Шупашкар хулин кунне уявланӑ май республикӑмӑрӑн тӗп хулин историлле пайӗпе паллаштаракан тӳлевсӗр экскурсисем иртӗҫ. Ӑна хулари музейпа туризм центрӗ йӗркелӗ. Экскурсисем ҫурла уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче пулӗҫ.
Ҫуран утакансен ҫулҫӳревӗсем 1,5-2 сехет тӑсӑлӗҫ. Унӑн маршручӗ ҫапларах: ««Шупашкар» пограничникпа хурал карапӗ – Юханшыв порчӗ – Хӗрлӗ тӳрем – Мускав ҫыранӗ».
Гид Шупашкарӑн историйӑпе тата культурипе паллаштарӗ, «Шупашкар» карап ҫине те кӗртсе кӑтартӗ.
Экскурсие юханшыв порчӗ патне пуҫтарӑнмалла. Ҫулҫӳреве 10, 13 тата 15 сехетре тухӗҫ.
Экскурсие 23-20-36 телефонпа (ирхи 8 сехетрен пуҫласа 16.30 сехетчен, кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ 12 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен).
Раҫҫейре пурӑнакансенчен иккӗ-виҫҫӗмӗш пайӗ ют ҫӗршывсенче пачах та пулса курман. Ҫакна «Общественное мнение» (чӑв. Халӑх шухӑшӗ) фонд ыйтӑмӗ кӑтартса панӑ.
Ыйтӑма фонд сайтӗнче йӗркеленӗ, унта 18 ҫултан аслӑраххисем пурӗ 1,5 пин респондент хутшӑннӑ.
Ыйтӑма хутшӑннисенчен 59 проценчӗ чикӗ леш енче пулса курман. Тепӗр 9 проценчӗ ют ҫӗршыва канма 10 ҫул каярах кайнӑ. Чикӗ леш енне кайнӑранпа ҫулталӑк та ҫитменнисен хисепӗ — 2 процент. 1 ҫултан пуҫласа 3 ҫулччен кайнисен тата 5 ҫултн пуҫласа 10 ҫулччен маларах кайнисен хисепӗ — 6-шар процент.
Ҫул ҫӳреме юратакансем юлашки вӑхӑтра хамӑр ҫӗршыври илемлӗ вырӑнсемпе киленме кӑмӑллаҫҫӗ. Хӑш-пӗр региона хӗлле кайма уйрӑмах лайӑх, тепӗр ҫӗре — ҫулла, виҫҫӗмӗшӗсем ҫутҫанталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те туристсене илӗртеҫҫӗ. Краснодар тӑрӑхӗ пирки те ҫавнах каламалла. Ҫулла унта шыв кӗме тата хӗвелпе хӗртӗнме аван, хӗлле — курса ҫӳренисӗр пуҫне туллӑ курортсенче йӗлтӗрпе ярӑнма.
«Nordwind» авиакомпани хӗлле те самолётсене Шупашкартан Сочие вӗҫтерме палӑртса хунӑ. Рейссене вӑл юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӗ, самолётсене унта раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ҫӳретӗ. Самолётсем ытларикунпа эрнекун ҫула тухӗҫ. Шупашкартан вӗсем 18 сехет те 40 минутра хускалӗҫ. Чи йӳнӗ билет хакӗ — 1,5 пин тенкӗрен пуҫласа.
«Шупашкар-Хусан» тата «Хусан–Шупашкар» маршрутпа «Валдай» карапсем ҫӳреме тытӑннӑранпа 205 рейс тунӑ, вӗсем 7,8 пин ытла пассажира турттарнӑ. Кашни рейс вӑтамран 95 процента яхӑн тулли — 45 вырӑнлӑ карапра вӑтамран 38 ҫын ларса ҫула тухать.
Кунсӑр пуҫне «Валдайсем» «Шупашкар–Свияжск» тата «Свияжск–Шупашкар» линипе пассажирсене 12 хутчен турттарнӑ.
Навигаци пуҫланнӑранпа Шупашкарти юханшыв порчӗ 1 154 билета каялла йышӑннӑ, вӗсенчен 385 билетне — карап рейса тухманран.
Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен «Шупашкар-Хусан» тата «Хусан-Шупашкар» маршрутпа «Валдай» карапсем кашни кун ирхи 8 тата каҫхи 4 сехетре ҫула тухаҫҫӗ.
Чӑваш Енри икӗ хулара –
Сӗнтӗрвӑрринче тата Куславккара – пӑрахутсем чарӑнмалли ятарлӑ вырӑн тӑвӗҫ.
Ҫак ӗҫ йӳнӗ мар. Кашни пристань валли 100 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрӗҫ. Анчах чарӑну вырӑнӗсем кирлех. Пристаньсем пулсан Атӑл тӑрӑх ҫӳрекен круиз теплохочӗсене ҫав хуласенче чарӑнайӗҫ. Чарӑну вырӑнӗсене 2025-2026-мӗш ҫулсенче тума палӑртнӑ.
Юлашки ҫулсенче пирӗн ҫӗршывра тата республикӑра туризма аталантарассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Мӑнаҫлӑ ҫӗршывӑмӑрта тата тӑван Чӑваш Енӗмӗрте ҫын курса тӗлӗнмелли вырӑн пайтах.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пляжра пӗр хӗрарӑм укҫа тупнӑ. Пурӗ 4 купюра. Вӗсем – 5 пинлӗскерсем.
Укҫана 31 ҫулти хӗрарӑм асӑрханӑ. Купюрӑсем япӑхнӑскерсем пулнӑ. Вӗсем чӑн укҫан туйӑнманран хӗрарӑм укҫана кӑтартма банка кайнӑ. Чӑн та, суя укҫа пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем хӗрарӑма суя укҫапа лавккара татӑлма хӑтланманшӑн ырлаҫҫӗ. Хӑйсем вара ҫав купюрӑсем пляжа епле пырса лекнине палӑртассипе ҫине тӑрассине пӗлтернӗ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче пирӗн республикӑри 3 пин ытла ача ҫулҫӳреве тухса кайӗ. Вӗсем Чӑваш Енпе паллашӗҫ.
Пирӗн республика шкул ачисем хушшинче туризма аталантармалли ҫӗнӗ программӑна кӗнӗ. Унта ҫӗршыври 18 регион лекнӗ.
Турсене 5-9 классенче вӗренекен ачасем валли йӗркелӗҫ. Ҫул ҫӳреме республика тата федераци хыснисенчен 22 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ.
Экскурси турӗсем вӑхӑтӗнче хӗрачасемпе арҫын ачасем республикӑри паллӑ вырӑнсемпе паллашӗҫ. Ҫула тухсан апатланнӑшӑн, трансфершӑн, «виҫӗ ҫӑлтӑрлӑ» е унтан та чаплӑрах хӑна ҫурчӗсенче ҫӗр каҫнӑшӑн ачасен тӑкакланма тивмӗ.
«Шупашкар – Хусан – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен шыв транспортӗнче ырантан, утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен, улшӑну пулса иртӗ. Халӑх ҫул ҫӳреме питӗ юратнине кура пӗр вӑхӑтра икӗ «Валдай-45Р» карап ҫӳрӗ.
Маршрут расписанийӗ улшӑнмӗ. Карапсем Шупашкартан кашни кунах 8 сехетре тапранса кайӗҫ, Хусантан – 16 сехетре.
Билетсене Шупашкарти юханшыв порчӗн сайтӗнче сутаҫҫӗ.
«Шупашкар – Свияжск – Шупашкар» маршрутпа карапсем вырсарникунсерен ҫӳреҫҫӗ.
Ытти маршрутпа карапсем вӑхӑтлӑха ҫӳремӗҫ.
«Валдай» карапсем Шупашкартан ҫынсене тата темиҫе хулана турттарма тытӑнассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Паянхи куна илсен, ҫӗнӗ маршрутсем Мари Элти Чикме хулине тата Юрино посёлокне тата Тутарстанри авалхи уес хулине, Сӗвене, уҫӑлнӑ. Унсӑр пуҫне «Валдай» Хусана ҫӳрет.
Билетсене Шупашкарти юханшыв порчӗн сайтӗнче туянма пулать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 49-44-00.
Чӑваш чӗлхин «Хавал» клубӗн ҫуллахи уйлӑхне кӑҫал та йӗркелеме палӑртнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна 12-мӗш ҫул ӗнтӗ пухаҫҫӗ. Уйлӑх Етӗрне районӗнчи «Сурские зори» кану базинче ӗҫлӗ.
Уйлӑхӑн пӗрремӗш лекторӗ пулса Сантӑр Савкилта (Александр Савельев) тухса калаҫӗ. Маттур чӑваш арӗ — уйлӑха йӗркелекенӗсенчен пӗри. Хальхи вӑхӑтра вӑл Раҫҫей наукисен академийӗнче уралпа алтай чӗлхисен пайӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса тӑрӑшать, филологи наукисен кандидачӗ.
Сантӑр Савкилта чӑвашсен этносӗпе чӗлхе историйӗ ҫинчен каласа кӑтартӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |