Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +28.8 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсем: Кӳршӗре

Сиен кӳнӗ фура
Сиен кӳнӗ фура

Паян ирхине Сарӑту хулинче пысӑк транспорт пӑтӑрмахӗ пулса иртнӗ — Ҫӗнӗ Узенски урамӗпе аннӑ чухне сӑрапа тиенӗ «DAF» машинӑн чаркӑчӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ — водителе пӑхӑнма пӑрахнӑ фура 18 ҫӑмӑл машина сиен кӳнӗ. Ытларахӑшӗ кӑшт кӑна ваннӑ, тӑваттӑшӗ вара вӑйлах сиенленнӗ. «ДЭУ Нексия» ҫӑмӑл машин водительне хулан 3-мӗш пульницине леҫме тивнӗ.

Юлашки икӗ эрне хушшинче Сарӑтӑвра йывӑр тиевлӗ машинсемпе пулса иртнӗ транспорт пӑтӑрмахӗсене илсен ку —виҫҫӗмӗш. Ҫӑвӑн 13-мӗшӗнче Ылттӑн туран анакан КамАЗӑн та чаркӑч системи юрӑхсӑра тухнӑ — вӑл ВАЗ-21099 тата «Волга» ҫӑмӑл машинсемпе ҫапӑннӑ. Ку пӑтӑрмахра техника ҫӗмӗрӗлнисӗр пуҫне виҫӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑччӗ.

 

Мари университечӗ
Мари университечӗ

Иртнӗ эрнере чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн тӑватӑ студентки Мари патшалӑх университечӗн финно-угроведени институтӗнче наукӑпа прктика конференцийӗнче пулчӗҫ. Вӗсем — С.Чернова, А.Димитриева (4 курс), О.Иванова, Т.Ефремова (3 курс). (Ҫулҫӳреве йӗркелеме пулӑшнӑ 4 курс студентне Е.Филиппова — пысӑк тав сӑмахӗ).

Чӑваш хӗрӗсем литература пӗлӗвӗ тата фольклор секцийӗсенче тухса калаҫрӗҫ. Кӑсӑклансах итлерӗҫ вӗсен доклачӗсене мари преподавателӗсемпе студенчӗсем. Ҫине-ҫинех ыйту пачӗҫ, тӗпчерӗҫ. А.Димитриева паллӑ чӑваш ҫыравҫин хайлавӗсенчи хӗрарӑм шӑпине йӗркеленӗ, докладра вӑл Ч.Айтматов кӑркӑс ҫыравҫин хайлавӗсене Ю.Скворцовӑннипе танлаштарнӑ. Хӗрӳллӗ хуравланипе, ҫухалса кайманнипе палӑрчӗҫ пирӗн студенткӑсем.

Кӳршӗ республикӑри ҫамрӑксен доклачӗсене те хаваслансах итлерӗҫ вӗсем. Йошкар-Оласем малтан ҫармӑсла калаҫрӗҫ. Вӑл хушӑра мари чӗлхипе вулакан докладсене тӑнласа пӗр пек янӑракан сӑмахсене уйӑрса илме, мӗн те пулин ӑнкарма тӑрӑшрӗҫ чӑвашсем. Кайран, сӑмах мӗн ҫинчен пынине кӗскен вырӑсла ӑнлантарса парсан, хӑйсем те ыйтусем пачӗҫ.

Малалла...

 

Мари патшалӑх университечӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх финнпа угор тӗпчев институтӗнче ҫармӑс чӗлхипе литературин эрни пуҫланнӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 9-мӗшпе 12-мӗшсенче иртет.

Чӗлхе эрнине республикӑна туса хунӑранпа 90 ҫул ҫитнине, Валентин Колумб паллӑ ҫармӑс сӑвӑҫи ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине, вӗрентекен ҫулталӑкне тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Пушӑн 9-мӗшӗнче стена хаҫачӗ кӑларассипе ӑмӑртнӑ; пушӑн 10-мӗшӗнче паллӑ ӑсчахсемпе тӗлпулу иртнӗ; пушӑн 11-мӗшӗнче чи лайӑх хайлава тата чаплӑ вулавҫӑна суйлӗҫ. Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Вӗрентекен — сан ӗҫӳ те сан яту та ӗмӗр-ӗмӗр хисепре» (Учитель, твое имя и твой труд – в веках) ятлӑ литературӑпа музыка каҫӗ иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://finugor.ru/?q=node/13044
 

Страницӑсем: 1 ... 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, [40]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ сирӗн унччен ӗҫленин кӑтартӑвӗсемпе савӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Юлашки уйӑхсенче тӗллев патне талпӑннӑ тӑк халӗ кӑтарту курӑнӗ, Анчах эрне пуҫламӑшӗнче таврарисене сӑнӑр — тен, такам хӑй те пӗлмесӗр сирӗн ӗҫе чарса пырать. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче вӑя тӑкакламалла: спорт пулӑшӗ.

Утӑ, 11

1913
113
Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ.
1919
107
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ.
1920
106
Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ
1937
89
Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та