
Маларах пӗлтертӗмер ӗнтӗ, ӗнер ЧНК Президиумӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта тӗрлӗ ыйтусем пӑхса тухрӗҫ. Чи малтанах районсенчи ЧНК вырӑнти уйрӑмӗсен ҫырнӑ Йӗрке-шывне (Положенине) сӳтсе яврӗҫ. Унти хӑш-пӗр кӑлтӑксене палӑртса ӑна пӗтӗмӗшле йышӑнас терӗҫ.
Ҫавӑн пекех тӗрлӗ комитетсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа пачӗҫ — кунта эрех-сӑра ӗҫекенсемпе ӗҫленине те, ял уявӗсене ирттерессине те, тӗрлӗ юридици хучӗсене хатӗрлессине те (сӑмах май, ҫӗнӗ Устав хатӗр, ӑна бета-тӗрӗслев тунӑ хыҫҫӑн Президиума ҫитерӗҫ), тата ыттине те.
Ларура кӳршӗллӗ республикӑсенчи наци конгресӗсем епле ӗҫленине пӑхса тухрӗҫ — вӗсем пурте тенӗ пекх хӑйсен республикисен хыснинчен укҫа-тенкӗ илсе тӑраҫҫӗ имӗш. Тухса калаҫакансем — Валерий Клементьев ҫармӑссен опычӗспе паллаштарчӗ, Константин Яковлев пушкӑртсемпе тутарсен опычӗпе — ҫав мелпе кайсан аван пулнине палӑртрӗҫ.
Унсӑр пуҫне «Акатуй» уявне йӗркелесси епле пынине сӳтсе яврӗҫ. Кунта Президиум пайташӗ, вӑлах ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшакан Сергей Казаков сӑмах илчӗ.
Конгресс ларӑвӗнче ҫавӑн пекех тӗрлӗ тӑрӑхсенчи чӑвашсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлейменни пирки сӑмах сахал мар пуҫарчӗҫ.
Коммуналлӑ тӳлевпе вӑхӑтра татӑлманнисене пени ытларах тӳлеттермелле тӑвасшӑн. Хальлӗхе ку — саккун проекчӗ шайӗнче кӑна-ха. Ӑна ҫӗршывӑн Патшалӑх Думине ҫитернӗ-мӗн.
Саккуна ырласан пени виҫи хальхи 6 процентран 18-а ҫитӗ. Енчен те парӑмсемпе вӑхӑтра виҫӗ хут таран татӑлмасан пение 15–20 процент таран тӳлеттермелле тӑвас шухӑша палӑртаҫҫӗ иккен.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе Чулхулара иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри форумра РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Павел Качкаев пӗлтернине «Российская газета» хыпарланӑ.
Маларах асӑннӑ саккун проектӗнче тепӗр саманта та пӑхса хӑварнӑ — яваплӑха ӳстересси хӑйсен тивӗҫне кирлӗ пек пурнӑҫласа пыман предприятисене те пырса тивет.
Ӗпхӳре пурӑнакансем унти Чӑвашсен вырсарни шкулӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрупа кӑмӑлсӑр-мӗн. Пӗлтӗрхи кӗркунне асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ йышӑнакан 19-ӗмӗрти ҫурта сутлӑха кӑларнӑччӗ. Ҫак йышӑнӑва хула администрацийӗ ҫурт ишӗлме пуҫланипе ҫыхӑнтарнӑччӗ. Кӑҫалхи нарӑсра иртнӗ аукционта ҫурта Нефтекамск хулинчи Марат Хафизов усламҫӑ тара илнӗ.
Тара илесси ҫинчен калакан килӗшӳре арендатор ҫурта хӑй ҫурчӗпе юсаса ҫӗнетессине каласа хӑварнӑ. 187,7 тӑваткал метрне Чӑвашсен вырсарни шкулне валли памалла, ыттине хӑй пӗлнӗ пек усӑ кураять.
Халӗ Ӗпхӳри чӑвашсем ҫурта юсанӑ вӑхӑтра шкулӑн унтан тухса кайма тивесрен шикленеҫҫӗ иккен. Ӑна ыран иртекен пухура сӳтсе явмалла.
«Чӑваш ачисемпе аслисем 22 ҫул ӗнтӗ ку шкула ҫӳреҫҫӗ. Вӗсемшӗн вӑл тӗлӗнмелле сывлӑшпа тулнӑ тӑван ҫурт пулса тӑнӑ, — тенӗ ашшӗ-амӑшӗн комитечӗн председателӗ Алиса Федорова. — Кунта Ӗпхӳри чӑвашсен чунӗ пурӑнать. Ку стенасем аслӑ ҫутта кӑларакана Павел Миронова астӑваҫҫӗ. Енчен пирӗн шкула урӑх ҫӗре куҫарсан хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене Чӑваш вырсарни шкулне илсе ҫӳреме пӑрахӗҫ, ҫакӑ вара чӑваш ачисем тӑван халӑхӑн культурипе йӑли-йӗркине вӗренессине япӑх витӗм кӳме пултарать».
Пушӑн 4–5-мӗшӗсенче Хусанти культурӑпа ӳнер университечӗ ҫумӗнче вокалистсен «Сандугач-Соловей» халӑхсем хушшинчи I конкурс иртнӗ. Конкурса пуҫарма М.Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалӑх академи оперӑпа балет театрӗн примадонни Винера Ахатовна сӗннӗ.
Паллӑ артистсем, педагогсем, режиссёрсем, пултарулӑх ушкӑнӗсен ертӳҫисем, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, Австралипе Китай сценин ӑстисем жюри пулнӑ.
Жюри председателӗ — Раҫҫей тата Тутарстан халӑх артистки, Г. Тукай ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, хисеплӗ профессор, 2 орден кавалерӗ В.А.Ганеева. Конкурса Раҫҫейри, ют ҫӗршыври 50 ытла ҫын хутшӑннӑ. Ҫивӗч кӗрешӳре Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче 2-мӗш курсра вӗренекен Максим Карсаков II степень лауреачӗ пулса тӑнӑ. Маттур!
Йошкар-Ола хулинче вырнаҫнӑ Атӑлҫи патшалӑх технологи университечӗ тӗллевлӗ майпа вӗренме илессине пӗлтерет. Тӗллевлӗ вӗренме килӗшӗве хатӗрлеме Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк министерствине, право тата кадр енӗпе ӗҫлекен пая пыма чӗнеҫҫӗ.
Асӑннӑ аслӑ шкул бакалаврсене тата магистрсене куҫӑн тата куҫӑнсӑр майсемпе вӗрентет. Унта вӑрман промышленноҫӗ, механикӑпа машиностроени, радиотехника, ҫурт тӑвӑм, вӑрман хуҫалӑхӗпе экологи, ҫутҫанталӑка йӗркелессипе шыв ресурсӗсен тата ытти факультет пур. Факультетсемпе направленисем пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен www.volgatech.net сайтра, «Абитуриент» уйрӑмра, паллашма пулать. Укҫа шеллемесен (8362) 45-02-72, 68-68-89 номерсемпе те шӑнкӑравласа ыйтма май пур.
Вырӑнти «Комсомольская правда» (чӑв. Комсомол чӑнлӑхӗ) хаҫатри информацие тӗпе хурса «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫат Ижевскри (Удмурт Республики) автобуссенче информацие малашне икӗ чӗлхепе пама тытӑнасси пирки пӗлтерет.
Вырӑнти хастарсем ыйтнӑ хыҫҫӑн ИПОПАТ (ҫынсене турттаракан предприяти) хӑйсен автобусӗсенче табличкӑсене удмуртла тата вырӑсла ҫырма пуҫласшӑн. Хальхи вӑхӑтра вӑл япалан дизайнӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Тӗслехрен, «Держитесь за поручни» тата «Осторожно, двери открываются» ҫырнине икӗ чӗлхепе тӑвасшӑн. Тӳрех пурне те улӑштармӗҫ, кивелнисене ҫӗнетнӗ чухне ҫакна шута илӗҫ.
Мӗнех, ҫак пархатарлӑ ӗҫе пуҫарнишӗн кӳршӗсене мухтас кӑна пулать ӗнтӗ. Пирӗннисем, ав, халӑх ыйтсан та — хирӗҫ. Ытлашши ӗҫ тӑвасшӑн мар. Пӗлтӗр ҫулла «Хавал» ҫакнашкалтарах ӗҫе троллейбуссенче туса ирттерме ыйтнӑччӗ те — лешӗсем килӗшмен. Юрать-ха троллейбусӗсенче чарӑну ячӗсене чӑвашла калаҫҫӗ, автобуссемпе маршруткӑсенче вара — вӑл та ҫук.

Ҫак кунсенче ЧНК ӗҫтешӗсем кӳршӗлле Мари Эл республикине кайса килнӗ — кун пирки конгресӑн сайчӗ хыпарлать.
Йошкар-Олана кайнӑ чӑвашсем Мари Элӗн культура, пичет тата национальноҫсен ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗпе Галина Ширяевӑпа, Пӗтӗм мари Канашӗн (ҫарм. «Мер Канаш») председателӗн ҫумӗпе тата «Марий сандалык» (чӑв. Ҫармӑс тӗнчи) журналӑн шеф-редакторӗпе Валерий Мочаевпа тӗл пулса перлехи ыйтусене сӳтсе явнӑ, кӳршӗллӗ республикӑн аталанӑвӗпе, ҫармӑссен наци конгресӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ. Малашне тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелли пирки, Раҫҫей тулашӗнче пурӑнакан ентешӗсене манмалла марри ҫинчен калаҫса татӑлнӑ.
Чӑваш наци конгресӗ те, Пӗтӗм мари Канашӗ те тӑван халӑха упрама, унӑн интересӗсене хӳтӗлеме йӗркеленӗ организацисем. Хальхи вӑхӑтра чӑвашсемпе ҫармӑссенчен нумайӑшӗ тӑван республикӑсен тулашӗнче пурӑнать.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Чӗмпӗр облаҫӗнче гастрольте пулнӑ. Ентешӗмӗрсене унта Чӗмпӗрти ӗҫтешӗсем чӗннӗ. Гастроле СССР халӑх артистки Валентина Леонтьева ячӗллӗ Чӗмпӗр облаҫӗн пукане театрӗ 70 ҫул тултарнине халалланӑ.
Камсем пулнӑ-ха унта? Чӑваш халӑх артисчӗ Петр Клементьев, Светлана Кокшина, Юлия Мельник, Лариса Антонова, Ираида Васильева тава тивӗҫлӗ артисткӑсем, Алина Каликова артистка, ӳнер постановкин заведующийӗ Елена Белоусова, ҫутӑ ӳнерҫи Олег Ильин, сасӑ режиссёрӗ Павел Яргунин. Ушкӑна Юрий Филиппов (театрӑн ӳнер ертӳҫи, тава тивӗҫлӗ артист) ертсе пынӑ.
Чӑваш артисчӗсем Чӗмпӗр сцени ҫине нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тухнӑ. Ирхи сеансра вӗсем «Тайны Снеговика» (чӑв. Юр кӗлеткин вӑрттӑнлӑхӗ) спектакль кӑтартнӑ. Каҫхине куракансем «14 писем к Богу» (чӑв. Турӑ патне янӑ 14 ҫыру) постановкӑпа киленнӗ. Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче вара Юр кӗлетке ҫинчен лартнӑ спектакле Димитровград ҫыннисем курнӑ.
Чӑваш артисчӗсене курма чылаййӑн пынӑ. Пӗр спектакль хаваслӑ, тепри — шухӑша яраканни пулнӑ. Куракансем иккӗшне те ӑшшӑн йышӑннӑ, спектакль вӗҫленсен чылайччен алӑ ҫупнӑ.
Пирӗн спортсменсем чӑннипех те маттур! Тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнса ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ. Акӑ нарӑсӑн 26-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗччен Хусанти «Ак Барс» керменте ушу енӗпе федерацин Атӑлҫи округӗн первенствипе чемпионачӗ иртнӗ. Тупӑшӑва Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Чӑваш Енри, Удмурт Республикинчи, Сарӑту, Киров, Самар облаҫӗсенчи, Пермь енӗнчи тата ытти тӑрӑхри 300 ытла спортсмен хутшӑннӑ.
Ӑмӑрту виҫӗ дисциплинӑпа иртнӗ: таолу, чуаньтун тата саньда. Пирӗн спортсменсем саньда дисциплнӑра тӑватӑ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. 15–16 ҫулсенчи ушкӑнра Виктория Никонова (56 килограмм тайман виҫе категорийӗнче) тата Руслан Семенов (70 килограмчченхи виҫе категорийӗнче) ҫӗнтернӗ. Аслисен йышӗнче Юлия Арсентьева тата Максим Николаев маттур пулнӑ.
Чӑваш Ен спортсменӗсем ҫавӑн пекех таолу дисциплинӑра палӑрнӑ. Вӗсем 3 ылтӑн, 3 кӗмӗл тата 5 пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн пуш, ака уйӑхӗсенче ушу енӗпе иртекен Раҫҫей чемпионатне тата первенствине хутшӑнмашкӑн спортсменсене суйлӗҫ.
Пӑлхарсем ӑсталанӑ сайра тӗл пулакан, бронзӑран тунӑ икӗ хатӗр ҫывӑх вӑхӑтра Чулхулари музейра вырӑн тупмалла. Вӗсене темиҫе ҫул каялла Чулхула ҫывӑхӗнче тупнӑ. Вӗсене Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн вӑхӑтӗнче ӑсталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Ҫав хатӗрсем пӗр вӑхӑтра уйрӑм ҫын аллинче упраннӑ.
Сайра тӗл пулакан экспонатра вӑтам ӗмӗрсенчи ӳкерчӗк — чупакан ҫар ҫынни — сӑнарланнӑ. Ҫар ҫыннисене ытларах чух тӑнӑ евӗр сӑнарланӑ иккен. Эпир калакан хатӗр ҫинчи ҫар ҫынни сылтӑм алӑра хӗҫ тытнӑ, ӑна вӑл малалла сулса янӑ. Пуҫа ҫар ҫынни шлем тӑхӑннӑ.
Ку хатӗре капӑрлатмалли хатӗр вырӑнне усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна чӗн, портупея, сумка е лаша кӳлмелли хатӗр ҫумне ҫирӗплетсе хунӑ-тӑр теҫҫӗ.
Чулхула таврапӗлӳҫи Дмитрий Карабельников шучӗпе, асӑннӑ хатӗре XII–XIV ӗмӗрсенче ӑсталама пултарнӑ. «Тен, эпӗ йӑнӑшатӑп та пулӗ, анчах шӑп та лӑп ун пек хатӗрсене Раҫҫейӗн ытти тӑрӑхӗнче тупнине пӗлместӗп», — тесе ҫырнӑ вӑл «Московский комсомолец» хаҫатра.
