Ҫулсеренех республикӑри ял-хулисенче вырнаҫнӑ бассейнсене, спорт лапамӗсене, тренажер залӗсене тата катокӗсене пӗр-пӗр кун укҫасӑрах кӗртеҫҫӗ. Вӑл кунсене Спортпа сывлӑх кунӗсем ят панӑ.
Кӑҫал та, 2016 ҫулта, унашкал кунсем пулӗҫ. Енчен те ытти кунсенче республика тата муниципалитет шайӗнчи спорт ҫурчӗсене укҫа тӳлесе кӗмелле пулсан уйӑхра пӗр кун вӗсен алӑкӗсем пурин валли те уҫӑлӗҫ.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ палӑртнӑ тӑрӑх Спортпа сывлӑх кунӗсем 2016 ҫулта ҫак кунсене лекӗҫ: кӑрлачӑн 9-мӗшӗ, нарӑсӑн 20-мӗшӗ, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗ, ака уйӑхӗн 23-мӗшӗ (ку вӑхӑталла чылай каток ӗҫлеме пӑрахӗ ӗнтӗ), ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗ, ҫӗртмен 18-мӗшӗ, утӑн 16-мӗшӗ, ҫурлан 13-мӗшӗ, авӑнӑн 24-мӗшӗ, юпан 22-мӗшӗ, чӳкӗн 19-мӗшӗ, раштавӑн 10-мӗшӗ. Ҫак кашни кун шӑматкуна лекет.
Аса илтеретпӗр, Спортпа сывлӑх кунӗсем пирӗн республикӑра 2014 ҫултанпа иртеҫҫӗ. Ӑна ирттересси Михаил Игнатьевӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать.
Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче, Етӗрне районӗнчи «Сурские зори» (чӑв. Сӑр шурӑмпуҫӗ) кану базинчен инҫех мар, урапа пӑр айне анса кайнӑ.
Subaru Forester урапа пӑрпа витӗннӗ юханшыв ҫине кӗрсе кайнӑ, ҫыранран инҫех мар кайсан 10 сантиметра яхӑн хулӑнӑш пӑр ӑна чӑтайман — урапа шыв айне кайма пуҫланӑ. Руль умӗнче 51 ҫулти водитель пулнӑ. Икӗ пассажир, хыҫалта ларакансем, ҫӑлӑнса юлнӑ.
Пӑр айне кайнӑ урапана хальлӗхе кӑларман, водитель ӳтне те тупман. Каярахпа пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан ҫемье Ҫӗнӗ ҫул каҫне «Сурские зори» кану базинче паллӑ тума палӑртнӑ.
МЧС ӗҫченӗсем хальлӗхе урапапа пӑр ҫине кӗме юраманни пирки аса илтереҫҫӗ.
Паянтан, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев отпуска кайнӑ. Нумайлӑха мар, икӗ эрнелӗхе кӑна.
Вӑл вӑхӑтра Элтепер тивӗҫне ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин пурнӑҫлӗ. Михаил Васильевич отпускра чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗччен пулӗ.
Михаил Игнатьев хӑйӗн отпускне ӑҫта ирттересси паллӑ мар. Пӗлтӗр вара Михаил Васильевич Алтай республикинче пулнӑ. Унта вӑл ҫӗнӗ сезона хатӗрленекен чӑваш биатлонисчӗсемпе тӗл пулнӑ. Хальхинче Михаил Игнатьев ӑҫта канасси пирки пӗлтермен-ха.
Египетра Питӗре вӗҫнӗ самолет ӳкнӗ хыҫҫӑн тӗнчипех сисчӗвленӗҫ. Малтанах ку террактпа та ҫыхӑнма пултарни пирки калаҫрӗҫ. Анчах ку версие официаллӑ мелпе ҫирӗплетмерӗҫ.
Апла пулсан та шикленӳ туйӑмӗ сирӗлмест ахӑртнех. ФСБн террорпа кӗрешекен комисси сӗннине Владимир Путин шута илсен ӗнер, чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, ҫак сӗнӗве РФ Правительство пайташӗсем пӑхса тухнӑ.
Самолетсене Египета вӗҫме чарсан ку вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулнине пӗлтереҫҫӗ. Самолет ӳкнин чӑн сӑлтавне палӑртиччен. Египета путевкӑсем илнӗ ҫынсем халӗ шухӑшлаҫҫӗ: мӗн тумалла?
Анчах Шупашкарта пурӑнакан хӑш-пӗр ҫын ку лару-тӑрушӑн савӑнать ҫеҫ. Ара, агентствӑсем Египета каймашкӑн путевкӑсене 9 пин тенкӗпе сутаҫҫӗ. Ку 10 кунлӑха тата 4 ҫӑлтӑрлӑ отельре ҫӗркаҫма.
Чӑваш Енре пӗр санатори тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна Шупашкарти шыв управне вараланӑшӑн явап тыттарасшӑн. Кун пирки ЧР прокуратурин сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Прокуратура тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, «Чӑваш Ен санаторийӗ» Атӑла сиенлӗ япаласемпе вараласран сыхланман.
2015 ҫулта санатори Шупашкарти шыв управне сиенлӗ япаласем кӑларнӑ. Вӑл йышра аммоний, нитрит-анион, фосфатсем пулнӑ. Ҫавна май «Чӑваш Ен санаторийӗ» акционерлӑ уҫӑ общество тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑ тесе ӗҫ пуҫарнӑ. Директор тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Унӑн ҫак ҫитменлӗхе пӗтерме тивӗ.
Ҫуллахи каникулта ачасем чылай вӑхӑта урамра ирттереҫҫӗ. Ун чухне ашшӗ-амӑшӗн питӗ тимлӗ пулмалла, вӗсенчен куҫ вӗҫертмелле мар та… анчах яланах ун пек пулмасть ҫав. Ав пӗр районта ача хӑйне евӗр киленӗҫ тупнӑ. Анчах вӑл чутах инкекпе вӗҫленмен.
Ку Канаш районӗнче пулнӑ. 11 ҫулти арҫын ача урапаран ҫакланса ял тӑрӑх ярӑннӑ. Ача пӑрӑхран тытӑннӑ та ярӑннӑ.
Анчах арҫын ача кайнӑ ҫӗртех аллине вӗҫертнӗ те урапа хӑвӑртлӑхпа пынӑ чухне ҫӗре ӳкнӗ. Ҫавна май арҫын ачан пуҫ мими кисреннӗ тата суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ҫуллахи каникул кашни ачашӑнах чи кӗтнӗ вӑхӑтран пӗри пулӗ. Хула ачисенчен хӑшӗсем вӑл вӑхӑтра ялти аслашшӗ-асламӑшӗ патне тапса сикет, ялтисем хулана килсе кураҫҫӗ. Ялтисене те, хуларисене те пӗрлештерекеннисенчен пӗри — ача уйлӑхӗсенчи кану.
Хула тулашӗнче вырнаҫнӑ уйлӑхсене пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫемьери ачасене яма тӑрӑшаҫҫӗ. Шупашкар районӗнчен кӑна ун йышшисем 62 ача канма пултарнӑ. Путевка тивӗҫнисен 49-шӗ — нумай ачаллӑ, тулли мар е тата тупӑш пӗчӗк ҫемьесенче ӳсекенсем. Халӗ тата тепӗр 13 ача канать. Вӗсем республикӑри тӗрлӗ уйлӑх тӑрӑх саланнӑ: «Шурӑ чулсем» (Белые камни), «Ильински» (Ильинский), «Хысак» (Утес), «Ылтӑн пучах» (Золотой колос).
Асӑннӑ мӗнпур ача валли путевкӑна Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр уйӑрнӑ.
Сӑнсем (5)
Ӳркенмен ӑста пулнӑ. Ҫапла ваттисем ӗлӗкех каланӑ. Етӗрне районӗн ачисем те ала айӗнчи япаласенчен темӗн те пӗр ӑсталама вӗренеҫҫӗ.
Юлашки вӑхӑтра тӑварлӑ чустаран кӳлепесем ӑсталас ӗҫ анлӑ сарӑлчӗ. Сывлӑха ҫирӗплетмелли «Непоседы» ҫуллахи уйлӑха ҫӳрекен ачасем те унран илемлӗ кӳлепесем ӑсталанӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Етӗрнери комплекслӑ центр ҫумӗнчи уйлӑхра шӑпӑрлансем валли ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Ачасем чустана алла тытса хаваспах унран тӗрлӗ япала ӑсталанӑ. Унтан вӗсем ӑна сӑрӑпа сӑрласа илемлетнӗ.
Чылайӑшӗ тӑварлӑ чустапа пӗрремӗш хут ӗҫлесе курнӑ. Ӗҫ вӑхӑтӗнче ачасем пӗр пӗринпе калаҫса опычӗпе пайланнӑ. Юлашкинчен шӑпӑрлансем хӑйсем ӑсталанӑ япаласене пӑхса киленнӗ.
Сӑнсем (8)
Чӑваш Енре кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта 21 пин ытла ҫын хӑй ыйтса ҫырнипе канӑва кайнӑ. Черетлине мар. Шалусӑррине.
Пӗрремӗш кварталтипе танлаштарсан тулли мар ӗҫ графикӗпе ӗҫлекенсен тата ӗҫ паракан пуҫарнипе шалусӑр канӑва каякансен шучӗ йышланнӑ.
Ака–утӑ уйӑхӗсенче тулли мар ӗҫ кунӗпе 6494 ҫын ӗҫленӗ. Ҫакӑ — ӗҫ паракансем пуҫарнипе тунӑ утӑм. Кӑрлач–пуш уйӑхӗсенче те кӗскетнӗ ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансем пулнӑ-ха. Анчах ку цифра ун чух иккӗмӗш кварталтинчен виҫӗ хут пӗчӗкрех шутланнӑ. Енсем килӗшнипе тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансен шучӗ 13 процент сахалланса 5641 ҫынпа танлашнӑ.
Ӗҫ паракан айӑпӗпе 2653 ҫын ӗҫсӗр ларнӑ. Ку вӑл пӗрремӗш кварталтинчен 33 процент пӗчӗкрех-мӗн. Ҫапах та кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта 21 пин ытла ҫын хӑй ыйтса ҫырнипе шалусӑр канӑва кайнине маларах пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. Ку йыш пӗрремӗш кварталтинчен виҫӗ хут ытла нумайрах.
Турра шӗкӗр темелле-ши е телее тесен те ҫитет-ши, анчах ку вӑл пирӗн пеккисене пырса тивмест. Питӗр хулин Саккун кӑларакан пухӑвӗн депутачӗ Андрей Анохин Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин депутачӗсене тата Федераци Канашӗн пайташӗсене сахалтарах кантарасси пирки саккун проекчӗ хатӗрленӗ. Ӑна Раҫҫей шайӗнчи «халӑх тарҫисем» ырласан ҫӗршыв шайӗнчи депутатсемпе Федераци Канашӗн пайташӗсен канӑвӗ хальхи пек 42 куна тӑсӑлмӗ, 28 кунпах вӗҫленӗ.
Андрей Анохин депутат хӑйӗн пуҫарӑвне федераци хыснин тӑкакӗсене чакарас шухӑшпа та сӑлтавланӑ. Парламентарисем хӑйсем те отпуск вӑхӑтне чакарма хирӗҫ мар-мӗн. Питӗ ӗҫлине кура вӗсем 42 кун таран ахаль те канса лараймаҫҫӗ имӗш, отпуска пӑхмасӑрах ӗҫе иртерех пуҫӑнаҫҫӗ пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |