Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче). Чӑвашсем тӗрлӗ хулана хӑйсемлерех каланине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Мускав, Чулхула, Хусан, Чӗмпӗр, Питӗр, Самар, Сӑвар... Кусем пурте пӗлекен ятсем. Сайрарах тӗл пулакан хула ячӗсем: Пирӗм — Пермь, Алапӳ — Елабуга, Артатту — Ардатов, Лайӑш — Лаишево...
тенӗ юрӑра. Тата ытти хула ячӗсене калар: Кӑрмӑш — Курмыш, Хустӑрма (Хостӑрма) — Кострома, Ярӑслав — Ярославль, Аршшав — Варшава, Чархули — Йошкар-Ола, Кейӳ — Киев, Пӳлер — Биляр, Астампул — Стамбул, Чикме — Козьмодемьянск, Мӗрселин — Иерусалим, Аҫтӑрхан — Астрахань... Юрӑ та пур:
Улатимӗр — Владимир хули; ӗлӗкхи вырӑссен Владимирпе Суздаль княжестви пулнӑ. Улатимӗр хапхи витӗр тухмасӑр пурнӑҫ мӗнне пӗлейместӗн, тенӗ чӑвашсем. Ку, ахӑртнех, ҫав тапхӑрта ҫуралнӑ сӑмах пулӗ. Улатимӗрте Ылтӑн хапха пулнӑ, ун пирки ҫапла сӑмах-юмах чылай ҫӳренӗ. Пӑлхар хули ҫинчен калани нумай халӑх сӑмахлӑхӗнче. Хӑшпӗр чухне ӑна Шери-Пӑлхар теҫҫӗ. «Шери-Пӑлхар тӗнче пӗтнӗ чухне каллех ҫиеле тухмалла, халӗ вара вӑл ҫӗр айне путса тӑрать», — ӗненнӗ чӑвашсем. Митта Ваҫлейӗ А.С. Пушкинӑн «Ӑрӑмҫӑ Олег ҫинчен хунӑ юррине» куҫарнӑ чухне византисен тӗп хулине Царьграда Чархула тенӗччӗ.
Хушса калани. Хула ячӗсем пирки каласа тухас пулсан, паллах, ҫак кӗнеке 1993 ҫулта тухнине чи малтан шута илес пулать. Ку тапхӑрта чӑваш чӗлхинчи чылай сӑмах, совет саманинче усӑ курма пӑрахнӑскерсем, ҫӗнӗрен чӗрӗлчӗ. Горький вырӑнне Чулхула теме тытӑнчӗҫ, Астрахань вырӑнне — Аҫтӑрхан, тата ыт. те. Чӑвашла ятсем, паллӑ ӗнтӗ, ытларах енӗпе пирӗн халӑх тӑтӑш пурӑнакан ҫӗрсем таврашӗпе сарӑлнӑ. Ҫаксен йышне Чархули, Хусан, Чикме, Чулхула, Пирӗм кӗреҫҫӗ (асӑрхӑр: Саранскӑн чӑвашла ячӗ ҫук; Ашмарин словарӗнче те вӑл «Сарански» ятпа ҫеҫ кӗрсе юлнӑ; хула ячӗн этимологийӗ вара «Сара», «Сарлей» юханшыв ячӗпе ҫыхӑннӑ тет; ирҫеллерен чӑвашла «шурлӑхлӑ вырӑн» пек куҫать). Чӑвашла ятсен тата тепӗр сийӗ — чӑваш халӑхӗшӗн палӑрнӑ хула ячӗсем: Ӑстампул (халь ҫырура ҫавах та ытларах ҫакнашкал ӑна ҫыраҫҫӗ), Улатимӗр, Аҫтӑрхан, Аршшав… Юхма Мишши палӑртнӑ ятсенче, паллах, пур хула та ҫук. Ак, калӑпӑр, Шуланкӑ — Мари Элти Звенигово хула ячӗ. Ижевска ытларах чухне халь Ишкар тесе ҫырма пуҫларӗҫ. Ҫӑвӑн пекех Тӗмен (Тюмень), Челепи (Челябинск), Ӗренпур (Оренбург), Хӗрлӗ Ҫыр (Красноярск), Самар (Самара), Сарӑту (Саратов) йышши хула ячӗсене асӑнман. Халь пур-и ҫук-и пӗлместӗп, анчах Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш чӗлхи факультетӗнче коридорта чӑвашсем тӑтӑш пурӑнакан вырӑнсен картти пурччӗ. Унта хӑш-пӗр хула ячӗсене чӑвашла ҫырса хунӑччӗ: «Чӑваш халӑх сайтӗнче» эпир май ҫитнӗ таран чӑвашла ятсемпе усӑ курма тӑрӑшатпӑр. Калӑпӑр, Чӗмпӗрсем вӑйпах «Ульяновск» ҫырнӑ хушӑра эпир «Чӗмпӗр» тесе палӑртатпӑр. Хулине те, облаҫне те. Юхма Мишши илсе кӑтартнӑ хӑш-пӗр ятсене тӳрех тӗрӗслеме май ҫук ӗнтӗ. Ӑҫтан илнине палӑртма йывӑр. Ак, калӑпӑр, Киева эпир «Кейӳ» тетпӗр. Анчах ӑҫтан тухнӑ вӑл — паллӑ мар. Те чӑн та авалтан килет, те Юхма Мишши усӑ курма пуҫланӑ вариант (вӑл усӑ курнисӗр пуҫне урӑх курман). Ҫавнашкаллисен йышне Мӗрселин, Кисан (Рязань) тата хӑшӗ-пӗри кӗрет. Кострома-на та Кустӑрма (е Юхма Мишши статйинчи Хустӑрма варианчӗпе) теес килет, анчах халӑха ытлашши пӑтратни пулмӗ-ши тесе пуҫ вататӑн. Ҫавах та хӑшӗ-пӗрин ячӗсем чӑн та халӑх панисемех ӗнтӗ. Ак, сӑмахран, Чархули (Йошкар-Ола). Эпир халь, паллах, вырӑсла ячӗпе усӑ куратпӑр. Анчах ҫак хулана Чархули тани Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах пуххинче ҫырӑнса юлнӑ. Унсӑр пуҫне Э. Фоминпа А. Иванова ҫакнашкал тӗслӗхе шыраса тупнӑ: «Хусан уесӗнче хут купӑс (кармунь) тӑваҫҫӗ, Чикме, Чар хули уяс[ӗнче] кӗсле тӑваҫҫӗ» [Ҫулталӑк 1908:55]. Александр Пушкинӑн сӑввине те, Митта Ваҫлейӗ куҫарнине, пӑхса илтӗм: унта чӑн та «Чархули» тесе куҫарнӑ. Ахӑртнех тӑлмач «Царево-кокшайск» ятӑн хурмипе усӑ курнӑ. Ашмарин словарӗнче Кейӳ те, Кисан та тупӑнмасть (анчах Киев ятне шыранӑ май тепӗр хула ятне тупрӑм: Кейӑн — Чулхула облаҫӗнчи Княгинино ячӗ). Пӗтӗмлетни. Хуласен чӑваш ячӗсем пирки, паллах, уйрӑм статья шӑрҫаламалла. Унта вӗсен ячӗсем епле пулни ҫинчен те ҫырмалла, пӗтӗмӗшле списокне илсе кӑтартмалла. Хальлӗхе вара ку тишкерӗве вӗҫлес. «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери тепӗр статья вара сӑрт-тусен чӑвашла ячӗсем пирки. Ҫывӑх вӑхӑтра вырнаҫтарӑпӑр. Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. | ||||||||||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Тахçан Кузнечиха райцентр шутланнă. Анчах ун чухне те хула пулман. Ял.