Шупашкар хулинче кӳршӗллӗ Мари Элти хӗрача шар курнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 6 ҫулхи ача Чӑваш Енре хӑнара пулнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл типӗ фонтанӑн решетки ҫине урипе пуснӑ та ури анса кайнӑ. Ачана тухтӑрсен пулӑшӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Урине хытах ыраттарнӑ ачана васкавлӑ пулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ. Ку хыпара «Ҫыхӑнура» форумра «Марийская Правда» пӗлтерни тӑрӑх ҫырнӑ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫри хыпара тӗрӗслеме форум журналисчӗсем пирӗн республикӑри васкавлӑ пулӑшу службипе ҫыхӑннӑ, унтисем ҫирӗплетсе панӑ.
Форумра хыпара вуланисем тимлӗрех пулмалла, фонтан ҫине кӗрсе каймалла мар тесе ҫыраҫҫӗ.