Ӗнер Чӑваш Енри икӗ паллӑ ҫын: эстрадӑра чылайӑшӗ пӗлекен Евгений Кузнецов тата радиоертӳҫӗре тӑрӑшакан Ольга Элиме пӗр тӗвве чӑмӑртаннӑ.
«Туй, туй, туй тесе ҫӗр ҫӗмӗрсе ташларӑмӑр, сывлӑша чӗтретсе юрларӑмӑр! Паян Женя Кузнецова авлантартӑмӑр!!! Ольга Элимене качча патӑмӑр!!! Телей, юрату сунатпӑр сана, ҫӗнӗ ҫемье!!!», — тесе хыпарланӑ паллӑ сӑвӑҫ Альбина Юрату Фейсбукра. Чӑваш эстрада юрӑҫисем валли сахал мар сӑвӑ шӑрҫаланӑ автор чылай сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Ҫав шутра радиора ӗҫлекенсем, эстрада юрӑҫисем те пур.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, туя ҫамрӑксем Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ кану базисенчен пӗринче ирттернӗ. Унта, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, республикӑри паллӑ ертӳҫӗсем таранах тӗрлӗ юбилейпа Ҫӗнӗ ҫул йышши мероприятисене ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта тума пуҫланӑ «Амазани» этнокомплекса Чӑваш Ен Элтеперӗнчен сӑмах лекнӗ. «Этносла Чӑваш Ен» проекта ӗнер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
«Федерацин Туризм агентствипе тата хулапа пӗрле эпир юлашки темиҫе ҫулта унта 1 миллиард та 357 миллион тенкӗ уйӑртӑмӑр. Хыснаран хывнӑ кашни 1 тенкӗ пуҫне усламҫӑсен 2 тенкӗ те 30 пус хывмаллаччӗ, нумайран та – 3 тенкӗ. Анчах, шел пулин те, вӗсем ҫапла тумарӗҫ», – палӑртнӑ республика ертӳҫи Михаил Игнатьев.
Михаил Игнатьев республика Правительстви инфраструктурӑна хатӗрлемелли хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ. 2013-2018 ҫулсенче этнокомплекса ҫутӑ кӗртнӗ, унта газ ҫитернӗ, шыв тата канализаци пӑрӑхӗсене хунӑ, ҫул сарса панӑ. Анчах унччен палӑртнӑ объектсене туса пӗтермен. Ҫавна май «ТРИгрупп» тулли мар явапла обществӑпа килӗшӗве татнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫине тӑрсах Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленеҫҫӗ. Аса илтерер, Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра 25 метр ҫуллӗш ёлка уяв сӗмӗ кӳрӗ. Ӑна раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне капӑрлатса пӗтересшӗн. Хӗрлӗ лапамра 4 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинче каток йӗркелӗҫ. Ҫанталӑк сивӗ тӑрсан ӑна раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн хатӗрлеме палӑртаҫҫӗ.
Каток ҫинче ярӑнма ӗмӗтленекен, анчах коньки ятарласа туянас килмесен е ӑна илсе пыма маннисене ҫак хатӗре вӑхӑтлӑх усӑ курма парӗҫ.
Кунсӑр пуҫне Шупашкар хула валҫӗсем ачасене конькипе ярӑнма вӗрентме палӑртса хунӑ. Фигурӑсем туса ярӑнма вӗрентессипе тренерсем ҫине тӑрӗҫ. Унтах ҫавӑн валли кирлӗ тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗрпе, ҫав шутра пӗчӗк виҫеллӗ конькисемпе те тивӗҫтерӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев канма шухӑшланӑ. Ҫулталӑкри черетлӗ канура вӑл чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗ таран пулӗ.
Михаил Игнатьев каннӑ вӑхӑтра республика Ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха Иван Моторин пурнӑҫлӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ. Иван Моторин — Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи.
Михаил Игнатьев республикӑри «Хыпар» тата «Советская Чувашия» хаҫат тӗп редакторӗсене Татьяна Вашуркинӑпа Владимир Васильева панӑ пӗр интервьюра ҫулсеренех кӗркунне, ҫуллахи хӗрӳ ӗҫрен кӑшт пушансан, каннине пӗлтернӗччӗ. Тата вӑл хамӑр ҫӗршывра тата ҫемйипе вӑхӑта ирттерме юратнине хыпарланӑччӗ.
Ӗҫри черетлӗ кану вӑхӑтне палӑртнӑ чухне нумай ачаллисен приоритетлӑ ирӗк пулӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ытти ӗҫтешӗн, пӗр-икӗ ачаллисемпе ача-пӑчасӑррисен е ачисем ӳснисен, хӑҫан канассине вӗсен кӑмӑлне кура палӑртма тивӗ.
Раҫсей Президенчӗ Владимир Путин федераци шайӗнчи саккуна алӑ пуснине Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви паян пӗлтернӗ.
Саккунта сӑмах 12 ҫулчченхи виҫӗ е ытларах ача ӳстерекенсем пирки пырать. Ҫулталӑкри черетлӗ кану вӑхӑтне вӗсем хӑйсене меллӗ вӑхӑтра илме пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енре, сӑмах май, нумай ачаллисем — 12499 ҫемье. Ку вӑл — кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ телне илсен. Иртнӗ ҫулхи ҫав тапхӑртинчен йыш 6,9 процент нумайланнӑ, 2011 ҫултинчен — 50,4 процент.
Ача-пӑча батута питех те килӗштерет. Халӗ вара Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайон картишӗнче урамри батут пур иккен. Ҫакна Евгения Федорова Фейсбукра пӗлтернӗ. Вӑл хӑй те ун ҫинче сиксе пӑхнӑ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, строительсем те сикнӗ, анчах сӑпайлӑскерсем сӑн ӳкерӗнме килӗшмен.
Картишӗнчи батута хурлакансем те тупӑннӑ. Георгий Богуславский ятлӑ ҫын ун пек хатӗре никам пӑхса тӑмасан вӑл ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратасран шикленет. «Инструкцинче е паспортра мӗн ҫырнӑ?», — ҫамрӑк пулин те ват ҫынла тӗплӗн шухӑшлать вӑл. Темиҫе ача пӗр харӑс сиксе суранлансан мӗн пулӗ тесе те пӑлханнӑ май кирек епле пулӑшу та хӑрушсӑр пулмалла тесе пӗтӗмлетнӗ. Анна Первушина Мускавра ун пек батут пуррине пӗлтернӗ. Vera Yurokina вӑл батутран тухса ӳкме май ҫуккине ӗнентернӗ.
Шупашкар хулин Атӑл ҫыранӗ ҫултан ҫул хитреленсе пырать. Унта тӗрлӗ ҫулхисем тата тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансем ирпе ирех пухӑнаҫҫӗ. Спортпа туслисемпе Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби паян вырӑна тухсах паллашнӑ.
Унтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ирхи улттӑрах велосипедпа тата йӗлтӗр роллерӗпе ярӑнакансем, скандинави мелӗпе утакансем, чупакансем, сивӗ шывпа чӳхенекенсем пухӑнаҫҫӗ. Михаил Игнатьев Элтепер те йӗлтӗр роллерӗпе ярӑнать, велосипед ҫине те ларать. Чупма е утма тухакансем хушшинче чӑваш парламенчӗн депутачӗсем те пур. «АККОНД» предприятин пуҫлӑхӗ Валерий Иванов, акӑ, чупма тухать. «Дентамед» клиникӑн тӗп врачӗ Юрий Зорин ҫемйипе кашни ир пӗр сехет ҫурӑ утса ҫӳрет, ҫакна ҫирӗплетекен сӑнӳкерчӗксене вӑл Фейсбукра тӑтӑшах лартать.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 71 ҫулти старик 11 ҫулти ачана куҫ хывнӑ. Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Йӗрке хуралҫисене ҫавӑн пирки хыпар тепӗр кунхине, кӑнтӑрла иртни 15 сехет тӗлӗнче, ҫитнӗ. Пакунлисем тӗлӗнтермӗш этеме часах тупса палӑртнӑ.
71 ҫулти арҫын Лакрей вӑрманӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне 11 ҫулти арҫын ача ҫумне ҫулӑхнӑ. Сак ҫинче пӗччен лараканскерпе вӑл сӑмах пуҫарнӑ. Ар хутшӑнӑвӗпе ҫыхӑннӑ темӑпа калаҫнӑ май килӗшӳсӗр япалана туса пӑхма сӗннӗ.
Арҫын ача ҫумне ҫулӑхнӑ этем 2016 ҫулта тӗрмерен тухнӑ иккен. Ҫул ҫитменнисене пӗрре кӑна мар ирӗксӗрленӗшӗн унта вӑл 17 ҫул ларнӑ. Ирӗке тухсан арҫын каллех хӑйӗн чун киленӗҫӗ патне таврӑнма шут тытнӑ курӑнать, анчах пакунлисен аллине ҫакланнӑ.
Эктор Алос-и-Фонт социолингвист Шупашкарти ача-пӑча паркӗнчк чӑвашла пӗлтерӳсем ҫукккине асӑрханӑ.
Ҫын вӑл е ку вырӑнта пулса курнине Google Maps приложенинче хаклама май пуррине тӗнче тетелеӗнче час-часах пулакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Эктор Алос-и-Фонт ӑсчах та ун пеккипе усӑ курнӑ. Вӑл Шупашкарти Андриян Николаев ача-пӑча паркне хакланӑ. Анчах парка вӑл чи пысӑк хаклавпа (вӑл 5 балпа танлашать) тивӗҫтерме тӑхтанӑ, мӗншӗн тесен унта чӑвашла ӑнлантарса ҫырнисем ҫук.
«Сӑмах саккуна пӑхӑнманни пирки пымасть, мӗншӗн тесен ҫынсене республикӑсен патшалӑх чӗлхисемпе пӗлтермеллине унта палӑртман. Эпӗ хамӑн шухӑша, потребитель тата туянакан пулнӑ евӗр, пӗлтеретӗп», — ӑнлантарнӑ ӑсчах хӑй мӗншӗн 4 паллӑ лартнине.
Шӑматкунпа вырсарникун Шупашкар хули хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявларӗ. Ҫав ятпа Элкер урамӗнче, унччен тахҫан ача пахчи пулнӑ ҫуртра, Ачасен ӳнер академине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ, Йӑлӑмра хӑйӑр ҫинче машинӑсем тупӑшнӑ, Парус регати тата ытти нумай мероприяти иртрӗ.
Шупашкарти кӳлмек патӗнче 46 метр ҫӳллӗш урапа-чуччу уҫӑлнӑ. Вӑл Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене ирхи 9-тан пуҫласа 23 сехетчен йыхравлӗ. Ку хыпара республикӑн тӗп хулин администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Урапа-чуччу ҫине 24 хупӑ кабина вырнаҫтарнӑ.
Ку аттракциона уҫнине хирӗҫ тӗрлӗ надзор органӗ пулнӑ. Апла пулин те хула кунӗ умӗн ӑна ӗҫлеттерсе янӑ-янах.
Чуччу-урапа вырнаҫтарма Шупашкарти кӳлмекре чӑрӑшсене каснине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |