Шупашкар хулинче нумаях пулмасть пӗрлешнӗ мӑшӑрсенчен пӗри чӑвашла тумланса ҫемье ҫавӑрнӑ.
«Наци тумӗ – пирӗн асатте-асаннемӗрсен ламран лама куҫса пынӑ пуянлӑхӗсенчен пӗри», — ҫапла калаҫҫӗ Матвей тата Арина Лебедевсем.
Вӗсем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Калинин районӗнчи ЗАГСра пӗрлешнӗ. Унта вӗсем чӑвашла тумланса пынӑ.
«Эпир хамӑр халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине, унӑ ӑс0хакӑл пуянлӑхне асра тытса тата сума суса пурӑнасшӑн. Мӑшӑрӑмӑн тӗрлесе капӑрлатнӑ кӗпи утнӑ чухне илемлӗ сасӑ кӑларать», — мӑнаҫланса палӑртнӑ ҫамрӑк упӑшка.
Йӗпреҫ районӗнче «Мелодия древних народов» (чӑв. Авалхи халӑхсен кӗвви-ҫемми) фольклор фестивалӗ иртнӗ.
Унта хутшӑнакансем Йӗпреҫри уҫӑ вырӑнти этнографи музейӗнче пуҫтарӑннӑ. Вӗсем пысӑк вӑйӑ катне тӑрса тухнӑ, «Ҫивӗтсене ҫивӗтлесси» ятлӑ чӑваш халӑх вӑййине вылянӑ.
«Фестиваль хаваслӑ иртрӗ. Вӑл ӑшӑлӑхпа, тӑван тӑрӑхпа культурӑна юратни сисӗнсе тӑчӗ», — тесе палӑртнӑ район администрацийӗнче.
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «VK Места» пабликра ҫулҫӳревҫӗсемшӗн кӑсӑклӑ вырӑнсемпе паллаштараҫҫӗ. Ҫӗнӗ ушкӑна «Больше, чем путешествие» коммерцилле мар автономи организацийӗ Интернета аталантаракан институтпа пӗрле пуҫарса янӑ.
Халӗ асӑннӑ проект команди Чӑваш Ене килсе ҫитнӗ. Влад Левский блогер тата PLC музыкант, ҫавӑн пекех «Больше, чем путешествие» (чӑв. Ҫулҫӳрев ҫеҫ мар) программӑна хутшӑнакансем пирӗн тӑрӑхри илемлӗ вырӑнсем ҫинчен сюжет хатӗрлеҫҫӗ.
«VK Места» проект йӑлана кӗнӗ тревел-программӑсенчен ертсе пыракансем ҫуккипе, контента роликран йӗркеленипе уйрӑлса тӑрать. Унта медиаэкспедцие хутшӑнакансен кӑмӑл-туйӑмне уҫса параҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ авӑн уйӑхӗнче черетлӗ сезона уҫма хатӗрленет. 106-мӗш театр сезонти чаршава культура учрежденийӗ чӑваш театрне пуҫарса янӑ Иоаким Максимов-Кошкинский ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятипе уҫӗ.
Иоаким Максимов-Кошкинский пирки чӑваш тетарӗ ашшӗ тесе каланине те илтме тивет. Пур енлӗ пултаруллӑ пулнӑ ҫав ҫын режиссёр та, художник та, драматург та, тӑлмач та, актёр та пулнӑ. Унсӑр пуҫне вӑлах кинорежиссер та, сценарист та. Вӑл ҫичӗ кинофильм тата документлӑ виҫӗ фильм ӳкернӗ.
Черетлӗ сезона театрта Иоаким Максимов-Кошкинский ҫуралнӑ кун, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, уҫӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Элинор Портер романӗ тӑрӑх лартнӑ «Поллианна» спектакле ҫӗнӗрен сцена ҫине кӑларасшӑн.
Ҫав ӗҫе куракан патне 2011 ҫулта пуҫласа ҫитернӗ. Тӑлӑх хӗрача ҫинчен каласа кӑтартакан ҫав спектакле куракансем ӑшшӑн йышӑннӑ. Анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн декорацисемпе тумсем кивелнӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхен 23-мӗшӗнче, театрӑн художество канашӗ ларӑвӗ иртнӗ. Лариса Комиссарова художник-постановщик, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тумсен тата декорацисен ҫӗнӗ эскизӗсемпе палаштарнӑ.
Ҫӗнетсе хатӗрленӗ спектакле куракансене авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑтартма палӑртса хунӑ.
Чӑваш патшалӑх филармони артисчӗсем Хусана гастрольпе тухса кайӗҫ. Унта вӗсем «12 стульев» мюзикла кӑтартӗҫ.
Илья Ильфпа Евгений Петровӑн сатира романӗ тӑрӑх хатӗрленӗ ӗҫӗн режиссёр-постановщикӗ тата хореографӗ Кристина Игнатьева. Либретто авторӗ – Александр Вулых поэт, композиторӗ – Игорь Зубко.
Шупашкар ӑстисен пултарулӑхне тутарсем авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хаклайӗҫ. Мюзикла Г. Камал ячӗлӗ Тутар академи драма театрӗн сцени ҫинче лартса парӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, шӑматкун, «Ҫеҫпӗл» кинозалта кино тӳлевсӗр кӑтартӗҫ. Ҫав каҫ хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ «Чебурашка», «Вызов» тата «Праведник» илемлӗ фильмсене курма май килӗ. Вӗсене халӑх юратса пӑхать.
Программа ҫапларах. 17 сехетре Пысӑк залра «Чебурашка» (6+) илемлӗ фильм кӑтартӗҫ, вӑл 1 сехет те 53 минут пырӗ. Маларах асӑннӑ залра 19 сехет те 30 минутра «Вызов» (12+) кино пуҫланӗ. Вӑл 2 сехет те 44 минут пырать. 19 сехетре Пӗчӗк залра «Праведник» (12+) кӑтартӗҫ.
Вырӑнсене йышӑнас тесен (8352) 45-00-34 телефон номерӗпе е Ҫамрӑксен театрӗн сайтӗнче «Киноафиша» ярӑмра вырӑна суйласа илмелле. «Тӳлес» текен кнопкӑна пусмалла, анчах укҫана тӳемелле мар.
Ҫыннӑн мӗншӗн тӑван чӗлхене пӗлмелле? Ҫакӑн пирки калаҫрӗҫ паян «Россия 1» телеканалпа кӑтартнӑ видеоинтервьюра. Марина Карягина ертсе пыракан кӑларӑма Александр Блинов чӑваш хастарӗ хутшӑнчӗ.
Чӗлхе пӗлни ҫынпа хутшӑнма кирлӗ тесе палӑртрӗ телетӗпел хӑни. Кӑҫалхи «Хавал» чӑваш чӗлхи университетне Мурманск, Мускав хулисенчен, Осетирен те килсе ҫитнӗ. Асӑннӑ университета килнисен хушшинче — чӑвашла вӗренес текен вырӑсланнӑ чӑвашсем те, ытти халӑх ҫыннисем те пулнӑ. Вӗсем пурте чӑваш чӗлхи хутлӑхне кӗме пултарнӑ.
Александр Блинов темиҫе ют чӗлхене пӗлет. Тӑван чӗлхене вӑл хӑй ӳссе ҫитсен тарӑннӑн вӗреннӗ.
Тӗнче тӑрӑх ҫӳреме пуҫласан унран: «Чӑвашла пӗлетӗн-и?» — тесе ыйтсан «Кӑштах пӗлетӗп», — хурав ӑна тивӗҫтерме пӑрахнӑ.
Красноармейски районӗнчи Янмурҫин ялӗнче вырӑнти хастарсем Этнографи музейӗ уҫнӑ. Вӑл унччен фельдшерпа акушер пункчӗ пулнӑ ҫуртра вырнаҫнӑ.
Этнографи музейне 2020 ҫулта ялти икӗ хӗрарӑм уҫнӑ. Юлия Леонидова тата Апполинария Иванова тӑван ялта авалхи документсене, сӑнӳкерчӗксене, ял историйӗпе ҫыхӑннӑ экспонатсене тирпейлӗн пухса пӗр вырӑнта вырнаҫтарнӑ.
Янмурҫин ялӗнче ФАП-ӑн ҫӗнӗ ҫуртне 2014 ҫулӑн вӗҫӗнче уҫнӑ. Кунти фельдшерпа акушер пункчӗ ҫавӑн пекех Кӗрекаҫ тата Пайсупин халӑхне йышӑнать.
«ВанГоги/VANГОГИ» ҫуллахи шкулта (ун пекки те пур иккен) канакан ачасем ҫыравҫӑсемпе тӗл пулнӑ. Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ умӗнчи лапамра иртнӗ тӗлпулура пӗчӗккисем валли автограф-сесси ирттернӗ.
«Читающий август» (чӑв. Вулакан август) программӑпа килӗшӳллӗн ирттернӗ меропрятие Раиса Воробьева, Любовь Петрова, Светлана Гордеева, Лидия Сарине тата Ара Мишши ҫыравҫӑсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем пурте ачасем валли сӑвӑсем тата калавсем ҫыраҫҫӗ.
Ҫыравҫӑсем ачасем мӗнле кӗнекесем вулама юратнипе, чӑваш литературин классикӗсене пӗлнипе кӑсӑкланнӑ. Тупмалли юмахсен хуравӗсене шыранӑ, рифмӑсем шухӑшласа кӑларнӑ.
Тӗлпулу пӗрле сӑн ӳкерӗннипе тата ҫыравҫӑсем алӑ пусса кӗнеке парнеленипе вӗҫленнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |