Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Кӳршӗре: «Еткер» телекалӑрӑм 25 ҫулта

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
"Канаш" хасат 06.05.2015 23:43 | 1505 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре Мероприяти афиши
Мероприяти афиши

Чӗмпӗрти «Губернаторский» Культура керменӗнче «Еткер» телекӑларӑмӑн 25-ҫулхи уяв каҫӗ иртрӗ.

1989 ҫулта Чӗмпӗр КПСС Обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ Ю.Ф. Горячевӑн наци политкипе облаҫра тӑватӑ наци телевиденийӗ тата наци хаҫачӗсем тухма тытӑннӑ: чӑвашла, тутарла, нимӗҫле тата мӑкшӑлла. Хальхи вӑхӑтра чӑвашла «Еткер» тата тутарла «Чишме» кӑларӑмсем тухаҫҫӗ.

«Еткерӗн» малтанхи тӑватӑ кӑларӑмне Чӗмпӗр облаҫӗнчи «Атӑл» телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Римма Шепелькова вырӑсла ертсе пынӑ. Чӑвашла пӗрремӗш кӑларӑмӗ вара 1989 ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тухнӑ. Ҫав вӑхӑтран тытӑнса паянхи кунччен ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Олег Николаевич Мустаев аслӑ редактор йӗркелесе ертсе пырать. Уяв каҫне пуҫтарӑннӑ тулли зал умӗнче пӗрремӗш сӑмах на пулчӗ.

— Эпӗ Чӗмпӗр ҫӗрӗ ҫинче уҫӑлнӑ чӑваш кӑларӑмне ертсе пыма килнӗ улттӑмӗш журналист. Мана Чӗмпӗре Чӑваш патшалӑх университетӗнче историпе филологи факультетӗнче пиллӗкмӗш курсра вӗреннӗ вӑхӑтра ячӗҫ. Унччен килнӗ чӑваш журналисчӗсене кунти ӗҫ условийӗсем тивӗҫтермен. Малти пулма, ҫӗнӗрен ӗҫе йӗркелесе яма никама та ҫӑмӑл мар. Вӑл вӑхӑтра хальхи пек мероприятисем нумай йӗркелемен: куна тума ятарлӑ ҫынсем те, организацисем те пулман. Эрнере пӗрре 45 минут тухакан кӑларӑма тултарма йывӑрччӗ. Ҫавӑнпа та мероприятисене хам йӗркелеме пуҫларӑм, унтан кӑтартаттӑм. Ҫак тӗллевпех «Еткер» фонд туса хутӑм. Хам тавра хастар чӑвашсене пухрӑм. Пичетлӗ обществӑлла организаци пулса тӑрсан чӑваш чиркӗвне ҫӗнӗрен чӗртсе ярассине пур енлӗн пулӑшнӑ: кашни ҫул чӑвашсене авалхи Пӑлхар ҫӗрӗ ҫине илсе кайнӑ, Вӗрентӳ министерствинче И.Я. Яковлевӑн должноҫне (чӑваш шкулӗсен инспекторӗ) тавӑрнӑ, Чӑваш патшалӑх университечӗн консультаци пунктне уҫма сӗннӗ, пур енлӗн пулӑшнӑ, автономи йӗркеленӗ чухне учредитель пулнӑ тата ытти те. Чӗмпӗр ҫӗрне эпӗ ҫӗре ҫити пуҫ таятӑп, ӑна аталанса, чечекленсе пыма сунатӑп, — терӗ Олег Мустаев.

Чӗмпӗр область правительстви ятӗнчен «Еткер» телекӑларӑма массӑллӑ коммуникацисен департаменчӗн пуҫлӑхӗ В.А. Лучников, Саккунсем кӑларакан Пуху ятӗнчен А.Г.Еленкин депутат, Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министрӗн ҫумӗ С.А. Каликова юбилей ячӗпе саламланӑ май республика тулашӗнче, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пушшех те, чӑвашлӑх ҫӳллӗ шайра аталаннинче «Еткер» кӑларӑмпа фондӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине палӑртрӗҫ.

Саламлакансем хушшинче ҫаплах «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, «Чӑваш Ен» наци телерадиокомпанийӗн директор. А.Н. Магарин, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ К.Г. Яковлев, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономин председателӗ В.И. Сваев, Чӗмпӗр облаҫӗн Хисеплӗ ҫынни Валентина Тарават ҫыравҫӑ тата ыттисем пулчӗҫ.

Икӗ сехет ҫурӑ пынӑ уяв Шупашкартан килнӗ 13 артистӑн илемлӗ концерчӗпе вӗҫленчӗ.

#кӳршӗре, #Чӗмпӗр, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #телекӑларӑмсем, #ЧНК, #Хыпар, #культура

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://kanash.su
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем