«Звезда» телеканал Чӑваш Республикин тӗп хулипе паллаштаракан кӑларӑм хатӗрленӗ. Телепередачӑна эфира ҫул уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑларӗҫ.
Канмалли кунсене асра юлмалла ирттерес тесен ӑҫта кайма пулать? Ик кунлӑх ҫулҫӳревпе ӑҫта ҫитсен аван? Чи кӑсӑклине кӗске вӑхӑтра курса мӗнле ӗлкӗрмелле? Ҫак ыйтусен хуравне «Круиз-Контроль» проект ертӳҫи Юлия Розенберг шыранӑ. Телекуравҫӑсене вӑл чи кӑсӑклӑ маршрутсемпе паллаштарӗ, ҫитсе курма тӑракан паллӑ вырӑн ҫинчен каласа кӑтартӗ, ӑҫта апатланма тата ҫӗр каҫма май пуррине те пӗлтерӗ.
Телеканал икӗ хулара ӳкернӗ: кӳршӗллӗ Мари Элӑн тӗп хулинче Йошкар-Олара тата пирӗн шурӑ Шупашкарӑмӑрта.
Программӑна ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «Звезда» телеканалӑн эфирӗнче, 10 сехет те 10 минутра, кӑтартӗҫ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солисчӗ, Коми Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Михаил Журков «GoodWin Art» (чӑв. Ҫӗнтерӳ ӳнерӗ) III пӗтӗм тӗнчери музыка конкурсӗнче пӗрремӗш премие тивӗҫнӗ.
Конкурса Македонири, Беларуҫ Республикинчи тата хамӑр ҫӗршыври нумай хулари (Мускав, Санкт-Петербург, Челепир, Екатеринбург, Симферополь, Чулхула, Ярославль, Барнаул, Тольятти, Самара, Ҫӗнӗ Уренгой, Сочи, Тула, Кострома, Йошкар-Ола) артистсем хутшӑннӑ.
Вӗсене Гнесинсем ячӗллӗ Раҫҫей музыка академийӗн профессорӗсемпе вокал преподавателӗсем Екатерина Стародубровская, Ксения Шапиро, Владимир Бурлаков хакланӑ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Йошкар-Оларан таврӑннӑ. Унта вӑл гастрольпе пулнӑ.
Иртнӗ канмалли кунсенче артистсем ҫармӑссене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Вӗсем Мари Элти ҫамрӑксен театрӗнче шӑматкун кӑнтӑрла «Снежная королева» (0+), каҫхине «Поллианна» (12+) спектакльсем кӑтартнӑ.
Чӑваш артисчӗсене курма халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ.
«Тавах Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсене тав», – тав туса ҫырнӑ «Полианна» спектакле пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫармӑссен театрӗн сайтӗнче.
Вырсарникун кӑнтӑрла «Елка и Белка» (0+) юмах кӑтартнӑ. Вӑл ачасене те, аслисене те килӗшнӗ. «Малашне те килӗр!», – тесе йыхравланӑ вырӑнтисем.
Ҫитесю канмалли кунсенче, раштав уйӑхӗн 12 тата 13-мӗшӗсенче, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Козьмодемьянскра пулӗҫ.
Мускавран Шупашкара килекен пуйӑспа коронавирус инфекцийӗпе чирлӗ хӗрарӑм таврӑннӑ.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, Мари Эл влаҫӗсем хӑйсен республикинче коронавируспа чирлӗ икӗ ҫын тупӑннине ӗнер пӗлтернӗ.
Йошкар-Олари пациенткӑсенчен пӗри «Мускав — Шупашкар» пуйӑспа таврӑннӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ, ШӖМ тата Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви ҫав вакунта пулнӑ пассажирсене, проводниксене тата пуйӑс пуҫлӑхне – пурӗ 42 ҫынна – тупса палӑртнӑ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, пассажирсене, проводниксене тата пуйӑс пуҫлӑхне тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ, коронавирус инфекцийӗ ҫакланнипе ҫакланманнине палӑртӗҫ.
Шупашкарта Русфонд ирттерекен акци пуҫланнӑ. «Пурнӑҫа ҫӑл – шӑмӑ сӑссин донорӗ пул» ятлӑскер малтан Йошкар-Олара иртнӗ. Чӑваш Енре вӑл раштавӑн 13-31-мӗшӗсенче пулӗ.
Акцие Йошкар-Олари 5 ҫулти Мария Капрановӑна пулӑшас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Вӑл чирлет, унӑн шӑмӑ сӑссине куҫарса лартмалла. Раҫҫей регистрӗнче вара кирлӗ донор ҫук.
Хальлӗхе тухтӑрсем Машӑн ашшӗне донор тӑвас шухӑшлӑ, анчах вӗсен пӗрпеклӗх 100 проценчӗпех мар.
Акцие хутшӑнакансен Инвитро лабораторире юн памалла. Е «Промедик» медицина центрӗсен сечӗсене ҫитмелле.
Шупашкарта пуш уйӑхӗн 15-18-мӗшӗсенче хор музыкин черетлӗ уявӗ иртет. Ача-пӑчапа ҫамрӑксен пӗтӗм Раҫҫейри V (Пӗтӗм тӗнчери I) «Жавронок» (чӑв. Тӑри) хор конкурсӗ Ф.М. Лукин ячӗпе хисепленет. Ӑна хальхипе пиллӗкмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Икӗ ҫулта пӗрре пулакансксер вӑхӑтӗнче арҫын ачасен хорӗсем кӑҫал пуҫласа ӑмӑртӗҫ.
Конкурса паян 16 сехет те 30 минутра Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче уҫнӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне кӑҫал 50 ытла ушкӑн хутшӑнмалла. Вӗсен ӳсӗмӗ те тӗрлӗрен: 4 ҫултан пуҫласа 30 ҫулччен. Мускаври, Хусанти, Чӗмпӗрти, Ӗпхӳри, Ижевскри, Йошкар-Олари, Тольяттинчи, Кироври хорсем ҫитме шантарнӑ. Концерт программине Нигерипе Казахстанри артистсем пуянлатмалла.
Хор ушкӑнӗсене хак паракан тӳресен ертӳҫи — РФ искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин.
Футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ малалла пырать. Паян пирӗн ҫӗршыв спортсменӗсем Испанипе вылӗҫ. Йышра чӑваш юнӗллӗ футболистсем пур. Ҫак хыпара Александр Белов журналист Фейсбукра иртнӗ уйӑхрах пӗлтернӗччӗ.
Калем ӑсти ҫырнӑ тӑрӑх, Сергей Игнашевич тата Артем Дзюба амӑшӗсем – чӑвашсем. Дзюба маларах Ҫӗрпӗве канма килсе ҫӳренӗ, унта футболистӑн тӑванӗсем пур иккен. Игнашевич Хӗрлӗ Чутай районӗнчи спорт шкулне бутсы ярса панӑ-мӗн. Александр Головинӑн аслашшӗ Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, Кемӗр облаҫне ӗҫлеме тухса кайса тӗпленнӗ.
Чӑваш Енпе ячӗсем ҫыхӑннӑ, ҫӗршыв шайӗнче вылянӑ футболистсем унччен те пулнӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ футбол командин вратарӗ пулнӑ Александр Филимонов Йошкар-Олара ҫуралнӑ пулин те (кун пирки ҫак йӗркесен авторӗ Википедире хыпарланине тупрӗ) хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти «Сталь» ушкӑнра вылянӑ. Ҫӗмӗрлери Сергей Башкиров «Спартак» ушкӑнра вылянӑ, кайран Украина командисен тренерӗ пулнӑ. Александр Корченов футболист Шупашкарти «Энергире», Хусанти «Рубинта», кайран Узбекистанри «Пахтакорта» вылянӑ. 1979 ҫулта «Пахтакорта» ушкӑнпа авиакатастрофӑра вилнӗ.
Шупашкарти шкул апатланмӑшӗсенче ирхине тата кӑнтӑрла ҫинӗшӗн ҫитес вӑхӑтрах хаксене хӑпартма пултарасси пирки сас-хура тухнӑ. Кун пирки тӳре-шара уҫҫӑн каламан, анчах асӑрхаттарнӑ.
«Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул апатланмӑшӗсенче хак 2016 ҫултанпа ӳсмен. Паянхи кун 1-4-мӗш классенче вӗренекенсем ирхи тата кӑнтӑрлахи апатшӑн — 65 тенкӗ, 5-11-мӗш классем 69 тенкӗ тӳлеҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ палӑртнӑ тӑрӑх, хаксене ҫак таранччен хӑпартмасӑр тытса тӑма май килнӗ, мӗншӗн тесен кирлӗ тавара йӳнӗ хакпа курттӑммӑн туяннӑ. Анчах капла пулсан малашне шкул апатланӑвӗн комбиначӗсен тӑкакӗсем тупӑшӗнчен ытларах пулӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла, Шупашкарти хаксем, федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ытти хуларипе танлаштарсан, чи пӗчӗккисем. Йошкар-Олари шкулсенче ачасем апатланнӑшӑн — 104 тенкӗ, Хусанта — 80 тенкӗ, Самарта — 150 тенкӗ, Саранскра — 97,5 тенкӗ, Чулхулара 146 тенкӗ тӑкаклаҫҫӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кӑҫалхи кӗркунне, чӳк уйӑхӗн 28-30-мӗшӗсенче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Димитровград хулинчи А.Н. Островский ячӗллӗ драма театрӗнче гастрольпе пулӗ.
Инҫе ҫула тухма «Большие гастроли для детей и молодежи» (чӑв. Ачасемпе ҫамрӑксем валли пысӑк гастрольсем) театр проектне лекме пултарнипе май килӗ. «Большие гастроли» (чӑв. Пысӑк гастрольсем) проекта РФ Культура министерстви 2014 ҫултанпа йӗркелет. Пӗлтӗр ведомство «Ачасемпе ҫамрӑксем валли пысӑк гастрольсем» енпе те укҫа уйӑрма пуҫланӑ. Пирӗн республикӑри ҫамрӑксен театрӗ пӗлтӗрех унта лекнӗччӗ. Ун чухне вӑл Мари Элти Йошкар-Олара, Волжскра, Чикмере (Козьмодемьянскра), Звениговӑра пулнӑччӗ, асӑннӑ республикӑри шкул-интернатсенчен пӗринче ыр кӑмӑллӑх спектаклӗ кӑтартнӑччӗ.
Димитровградра артистсем «Веселые уроки ОБЖ», «Жила-была Сыроежка», «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен», «Юрату пурах иккен» спектакльсем лартӗҫ.
Шупашкара икӗ хутлӑ пуйӑссем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Анчах халех мар. 2019–2020 ҫулсенче.
Федерацин пассажир компанийӗ вӗсене хамӑр патра туса кӑларакансенчен туянасшӑн.
Икӗ хутлӑ пуйӑссене эпир маларах асӑннӑ организацире 15 маршрутпа ҫӳреттересшӗн. Кунта Петрозаводск, Мурманск, Йошкар-Ола, Хусан, Чӗмпӗр, Тольятти, Ӗпхӳ, Ӗренпур, Пенза тата Шупашкар хулисене асӑннӑ.
2021-мӗш ҫултан пуҫласа 2022-мӗш ҫул таран тата тепӗр тӑхӑр маршрутпа ҫӳретме тытӑнасшӑн. Пассажирсем нумай пулсан кӑҫал ун йышши пуйӑссене Ижевска ярасшӑн.
Сӑмах май, «Шупашкар–Хусан» маршрутпа пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссене ҫӳретме пуҫлас, унӑн вокзалӗ Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ҫывӑхӗнче пулас пирки сӑмах-юмах ҫӳренине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |