Ӗнер, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей халӑх артистки Нина Григорьева «Театр – ман ӑраскал» моноспектакльпе сцена ҫине тухӗ. 62 ҫул театрта ӗҫлекен артистка паян та куракана хӑйӗн пултарулӑхӗпе тыткӑнлать. Сӑн-пит вылявӗ те, куҫри хӗлхеме те унӑн малтанхиллех.
Моноспектакльте вӑл «Нарспи» спектакльти, Валентин Распутин пьеси тӑрӑх лартнӑ «Анне» премьерӑри сыпӑксене вуласа пачӗ, хӑйӗн кун-ҫулӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ.
Театрӑн тӗп режиссёрӗ Валерий Яковлев пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек моноспектакльсене театрта уйӑхсерен йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Ҫитес уйӑхра Нина Яковлева сцена ҫине тухӗ, кайран — Владимир Семёнов. Ҫапла вара — ҫамрӑк артистсем таранах. Шухӑшӗ ырӑ.
Мана вара, куракана, ҫапах та икӗ япала тӗлӗнтерчӗ. Пӗрремӗшӗнчен, моноспекакль вӑхӑтӗнче артисткӑпа паллаштаракан вырӑсла видео кӑтартни кӑшт аптӑратса ячӗ. Иккӗмӗшӗнчен, электрон билетра 10-мӗш вырӑн тесе кӑтартнӑччӗ те, ретӗнче те пурӗ те 6 вырӑн ҫеҫчӗ тата тепӗр икӗ пукан хушса лартнӑччӗ. Юрӗ-ха, вырӑнне тупса пачӗҫ-ха, ларсах курма май килчӗ.
Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Аван пулсан – арӑма, усал пулсан – арҫынна» камит кӑтартӗҫ. Ӑна Владимир Гуркинӑн «Прибайкальская кадриль» пьсеи тӑрӑх хатӗрленӗ.
Спектакль режиссёрӗ — Пушкӑртстан тата Тутарстан республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Байрас Ибрагимов. Сценӑна илемлетекенни тата тумсене хатӗрлекенни — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Лариса Комиссарова.
«Пьеса теми кирек хӑш саманашӑн та ҫивӗч. Ансат камит пирӗн куракана килӗшессе шанас килет», — тенӗ режиссёр.
Рольсенче — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Николай Дмитриев, Виталий Сергеев, Татьяна Зайцева-Ильина, Ирина Архипова, Светлана Дмитриева тата Алевтина Семенова.
Чӑваш Енре «Пурӑн, чӑваш тӗрри» конкурс малалла пырать. Унӑн теми – «Ачаран пӗлекен эреш».
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш наци музейӗ тата Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ ирттереҫҫӗ. Вӗсем ӑстасене, художниксене тата дизайнерсене чӑваш тӗррине тӗпе хурса ача-пӑча валли хальхи вӑхӑтри тум хатӗрлеме сӗнеҫҫӗ.
Паянхи кун тӗлне конкурса Шупашкарти, Элӗк, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне муниципаллӑ округӗсенчи. Иркутск облаҫӗнчи ӑстасем 17 ӗҫ сӗннӗ. Конкурса пӗр ача пахчи тата 5 шкул хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Ӗҫсене чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра Вера Кузьмина ячӗллӗ «Чӗкеҫ» фестиваль пуҫласа иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале ирттерме РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков тата республика Элтеперӗ Олег Николаев пулӑшӗҫ. Фестиваль чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗччен пырӗ.
Пирӗн тӑрӑха Калмӑк Республикинчен, Пушкӑртстанран, Мари Элтан, Крымран, Тутарстанран, ҫавӑн пекех Азербайджанран хӑнасем килсе ҫитмелле.
Фестиваль Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче тата Чӑваш патшалӑх пукане театрӗсенче иртӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта Чӑваш халӑх ҫыравҫин Юхма Мишшин повеҫӗ тӑрӑх фильм ӳкернӗ. Ҫӗнӗ ӗҫе ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче курма май пулӗ. Кун пирки Телеграмри «Пуинчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ.
Фильм режиссерӗ – Марат Никитин иккен. «Картинӑри ӗҫ-пуҫ 1949 ҫулта пулса иртет. Вӑрҫӑ чарӑннӑранпа тӑватӑ ҫул иртнӗ пулин те ашшӗ ывӑлне кӗтме пӑрахман», — хыпарланӑ ҫӑлкуҫра.
Тӗп сӑнара Чӑваш халӑх артисчӗ Василий Павлов калӑплать.
Тутар Республикин Пӗкӗлме районӗнчи Наратлӑ ятлӑ чӑваш ялӗнче тата Элмет районӗнчи тӗне кӗмен чӑвашсен ялӗнче концерт иртнӗ.
Пӗкӗлме хулинчен унта «Мерчен» тата «Туйралинка» ушкӑнсем килсе ҫитнӗ. «Патраклӑ ялӗнче «Ҫеҫпӗл» ушкӑнӗпе ансамбль манӑн «Тӑван ял» юрра юрласа савӑнтарчӗ», — пӗлтернӗ Францири чӑвашсен ассоциацийӗн ертӳҫин ҫумӗ, Францирен хӑнана килнӗ чӑваш хӗрӗ Галина Таймасова.
К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче эрнекун, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Валентина Распутинӑн «Последний срок» повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Анне» спектакль кӑтартнӑ. Ӑна Алексей Герасимов режиссёр хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ ӗҫе курма халӑх лӑк тулли пуҫтарӑннӑ.
«Спектакльте манӑн Распутин епле каласа кӑтартнине хӑварас килчӗ. Геройсен диалогӗсем, ватӑсен шӑпи, ҫара уран иртнӗ ачалӑхшӑн тунсӑхлани – пурте пур ку спектакльте», – каласа кӑтартнӑ Алексей Герасимов.
Спектакль художникӗ — Евгений Аввакумов, балетмейстерӗ — Эльвира Кержиманкина. Пьесӑна вырӑсларан чӑвашла Ольга Туркай куҫарнӑ.
ЧР Культура министерстви ҫумӗнче йӗркеленнӗ общество канашне Шупашкра хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн арӑмӗ Анастасия Спирина кӗнӗ. Вӑл унта канаш пуҫлӑхӗ ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Канаша Шупашкарти «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗн пуҫлӑхӗ Нина Смирнова ертсе пырать.
Палӑртмалла: Анастасия Спирина Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗн председателӗн ҫумӗ те. Пӗрлӗхе ЧР Элтеперӗн мӑшӑрӗ Наталья Николаева ертсе пырать.
Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищи ҫӗнӗ проект пуҫарса ярассине пӗлтернӗ. Унта «Савнӑ ҫӗр, Чӑваш ҫӗршывӗ» ярӑмпа концертсем хатӗрлӗҫ. Ӑна асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗн ятлӑ-сумлӑ воспитанникӗсемпе преподавателӗсене халаллӗҫ.
Проекта музыка училищине уҫнӑранпа 95 ҫул ҫитес умӗн ирттереҫҫӗ.
«Савнӑ ҫӗр, Чӑваш ҫӗршывӗ» ярӑмпа йӗркеленӗ пӗрремӗш концерта Филипп Лукинпа Герман Лебедев ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Юпа йуйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртекен концертра училищӗн вокалпа дирижер-хор уйрӑмӗсен студенчӗсем тата преподавателӗсем вокалпа хор номерӗсемпе сцена ҫине тухӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫей халӑх артистки Нина Григорьева «Театр – ман ӑраскал» моноспектакльпе сцена ҫине тухӗ.
Раштав уйӑхӗнче 85 ҫул тултаракан артистка К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 62 ҫул ӗнтӗ ӗҫлет. Ҫак ҫулсенче вӑл 100 ытла сӑнара калӑпланӑ. Кашнинех — ӗнентерӳллӗ, чуна тивмелле, асра юлмалла. Кӑҫалхи сезонта вӑл, сӑмах май каласан, Валентин Распутинӑн «Последний срок» пьеси тӑрӑх лартнӑ «Анне» спектакльти тӗп роле вылять.
Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Театр – ман ӑраскал» моноспектакле Чӑваш драма театрӗн Пӗчӗк залӗнче кӑтартӗҫ. Раҫҫей халӑх артистки куракан умне ҫывӑххӑн, куҫа куҫӑн, декорацисӗр тата ҫутӑпа тӗрлӗ сцена атрибучӗ усӑ курмасӑр тухӗ. Чӑваш кураканӗ умӗнче чунтан юратнӑ артистка наци тумӗ тӑхӑннӑ хӗрсем хушшинче, илемлӗ халӑх кӗввипе хӑйӗн классикӑллӑ монологӗсене вулӗ».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |