
Кӳкеҫри ачасен интернат-ҫуртӗнче пурӑнакансем «Национальное достояние – 2023» (чӑв. Наци пуянлӑхӗ — 2023) Пӗтӗм тӗнчери телевидени конкурс-фестивалӗнче лауреат ятне ҫӗнсе илнӗ.
Конкурсӑн финалӗ ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗсенче Шупашкарта иртнӗ. Конкурса хутшӑнакансене Мускаври профессиллӗ тӳресем хакланӑ.
Конкурса хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ регионтан тата ют ҫӗршывсенчен хутшӑннӑ.
Кӳкеҫри ачасен интернат-ҫуртӗнче пурӑнакансем «Ӳнер тата декораципе прикладной пултарулӑх» номинацире хӑйсен тантӑшӗсен хушшинче I степеньлӗ лауреат ятне тата кубока ҫӗнсе илнӗ.
Ольга Крайкина тата Валентина Морышкина сусӑр ачасем Татьяна Афанасьевӑпа Татьяна Харитонова педагогсем ертсе пынипе чӑваш пуканисене ӑсталанӑ, конкурса ҫавӑнпа хутшӑннӑ.

Кӳкеҫре йывӑр тиевлӗ машина аварие лекнӗ. Вӑл хӑвӑрт хыпса илекен шӗвек илсе пынӑ.
Ку паян 11 сехет те 50 минутра пулнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑр тиевлӗ машина тепӗр транспортпа ҫапӑнас мар тесе кювета тухса кайнӑ.
Машинӑн пички кювета чӑмса картана лапчӑтнӑ. Юрать, техногенлӑ инкек пулман.

Шупашкар районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын Кӳкеҫре вырнаҫнӑ поликлиникӑпа стационар территорине таксистсене кӗртменшӗн пӑшӑрханнине халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Тӗрӗсрех каласан, таксистсене кӗртеҫҫӗ-ха, ҫуран пулсан. Автомобильсене вара чараҫҫӗ.
Арҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл кӑнтӑрлахи стационарта сипленет. Ирпе тата каҫпа ӑна капельница лартаҫҫӗ. Анчах хӗрарӑм-хуралҫӑ таксие шлагбаумран ирттермест иккен. «Мӗншӗн манӑн сивӗре урама тухмалла? Енчен эпӗ хама япӑх туятӑп пулсан...», — тенӗ арҫын.
Район больницин администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сывлӑх сиплев учрежденийӗн территорине ятарлӑ транспорта ҫеҫ кӗртме пӑхса хӑварнӑ. Ҫитменнине халӗ тата терроризмпа ҫыхӑннӑ хӑрушсӑрлӑх мерисене те пӑхӑнма тивет.

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакансем халӑх тетелӗнче урамсемпе тротуарсем пӑрлакки, нумай хутлӑ хваттерсен картишӗсенчи ҫулсене тасатса тӑманни пирки кӑмӑлсӑрланса ҫыраҫҫӗ.
Посёлокри Первомайски урамӗнчи 9-мӗш ҫурт, ав, тахҫантанпах, урам тирпейлекенсӗр пурӑнать иккен.
«Кӗркуннеренпе ӑна курман! Картишне тасатмаҫҫӗ, подъездсем тирпейсӗр. Ҫурта тытса тӑма тесе эпир тӳлекен укҫа ӑҫта каять? Такам, тен, укҫа та илсе тӑрать пулӗ. Е Гоголӗн «Мёртвые души» хайлавӗнчи пек-ши?» — тесе ҫырнӑ Светлана Карпунина ятлӑ хӗрарӑм.

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Кӳкеҫре ҫул-йӗр ҫинчи инкек вӑхӑтӗнче 5 ҫын аманнӑ.
«КамАЗ» автомобиль «Лексус» ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫул ҫинчи пӑтӑрмах паян 10 сехет те 30 минутра пулнӑ. Ун вӑхӑтӗнче 5 ҫын шар курнӑ: икӗ ҫын тата виҫӗ ача. Вӗсем пурте ҫӑмӑл машинӑра ларса пынӑ. Аманнӑскерсене больницӑна ӑсатнӑ.
Инкекчен кӑшт маларах пӑрлӑ ҫумӑр ҫуса иртнӗ. Пӑтӑрмах ҫавӑнпа та ҫыхӑнма пултарнӑ. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре электрозарядка ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӑна «Атӑл» М-7 федераци ҫулӗпе юнашарах вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ станци ҫӗршывӑн центрӗ, Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗсенчи регионсем тӑрӑх ҫӳрекен машинӑсемшӗн меллӗ.
Зарядка станцийӗ талӑкӗпех ӗҫлет. Унпа харӑсах икӗ машина усӑ кураять. Вӑл кирек епле электрокар валли те меллӗ, мӗншӗн тесен тӗрлӗ порт вырнаҫтарнӑ.
Автомобиль аккумуляторне тулса ҫитме ҫур сехете яхӑн иртӗ, машинӑна кӑштах вӑй илтерме темиҫе минут та ҫитет.
Паянхи куна илсен, пирӗн ҫӗршывӑн 23 регионӗнче 125 электрозаправка ӗҫлет.

Раҫҫей Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен «Ҫӑлавҫӑ – паттӑрсен ӗҫӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ӑна Раҫҫейри ҫӑлавҫӑсен кунне халалланӑ. Ку уява раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Конкурса тӗрлӗ регионти 266 ӗҫ ҫитнӗ. Вӗсене жюри икӗ ушкӑна пайласа хакланӑ: 7-14 ҫулсенчисем тата 15-18 ҫулсенчисем. Иккӗмӗш ушкӑнра пирӗн ентеш пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл – Дмитрий Никитин, Кӳкеҫри лицейра 8-мӗш класра вӗренет.
Димӑна ведомство дипломпа чыслӗ.

Паян 17 сехет ҫурӑра Шупашкар районӗнче, Кӳкеҫре, авари пулнӑ. Телее, никам та вилмеллех суранланман. Анчах васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем 2 ҫулти ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Авари ҫул ҫаврӑнӑшӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Рено Логан" светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра кайнӑ, "Тойота Рав 4" машинӑпа ҫапӑннӑ.

Паян 14 сехетре Кӳкеҫре общежитире пушар пулнӑ. Ҫулӑма сӳнтерсен пӗр ҫын виллине тупнӑ.
Первомайски урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра пулнӑ ку. Общежитири пӗр пӳлӗмре пушар тухнӑ.
20 ҫын хӑйсем тӗллӗн урама тухнӑ. Тепӗр 9 ҫынна ҫӑлавҫӑсем тухма пулӑшнӑ.
Ҫулӑма 17 минутран сӳнтернӗ. Пушар тухнӑ пӳлӗмре ҫын виллине тупнӑ.

«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ | Халӑх канашӗ) пабликра ҫырнӑ тӑрӑх, Шупашкар район центрӗнче, Кӳкеҫре, утса ҫӳреме хӑрамалла.
«Яланхи ыйту!!! Администраци, эсир ӑста пӑхатӑр??? «Рубль бум» лавкка умӗпе утса иртсе пӑхӑр!!! Утма май ҫук!!! Кашни ҫул пӗр пек. Ҫынсе ӳксе ал-урине хуҫса пӗтерни лайӑхрах-и???» — кӑмӑлсӑранса палӑртнӑ, сӑмахран, Татьяна Давыдова ятлӑ ҫын.
Тротуарсем пӑрлакки пирки тепӗр пост та пурччӗ.
Надежда Васильева ятлӑ ҫын вара Первомайски урамри 4-мӗш ҫурт умӗнчи сиреньсем патне ҫӳп-ҫап хутаҫӗсем персе хӑварни пирки хыпарланӑ май ҫав ҫынсене сысна тесе вӑрҫнӑ.
