Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул районта кӑна мар, республикӑра та хисеплисенчен пӗри тесен те йӑнӑш мар. Ку вӗренӳ заведенине пуҫланса кайнӑранпа виҫӗ пуҫлӑх ертсе пынӑ: Владимир Алангов, Виталий Елизаров. 2003 ҫултанпа директор пулса Ирина Гаврилова ертсе пырать.
Чӑрӑшкасси шкулӗ пӗлтӗрхи раштавран тытӑнса Л.В. Пучков ячӗпе хисепленме тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
«Тӑван чӗлхе хисепӗ, сумӗ ӳстӗр тесе» район, республика шайӗсенчи тӗрлӗ конкурса, олимпиадӑна хутшӑнсах тӑни пирки пӗлтереҫҫӗ унтисем. 10-мӗш класри Анна Серебрякова, 11-мӗшӗнчи Ксения Родионова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑван патшалӑх педагогика университечӗ Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне тата Тӑван чӗлхе кунӗ тӗлне ирттернӗ олимпиадӑра, акӑ, иккӗшӗ те иккӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
Ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнченпе Чӑваш кӗнеке издательстви ҫӗнӗ конкурс иртесси пирки пӗлтернӗ. «Чувашская книга. Юные таланты» (чӑв. «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем») регионсем хушшинчи конкурса шкулта вӗренекен 6–17 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ӗҫсене чӑвашла тата вырӑсла йышӑнаҫҫӗ.
Конкурс виҫӗ номинаципе иртет. «Лучший рассказ о книге Чувашского книжного издательства» (чӑв. Чӑваш кӗнеке издательстви ҫинчен каласа кӑтартакан чи лайӑх калав) ятлине килӗшнӗ кӗнеке пирки каласа паракан ӗҫсем 1–5 страница йышӑнма пултараҫҫӗ. «Лучший рисунок на тему «Интересный эпизод из книги» (чӑв. «Кӗнекери кӑсӑклӑ эпизод» темӑпа чи лайӑх ӳкерчӗк) номинаципе конкурса тӑратакан ӗҫсем сюжетлӑ пулмалла. «Лучшая книга детскими руками» (чӑв. Ача аллипе чи лайӑх кӗнеке) ятлине сӑвӑсем, калавсем, заметкӑсем, очерксем пухаҫҫӗ.
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеоконкурс пуҫланӑранпа виҫҫӗмӗш эрне пырать. Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче республика тулашӗнчен те пӗрремӗш ӗҫ килсе ҫитрӗ. Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче Ӗпхӳре пурӑнакан Анна Михайлова хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать куракансене. Вӑл пилӗк ҫул кӑна тултарнӑ-ха, анчах та пӗчӗк актриса чӑваш чунӗпе К. В. Ивановӑн сӑмахӗсене шӑрчалани пурне те килӗшмелле.
Аса илтеретпӗр. «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеоконкурса Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ тата Чӑваш наци конгресӗ ирттереҫҫӗ. Конкурс ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пырӗ. Чыслава малтанласа чӑваш наци библиотекинче, чӑваш чӗлхин кунне паллӑ тунӑ кунсенче ирттерме палӑртнӑ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн машиностроени факультечӗ ҫумӗнче робототехника енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта 200 яхӑн ача хутшӑннӑ.
Ҫамрӑк конструкторсем робота икӗ сехетре пуҫтарса программӑланӑ. Инструкципе усӑ курма чарнӑ. Ачасем икӗ ушкӑнра ӑмӑртнӑ: 12 ҫула ҫитменнисем тата аслӑраххисем.
Ҫапла 106 команда вӑй виҫнӗ. Вӗсен йышӗнче хӗрачасем нумай пулнине палӑртмалла. Кунашкал ӑмӑртӑва Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Ӑна ачасенче кӑсӑклӑх ҫуратас, вӗсен тавракурӑмне аталантарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Ӑмӑртӑва Чӑваш Енри ачасем кӑна мар, кӳршӗ республикӑрисем те хутшӑннӑ. Вӗсене пулӑшма ашшӗ-амӑшӗ те пӗрле ҫитнӗ.
Пӗрремӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ ачасем Мускавра иртекен тупӑшӑва хутшӑнӗҫ. Вӗсене 200 пин тенкӗ грант тата «Орленок» е «Артек» уйлӑхра канмашкӑн путевка парӗҫ.
Чӑваш Енре чи лайӑх культура учрежденийӗсене тата вӗсенче тӑрӑшакан пултаруллӑ ӗҫченсене палӑртма конкурс ирттернӗ. Кӑҫалхине 61 заявка пырса ҫитнӗ: 37-шӗ — муниципалитет культура учрежденийӗсенчен, 24-шӗ — муниципалитет учреждейӗсенче ӗҫлекенсенчен.
«Ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи чи лайӑх педагогика ӗҫченӗ» тата «Муниципалитет музейӗнчи чи лайӑх ӗҫчен» номинацие пӗрер заявка тӑратнипе ку енӗпе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртман.
Чи лайӑх культурӑпа кану учрежденийӗсенчен Улатӑр районӗнчи Октябрьскинчи, Элӗк районӗнчи Питӗшкассинчи, Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пӑшьелти, Комсомольски районӗнчи Урмайри, Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫӗнчи, Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнчи, Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукалти, Етӗрне районӗнчи Лапракассинчи, Тӑвай районӗнчи Мушарти культура ҫурчӗсене палӑртнӑ.
Хастар, лара-тӑра пӗлмен депутатсем, ҫитменнине, район шайӗнчисем, мӗн тесен те кашни утӑмрах тӗл пулмаҫҫӗ. Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвне суйланнисем хушшинче ун пек темиҫе хастар пуррине палӑртма кӑмӑллӑ. Вӗсен хастарлӑхне район центрӗнче, Кӳкеҫре, пурӑнакансем пӗлсе ҫитрӗҫ пулӗ ӗнтӗ. Поселокра пурӑнакансем валли тӗрлӗ конкурс ирттереҫҫӗ. Иртнӗ уйӑхра вӗсем урам чи лайӑх шӑлакана палӑртмаллине йӗркеленӗччӗ. Хӑйсен ӗҫне вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫлакан дворниксене чыслас шухӑш патне А.М. Андреев, Ю.Г. Николаев, Д.В. Васюков, А.Н. Константинов депутатсем ҫитсе тухнине эпир пӗлтернӗччӗ.
«Хӗллехи Кӳкеҫ – 2016» конкурсра вара хастарсем район центрӗн хӗллехи пурнӑҫне кӑтартакан ӗҫсене пухассине пӗлтерчӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна тухакана илемлӗ ҫӑматӑ парнелеме шантарчӗҫ. Спонсор пулса кӑҫатӑна Татьяна Михайлова уйӑрма килӗшнӗ.
Халӗ ҫӗнтерӳҫӗне палӑртнӑ. Пӗрремӗш вырӑна Александр Тарасов тухнӑ. Парнене ӑна вӑл ҫуралнӑ кун тыттарнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Юлия Вадимовна («Контактра» халӑх тетелӗнче вӑл хӑйне ҫав ятпа регистрациленӗ) тата Владислав Иванов йышӑннӑ.
Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта мисс титулне кӑҫал кам ҫӗнсе илнине палӑртнӑ.
Конкурс вырсарникун, нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, «Химик» культура ҫуртӗнче пулнӑ. «Ҫӗнӗ Шупашкар мисӗ – 2016» ята 22 ҫулти Кристина Андреева ҫӗнсе илнӗ. Вӑлах «Грани» мисӗ» титула ҫӗнсе илнӗ.
Пӗрремӗш вице-мисс ята вара 20 ҫулти Наталия Забалуева тивӗҫнӗ. Вӑл конкурсра 17 ҫултанпа хутшӑннине палӑртмалла. Кӑҫал тинех ята тивӗҫнӗ вӑл. Иккӗмӗш вице-мисс ята вара 15 ҫулти Яна Гужева илтнӗ.
Пуш уйӑхӗнче Элли Юрьев парнисене ҫӗнсе илессишӗн ирттерекен конкурса кӑҫал 15-мӗш хут йӗркелӗҫ. Унта Чӑваш Енри, ытти регионпа хулари, ют ҫӗршыври ӳнер шкулӗсем хутшӑнаҫҫӗ.
Конкурса ҫулсерен 500 яхӑн ӗҫ хутшӑнать. Ӑна Элли Юрьева халалласа йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа ирттерӗҫ.
Конкурсӑн тӗллевӗ — патриотлӑх туйӑмне вӑратасси, пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксене пулӑшасси. Унта 5–17 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Конкурса ЧР Культура министерстви, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ, Чӑваш патшалӑх музейӗ, Шупашкарти Э.Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ӳнер шкулӗ ирттерет. Жюрие яланхи пекех Виктор Бритвин ертсе пырӗ. Ӗҫсене пушӑн 10-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Мир проспекчӗ, 98-мӗш ҫурт.
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсӗ майӗпен ҫӗнӗ ӗҫсемпе пуянланса пырать. Кӑна эсир пирӗн «Видео» пайӗ урлӑ та лайӑхах курма пултаратӑр ӗнтӗ — кашни кун 2–3 ҫӗнӗ ӗҫ хушса пыратпӑр. Ӗҫсем кӑна мар, йӗркелӳҫӗсен йышӗ те пысӑкланать. Нумай пулмасть вӗсен шутне ЧНК та кӗчӗ.
ЧНК президенчӗ Н.Ф. Угаслов «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурс пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине ӑнланса ӑна йӗркелесе ирттерме, хутшӑнакансене пур енлӗн хавхалантарма парнесемпе, хисеп хучӗсемпе чыслама пулнӑ. Ку конкурс Раҫҫейри регионсем шайӗнче иртнине шута илсе Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗ конкурс положенине ытти республикӑсемпе облаҫсене хӑйсен ҫыхӑнӑвсем урлӑ ҫитерме пулӑшма шантарнӑ.
Аса илтеретпӗр, ӗҫсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Унӑн положенийӗпе тӗплӗнрех ҫакӑнта паллашма пулать.
Чӑваш Республики РФ Строительство министерстви ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ведомство Раҫҫейри субъектсене кӑҫал «Ҫамрӑк ҫемьесене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси» хушма программӑна хутшӑнмашкӑн суйланӑ.
Конкурсра Чӑваш Ен ҫӗнтерме пултарнӑ. Ҫапла республикӑри ҫамрӑк ҫемьесене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермешкӗн федераци хыснинчен 135 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Сӑмах май, ку программӑна «Ҫурт-йӗр» тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — федераци хыснинчен Раҫҫейри субъектсене субсиди уйӑрмашкӑн палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |