Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чулхулара сӑвӑҫсен тӗлпулӑвӗ иртнӗ.
«Поэтический «Дружный Нижний» (чӑв. Поэзилле туслӑ Чулхула) ят панӑ мероприяти хулари Ленин ячӗллӗ вулавӑшӑн шурӑ залӗнче (ун пекки те пур иккен) иртнӗ.
Чӑваш поэзийӗпе тата хӑй ҫырнӑ сӑвӑсемпе Екатерина Макаренко паллаштарнӑ.
Республикӑра автоклубсем пурри пирки унччен сайтра хыпарланӑччӗ. Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кӑҫал тата ҫитес ҫул тепӗр 10 автоклуб туянасси пирки пӗлтернӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал Элӗк, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле районӗсенче виҫӗ автоклуб ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсем – ПАЗ автобуссем ҫинче. Автоклубсем пулӑшнипе 80 ытла мероприяти йӗркеленӗ. Унччен автоклубсем Патӑрьел тата Канаш районӗсенче кӑна пулнӑ.
Канашлура Элтепер районсенче культура объекчӗсене ҫӗклени, юсаса ҫӗнетни пирки те каланӑ.
Шупашкарти Вырӑс драма театрӗн актёрӗ Станислав Мишин Раҫҫейӗн общество телевиденийӗ (ОТР) «Страна поэтов» (чӑв. Поэтсен ҫӗршывӗ) проекта хутшӑннӑ.
Проекта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакансем хутшӑннӑ. Тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансем вырӑс поэчӗсен сӑввисене вуланӑ. Уйрӑмах илемлӗ вуланисене телекуравра кӑтартнӑ. Станислав Мишин Владимир Высоцкин «У неё всё своё» сӑввине вуланӑ. Программа эфира авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тухнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ӗҫ коллективӗн пухӑвӗ иртнӗ. Унта хутшӑннӑ республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский ҫӗнӗ сезон пуҫланнӑ ятпа саламланӑ.
Чӑваш Енӗ Элтеперӗн Тав ҫырӑвӗпе Анна Голицынӑна, Анастасия Степановӑна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткине Ольга Прокопьевӑна, Ирина Гавриловӑна тата Лилия Прокопьевӑна чысланӑ, республикӑн Культура министерствин Хисеп грамотипе — Динара Юнисовӑна; ведомствӑн Тав хучӗпе – Анастасия Пирожковӑна, Татьяна Васильевӑна, Хакас Республикӑн тава тивӗҫлӗ артистне Сергей Кузнецова, Владимир Ашмарина тата Андрей Именнова. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Юрий Каткова республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин Тав хучӗпе хавхалантарнӑ.
Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова республикӑри театрсем кӑҫалхи авӑн-раштав уйӑхӗсенче 24 премьера кӑтартассине пӗлтернӗ.
Светлана Каликова театрсем шкул программинчи хайлавсемпе те спектакльсем лартнине уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, театрсем республикӑри Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политика министерствипе килӗштерсе ӗҫленине те пӗлтернӗ.
Министр кун пирки республикӑри театрпа концерт учрежденийӗсен 2022-2023 ҫулсенчи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнӗ чух каласа хӑварнӑ. Докладпа Светлана Каликова Правительство ҫуртӗнчи канашлура тухса калаҫнӑ.
Шупашкар хулинче нумаях пулмасть пӗрлешнӗ мӑшӑрсенчен пӗри чӑвашла тумланса ҫемье ҫавӑрнӑ.
«Наци тумӗ – пирӗн асатте-асаннемӗрсен ламран лама куҫса пынӑ пуянлӑхӗсенчен пӗри», — ҫапла калаҫҫӗ Матвей тата Арина Лебедевсем.
Вӗсем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Калинин районӗнчи ЗАГСра пӗрлешнӗ. Унта вӗсем чӑвашла тумланса пынӑ.
«Эпир хамӑр халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине, унӑ ӑс0хакӑл пуянлӑхне асра тытса тата сума суса пурӑнасшӑн. Мӑшӑрӑмӑн тӗрлесе капӑрлатнӑ кӗпи утнӑ чухне илемлӗ сасӑ кӑларать», — мӑнаҫланса палӑртнӑ ҫамрӑк упӑшка.
Йӗпреҫ районӗнче «Мелодия древних народов» (чӑв. Авалхи халӑхсен кӗвви-ҫемми) фольклор фестивалӗ иртнӗ.
Унта хутшӑнакансем Йӗпреҫри уҫӑ вырӑнти этнографи музейӗнче пуҫтарӑннӑ. Вӗсем пысӑк вӑйӑ катне тӑрса тухнӑ, «Ҫивӗтсене ҫивӗтлесси» ятлӑ чӑваш халӑх вӑййине вылянӑ.
«Фестиваль хаваслӑ иртрӗ. Вӑл ӑшӑлӑхпа, тӑван тӑрӑхпа культурӑна юратни сисӗнсе тӑчӗ», — тесе палӑртнӑ район администрацийӗнче.
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «VK Места» пабликра ҫулҫӳревҫӗсемшӗн кӑсӑклӑ вырӑнсемпе паллаштараҫҫӗ. Ҫӗнӗ ушкӑна «Больше, чем путешествие» коммерцилле мар автономи организацийӗ Интернета аталантаракан институтпа пӗрле пуҫарса янӑ.
Халӗ асӑннӑ проект команди Чӑваш Ене килсе ҫитнӗ. Влад Левский блогер тата PLC музыкант, ҫавӑн пекех «Больше, чем путешествие» (чӑв. Ҫулҫӳрев ҫеҫ мар) программӑна хутшӑнакансем пирӗн тӑрӑхри илемлӗ вырӑнсем ҫинчен сюжет хатӗрлеҫҫӗ.
«VK Места» проект йӑлана кӗнӗ тревел-программӑсенчен ертсе пыракансем ҫуккипе, контента роликран йӗркеленипе уйрӑлса тӑрать. Унта медиаэкспедцие хутшӑнакансен кӑмӑл-туйӑмне уҫса параҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ авӑн уйӑхӗнче черетлӗ сезона уҫма хатӗрленет. 106-мӗш театр сезонти чаршава культура учрежденийӗ чӑваш театрне пуҫарса янӑ Иоаким Максимов-Кошкинский ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятипе уҫӗ.
Иоаким Максимов-Кошкинский пирки чӑваш тетарӗ ашшӗ тесе каланине те илтме тивет. Пур енлӗ пултаруллӑ пулнӑ ҫав ҫын режиссёр та, художник та, драматург та, тӑлмач та, актёр та пулнӑ. Унсӑр пуҫне вӑлах кинорежиссер та, сценарист та. Вӑл ҫичӗ кинофильм тата документлӑ виҫӗ фильм ӳкернӗ.
Черетлӗ сезона театрта Иоаким Максимов-Кошкинский ҫуралнӑ кун, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, уҫӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Элинор Портер романӗ тӑрӑх лартнӑ «Поллианна» спектакле ҫӗнӗрен сцена ҫине кӑларасшӑн.
Ҫав ӗҫе куракан патне 2011 ҫулта пуҫласа ҫитернӗ. Тӑлӑх хӗрача ҫинчен каласа кӑтартакан ҫав спектакле куракансем ӑшшӑн йышӑннӑ. Анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн декорацисемпе тумсем кивелнӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхен 23-мӗшӗнче, театрӑн художество канашӗ ларӑвӗ иртнӗ. Лариса Комиссарова художник-постановщик, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тумсен тата декорацисен ҫӗнӗ эскизӗсемпе палаштарнӑ.
Ҫӗнетсе хатӗрленӗ спектакле куракансене авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑтартма палӑртса хунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |