ. Шашка тата шахмат вӑййисенче те малти вырӑнсене 159-мӗш тата чӑваш вырсарни шкулӗн ачисем пайланӑ. Хула ӑмӑртӑвӗсен ҫӗнтерӳҫӗ кубокне 159-мӗш шкул ушкӑнне, II вырӑн кубокне Калинин районӗнчи чӑваш вырсарни шкулне панӑ.
Вырсарни шкулӗн ертӳҫи Наталья Асхабудинова ӑмӑртӑва хутшӑннӑшӑн пур спортсмена та тав тунӑ.
Уйрӑмшар ӑмӑртнӑ спортсменсем Пушкӑртстанри чӑвашсен наципе культура ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗнчен Юрий Михайловран тӗрлӗ дипломпа парнене тивӗҫнӗ.
«Медиалогия» информаципе аналитика системи кашни уйӑхра тенӗ пекех медиатанлашӑм хатӗрлет — унта вӑл е ку облаҫпе республика ертӳҫин ӗҫне МИХсенче мӗнле ҫутатнине палӑртаҫҫӗ. Ку танлашӑм ҫавӑн пекех региион пуҫлӑхӗ Раҫҫейре мӗн шайӗнче палӑрнине те кӑтартать.
Шел те, Игнатьев Михаил Васильевич медиарейтингра яланхилле вӗҫнелле вырнаҫнӑ — нарӑс уйӑхӗнче ку 72 вырӑн (кӑрлдачринчен 1 вырӑн аяларах). Малти вырӑнсенче Сергей Собянин (Мускав), Сергей Аксенов (Крым), Нататья Комарова (Ханты-Манси автономи округӗ), Рустам Минниханов (Тутарстан) вырнаҫнӑ.
Атӑлҫи федераллӑ округӗнчи пуҫлӑхсене илсен те пирӗн Михаил Васильевич вӗҫӗнчен виҫҫӗмӗш. Унтан аяларах Ӗремпур облаҫӗн кӗпернаторӗ Юрий Берг тата Мари Эл Пуҫлӑхӗ Леонид Маркелов кӑна вырнаҫнӑ.
«Медиалогия» — хӑй тӗллӗн ӗҫлекен компьютер системи. Вӑл тӗрлӗ МИХсене тишкерет, персонӑна миҫе хут асӑннине пӗлет тата ӑна мӗнле хак панине. Пурӗ 21 пин ытла хаҫат-журнал, телеканал тишкерет вӑл. Тӗпченӗ чухне статья хӑш страницӑра вырнаҫнине, сюжет хӑш вӑхӑтра тухнине; статья калӑпӑшне; сӑнӳкерчӗк пуррипе ҫуккине; объект тӗп е иккӗмешле вырӑнта пулнине; объекта пуҫелӗкре асӑннине; тӳрӗ калаҫу пуррипе ҫуккине; ҫынна лайӑх е начал хакланине пӑхать.
Мускавра РПР-ПАРНАС партин сопредседательне Борис Немцова вӗлернӗ. Ку ӗҫ Мускавӑн тӗп пайӗнче эрнекун каҫхине пулса иртнӗ.
Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх пӗр паллӑ мар ҫын политика тӑватӑ хутччен персе вилмеллех амантнӑ.
Каласа хӑварас пулать, Борис Немцов пушӑн 1-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ «Ҫуркунне» ятлӑ кризиса хирӗҫ ирттерекен марш йӗркелӳҫисенчен пӗри шутланнӑччӗ.
Борис Немцов 1991–97 ҫулсенче Чулхула облаҫӗн пӗрремӗш кӗпернаттӑрӗ пулнӑ. 1997 ҫулта Раҫҫей правительствине куҫнӑ, топливӑпа энергетика министрӗ пулса тӑнӑ. 1997–98 ҫулсенче правительство председателӗн пӗрремеш ҫумми таран ӳснӗ. Юлашки ҫулсенче оппозицире пулнипе палӑрнӑ.
Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗ 25 ҫулхи юбилей паллӑ тунӑ. Чӑваш Енрен унта информаци политикин министрӗ Александр Иванов тата Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Олег Мешков хутшӑннӑ.
Александр Иванов министр Чӑваш Енпе Чӗмпӗр облаҫне чылайранпа пыракан туслӑх ҫыхӑнтарнине палӑртнӑ. Енсем ятарлӑ килӗшӳ тусах суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника, культурӑпа социаллӑ сфера енчен килӗштерсе ӗҫленине асӑннӑ вӑл.
Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп хучӗпе «Канашӑн» тӗп редакторӗн ҫумне Анатолий Дмитриева тата пичет кӑларӑмӗн штатра тӑман хастар корреспондентне, Шупашкарти «СВ-Пресс» издательство ушкӑнӗн пуҫлӑхне Александр Вражкина хакланӑ.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Владимир Сваев Чӑваш наци конгресӗн ячӗпе хаҫат журналисчӗсене Николай Ларионова, Нина Еграшкинана, Елена Мустаевана Хисеп хучӗсемпе чысланӑ.
Хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ 1989 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Ӑна кӗҫнерникунсерен чӑвашла кӑларса тӑраҫҫӗ.
Ракета ҫарӗсен вӗрентӗвӗ Чӑваш Ен территорине те пырса тивнӗ. Стратеги тӗллевӗллӗ ракета ҫарӗсем тӑрӑха хӑйне евӗр полигон евӗр усӑ курнӑ. Вӗренӳ ҫак эрне вӗҫӗччен пымаллине пӗлтереҫҫӗ.
Вӗренӳ Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ ҫарӗсемшӗн чи калӑпӑшли кӑна мар, чи вӑрӑмми те иккен. Ӑна кӑрлачӑн 12-мӗшӗнчех пуҫӑннӑ.
Анграсенчен ҫар машинисен дублерӗсем каҫхине тухнӑ иккен. Чӑннисенчен вӗсене уйӑрма ҫӑмӑл мар-мӗн. Мари Эл республикинче вырнаҫнӑ мобильлӗ «Топольсем» ракетӑсене Чӑваш Ен тата Киров облаҫӗн территорийӗсене «кӑларса янӑ». «Ярс» ракетӑсене вара Иваново облаҫӗнчен Улатимӗр облаҫне илсе кайнӑ.
Ҫар патрулӗн маршручӗ ҫинче 2 пине яхӑн ҫар техники пулнӑ. Стратеги тӗллевӗллӗ ракетӑсен вӗрентӗвӗ вӗсем кирек хӑш лару-тӑрӑва та хатӗррине кӑтартса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |