Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.7 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Кӳкеҫ

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Кӳкеҫри ачасен интернатне ыркӑмӑллӑх сестрисем килсе шарлотка пӗҫерме вӗрентнӗ. Ӑсталӑх класӗ питӗ кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртнӗ.

Ачасем хаваспах хӑйсем чуста ҫӑрнӑ, панулми туранӑ. Таврана тутлӑ шӑршӑ сарӑлсан питӗ савӑннӑ вӗсем.

Педагог-йӗркелӳҫӗ Татьяна Афанасьева палӑртнӑ тӑрӑх, кун пек тӗлпулусем ачасемшӗн питӗ хаклӑ. Ку вӗсемшӗн ахаль кӑна урок мар. «Хӑйсен ӗҫӗшӗн савӑннипе ачасен куҫӗсем ҫиҫеҫҫӗ. Ҫакӑ чи кирли», – тенӗ вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_16026
 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӳкеҫри «Крепыш» ача пахчинчи пӑтӑрмах пирки Софья Савнеш ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: унта физкультура инструкторӗ ачасене алӑран кӑнттаммӑн тытса сӗтӗрнӗ-мӗн.

Видео халӑх тетелӗнче сарӑлнӑ хыҫҫӑн прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ.

Пӑтӑрмах хыҫҫӑн физкультура инструкторӗ ӗҫрен пӑрахса кайнӑ иккен.

 

Республикӑра

Халӑх тӗтелӗсенче Кӳкеҫри «Крепыш» ача пахчинчи видео сарӑлма тытӑннӑ. Унта физкультура инструкторӗ ачасене алӑран кӑнттаммӑн тытса сӗтӗрни курӑнать.

Кун пекки унта пӗрре кӑна мар пулнӑ иккен. Видео ҫинче ку хӑш кун пулса иртнисем паллӑ.

Шупашкар районӗн прокуратури ҫак тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. Ку ӗҫе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх тата йӗрке органӗсене те явӑҫтараҫҫӗ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Авӑнӑн 9-мӗшӗнче ҫӗрле Кӳкеҫ ҫывӑхӗнче машина пӑшие ҫапса хӑварнӑ. Водитель вырӑнтан тарса ҫухалнӑ.

Телее, чӗрчун чӗрех юлнӑ, анчах чылай вӑхӑт ура ҫине тӑраймасӑр выртнӑ. Вырӑна чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан тӗп инспектор Владимир Тимофеев ҫитнӗ. Пӑшие пӑхсан вӑл вӑйлах суранланманнине, унӑн шок пулнине палӑртнӑ. Чӗрчун каллех ҫул ҫине ан тухтӑр тесе ӑна пӑхса тӑнӑ.

Ир енне пӑши ура ҫине тӑрса посадкӑналла кӗрсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23744
 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курнӑ
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курнӑ

«Университет — Кӳкеҫ» маршрутпа хутлакан 153-мӗш автобус сехетре пӗр рейс тӑвӗ.

Асӑннӑ маршрутпа ҫӳреме республикӑн Транспорт министерстви Мари Элти «Фортуна» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӗве авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Ирхи пӗрремӗш рейс 6 сехет те 50 минутра ҫула тухмалла, каҫхи юлашки рейс — 19 сехет те 50 минутра. Пӗтӗмпе 12 рейс пулӗ.

 

Культура

Шупашкар округӗнчи Бичурин музейне юсаса ҫӗнетнӗ. Халӗ унта вырӑн та нумайланнӑ.

Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музея кӑҫал ҫуркунне ҫӗнетме тытӑннӑ. Кун хыҫҫӑн унта хӑйне евӗр экспонатсене упрамалли ҫӗнӗ вырӑнсем тупӑннӑ. Сӑмах май, музейра хальхи вӑхӑтра 12 пин ытла экспонат упранать.

Палӑртса хӑварар: музея юсаса ҫӗнетме республика хыснинчен 12,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

 

Вӗренӳ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра виҫӗ шкул уҫӑлнӑ.

Шупашкарти Хӗвеллӗ микрорайонти шкула 1400 ача вӗренмелӗх тунӑ. Вӑл хулари 44-мӗш лицейӑн иккӗмӗш корпусӗ шутланать. Унта ӗнер пӗрремӗш класа каякан 400 ачана йышӑннӑ. Шкулта хальлӗхе 1-8-мӗш классенче вӗренекенсем пӗлӳ илӗҫ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Никольски микрорайонти шкула 1100 ача вӗренмелӗх тунӑ. Вӑл асӑннӑ хулари 9-мӗш вӑтам шкулӑн филиалӗ шутланать.

Кӳкеҫре 825 ача вӗренмелӗх шкула хута янӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Паян ҫӗрле, 1 сехет те 25 минутра, «Кӳкеҫ – Тутаркасси – Ҫӗнӗ Шупашкар» автоҫул ҫинче инкек пулнӑ. ГАЗель машина ҫын ҫине пырса кӗнӗ.

Шупашкар районӗнче пурӑнакан 26 ҫулти арҫын каланӑ тӑрӑх, тӗксӗм ҫипуҫ тӑхӑннӑ арҫын кӗтмен ҫӗртен ҫул ҫине сиксе тухнӑ. Вӑл Шупашкарта пурӑнакан 46-ри арҫын пулнӑ. Аманнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.

ГАЗель водителӗ урах пулнӑ.

 

Культура
Иккассинчи халӑх пултарулӑх ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Иккассинчи халӑх пултарулӑх ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗчи Кӳкеҫре фольклор уявӗ иртнӗ. Вӑл ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, пулнӑ.

Фольклор уявне Кӳкеҫ поселокӗн кунне палӑртнӑ май йӗркеленӗ. Унта Шупашкар тӑрӑхӗнчи фольклор коллективӗсем пуҫтарӑнса пынӑ.

Иккассинчи халӑх пултарулӑх ҫуртӗнчи «Шупуҫ» фольклор коллективӗ те хутшӑннӑ. Коллектив ертӳҫи — Иван Васильев.

 

Республикӑра
Артём Павлетич архивӗнчи сӑнсӑн
Артём Павлетич архивӗнчи сӑнсӑн

Кӳкеҫре ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ муралсем ӳкереҫҫӗ. Поселока халӗ тепӗр ӳкерчӗк илемлетет. Вӑл ача-пӑча темипе ҫыхӑннӑ.

Мурала Совет урамӗнчи 86/1-мӗш ҫурт стени ҫине ӳкернӗ. Ҫак илем аякранах курӑнать.

Ӳнерҫи – Сергей Петров. Эскиз дизайнӗ – графика дизайнерӗн Артём Павлетичӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_450780
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 49
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ҫӗртме, 20

2011
15
Чебанов Анатолий Сафронович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем