
«Аэрофлот» компани кӑҫал Шупашкартан Калининграда эрнере тӑватӑ хутчен ҫӳреме пуҫлӗ. Унччен самолётсем эрнере икӗ хутчен ҫеҫ вӗҫнӗ. Аса илтерер: ҫӗнӗ маршрута пӗлтӗр пуҫласа уҫнӑччӗ. Ҫынсем ӑна кӑмӑлласа йышӑннӑ.
Шупашкартан Калининграда самолётсем ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗҫме пуҫлӗҫ. Рейссем кӑҫалхи юпа уйӑхӗчченех пулӗҫ.
Самолет Шупашкартан 23 сехет те 15 минутра вӗҫсе кайӗ те Калининграда тепӗр кунне ирхи 1 сехет те 45 минута ҫитӗ. Ҫул ҫинче 3 сехет те 30 минут иртӗ. Каялла Калининградран самолёт ирхи 2 сехет те 35 минутра тухӗ, Шупашкара 6 сехет те 55 минута ҫитӗ.
«A320» аэробуссем Шупашкартан ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен, эрнекунсерен тата вырсарникунсерен вӗҫсе кайӗҫ, Калининградран тунтикунсерен, юнкунсерен, эрнекунсерен тата шӑматкунсерен вӗҫсе килӗҫ.

Шупашкарти аэропорт пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен ҫуркуннепе ҫуллахи режимпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ график юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗччен пырӗ. Кун пирки Шупашкарти аэропортӑн пресс-служби хыпарланӑ.
Кӑҫал ҫӗршывӑн кӑнтӑр енчи регионӗсене самолетсем ытларах вӗҫӗҫ. Ҫав шутра – Сочие, Махачкалана, унсӑр пуҫне тата Калининграда та. Ҫӗршывӑн хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ ҫак хулапа вӑл тӑрӑха та туристсем кӑмӑллаҫҫӗ.
Шупашкарти аэропорт ют ҫӗршывсене вӗҫекен рейссене уҫасси пирки те калаҫу ирттерет-мӗн. Хальлӗхе хӑш ҫӗршыв пирки уҫӑмлатман та, анчах «Ҫыхӑнура» форумра Бакупа Анталья хулисем пирки сӑмах пырать тесе асӑнса хӑварнӑ.
Ҫуркуннепе ҫуллахи сезонта Мускав, Санкт-Петербург, Сочи, Минеральные Воды, Сургут, Махачкала, Калининград тата Новосибирск хулисем пур.

Чӑваш Енри хӑна ҫурчӗсене броньлакансен йышӗ ӳснӗ. Кун пирки Раҫҫейӗн туриндустри пӗрлешӗве пӗлтернӗ.
Кӑҫалхи ҫур ҫул валли хӑна ҫурчӗсене йышӑнса хурасси унчченхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 26 процент ӳснӗ.
Чӑваш Енри хӑна ҫурчӗсене ытларах чухне Мускав тата Мускав облаҫӗнчи, Тутарстанри тата Чулхула облаҫӗнчи ҫынсем йышӑнса хураҫҫӗ. Хамӑр патрисен тӳпи те пур — ку цифра 10 процентпа танлашать.

Чӑваш Енри хӑна ҫурчӗсене броньлакансен йышӗ ӳснӗ. Кун пирки Раҫҫейӗн туриндустри пӗрлешӗве пӗлтернӗ.
Кӑҫалхи ҫур ҫул валли хӑна ҫурчӗсене йышӑнса хурасси унчченхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 26 процент ӳснӗ.
Чӑваш Енри хӑна ҫурчӗсене ытларах чухне Мускав тата Мускав облаҫӗнчи, Тутарстанри тата Чулхула облаҫӗнчи ҫынсем йышӑнса хураҫҫӗ. Хамӑр патрисен тӳпи те пур — ку цифра 10 процентпа танлашать.

Инҫе ҫула тухса ҫӳреме юратакан туристсене ку хыпар савӑнтарма тивӗҫ. Раҫҫейпе Мьянма ҫӗршывӗ пӗр-пӗрин патне визӑсӑр ҫӳреме ирӗк панӑ. Асӑннӑ килӗшӗве пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Кӑнтӑр-Хевелтухӑҫ Азири Индокитай ҫурутравӗҫинче вырнаҫнӑ ҫав ҫӗршыва пирӗн ҫӗршыв ҫыннисем 30 кунлӑха визӑсӑр кайма пултараҫҫӗ. Асӑннӑ ҫӗршыва транзит евӗр усӑ куракансенчен те виза ыйтмӗҫ.

«Волна» (чӑв. Хум) ача-пӑча сывлӑхне ҫирӗплетмелли уйлӑхра хушма корпуссем хӑпартса лартасшӑн. Ӗҫе хӑвӑрт пурнӑҫламалли меслетпе тума палӑртнӑ. Ҫавна май корпуссене кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Ӗҫе епле организаци пурнӑҫлассине нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ — 80 миллион та 220,2 пин тенкӗ.
Уйлӑхра ҫӗнӗрен 4 корпус туса лартасшӑн.

Пирӗн ҫӗршывра ҫитес ҫулхи производство планне ҫирӗплетнӗ.
2025 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа 2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗсенче канӑпӑр.
Унсӑр пуҫне канмалли кунсем ҫапларах пулӗҫ: нарӑс уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче, пуш уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче, ҫу уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче тата ҫу уйӑхӗн 9-1-мӗшӗсенче, ҫӗртме уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче.

Чӑваш патшалӑх филармони ӗҫченӗсем парашютпа сикнӗ.
Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак канмалли кунсенче филармони директорӗ Максим Матросов тата Анна Голицынӑпа Владимир Ашмарин артистсем парашютпа сикнӗ. Вӗсемпе Наталья Петрова пулнӑ. Вӑл — шыравпа ҫӑлав тата парашютпа десант службин специалисчӗ пӗрремӗш разрячӗн специалисчӗ. Хӗрарӑм унччен парашютпа 1350 хутчен сикнӗ.
Филармони ӗҫченӗсем вара учрежденин ялавӗпех кайнӑ, ӑна тытса сӑн ӳкерӗннӗ.

Туссем, тӗнче курса ҫӳреме юратакансем валли паян чӑннипех те ырӑ хыпар пӗлтӗмӗр.
Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн Китай Раҫҫей ҫыннисем валли визӑсӑр режим вӑя кӗртӗ. Хальлӗхе яланлӑхах мар. Ҫулталӑклӑха. Ку вӑл сӑнавлӑ вӑхӑт пулӗ. Ҫулталӑклӑха. Кайран епле пулассине татса калама йывӑр.
Раҫҫей ҫыннисене Китай визӑсӑр 30 кунлӑха пырса кайма ирӗк парать.

Красноармейски округӗнчи Йӗпрем ялӗнчи пӗве патӗнче халӗ чӑннипех те лайӑх канма пулать. Унта пляж тунӑ.
Пляжа Йӗпремре пурӑнакансем пуҫаруллӑ бюджет программипе килӗшӳллӗн хута янӑ. Унта халӗ хывӑнса тӑхӑнмалли вырӑн, душ пур, ҫавӑн пекех шыв кӗрет, юхса тухать. Тавралла вара карта тытса ҫавӑрнӑ.
Ку кӑна мар. Пуласлӑхра унта шезлонгсем, катамарансем пулӗҫ, сулхӑнра выртма сунчӑксем вырнаҫтарӗҫ. Хӗлле вара пӗвене вӑйӑсем выляма тасатӗҫ.
