Шупашкар районӗнче 58 пин ҫын ытла пурӑнать. Юлашки ҫулсенче район халӑхӗн йышӗ ӳсрӗ. Ку ӳсӗм ҫуралакан ачасен хисепӗ пурнӑҫран уйрӑлакансен йышӗнчен пысӑкраххипе мар, района пурӑнма килекенсем хушӑнсах пынипе пулса пырать.
Район хуласен ҫумӗнче вырнаҫнӑран кунта чылаййӑн куҫса килеҫҫӗ. Ҫурт-йӗр хуласенчи хваттерсенче пурӑнакансем те нумай лартаҫҫӗ. Хайхи «Дом в деревне, свое молоко» лозунг хӑйӗн ӗҫнех тӑвать.
Ял халӑхӗн хисепӗ пирки ял администрацийӗсем тытнӑ экспертсем мӗнле прогноз параҫҫӗ-ха;
2007 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне Апаш ял тӑрӑхӗнче 2026 ҫын пурӑннӑ. «2020 ҫул тӗлне Апаш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансен йышӗ паянхи шайрах юлӗ е нумаях чакмӗ» тенӗ ял тӑрӑхӗн генеральнӑй планӗнче. Шемшер ял тӑрӑхӗнче 1280 ҫын пурӑннӑ. 2025 ҫул тӗлне 1269 ҫын юлма пултарать теҫҫӗ экспертсем. Атайкасси ял тӑрӑхӗнче 2787 ҫын пропискӑра тӑнӑ. Анчах пуласлӑхра кунта та йыш чакать иккен. Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнче 4780 ҫын тӗпленнӗ. 2025 ҫулта кунта 40 ҫын сахалрах пурӑнма пултарать.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял-Покровски ял тӑрӑхӗнче «Кивпулӑх—Ишлей ст.—Мишер—Янту» ҫула хута ячӗҫ. Ҫак савӑнӑҫлӑ саманта палӑртма Кивпулӑхпа Янту халӑхӗ пухӑнчӗ.
Ҫула уҫнӑ ятпа саламласа Шупашкар район пуҫлӑхӗ Анатолий Князев, Ҫӗньял-Покровски ял тӑрӑхӗн кӑлави Фёдр Данилов, «Дорстройӑн» тӗп инженерӗ Владимир Михайлов ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, ҫула перекетлӗ тытма хушрӗҫ.
Ҫула «Дорстрой» организаци сарчӗ — пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 1,66 ҫухрӑм. Маларах Янтӑва ҫитме ҫынсен Явӑш урлӑ каҫса ҫӳремелле пулнӑ. Унта та ахаль урапа ҫулӗ ҫеҫ — ҫанталӑк пӑсӑлсан ни тухма, ни кӗме. Халӗ ӗнтӗ ҫӗн ҫула Кивпулӑх урлӑ сарнӑ. Ҫулӑн пӗлтерӗшӗ самай пысӑк — вӑл Янтӑва кӑна мар, Кивпулӑхпа Мишерте пурӑнакан ҫынсене те самай усӑ парӗ — шӑп та лӑп ҫак ялсен урамӗпе иртет те ӗнтӗ. Тавралӑхӗ ҫырма-ҫатраллӑ пулнӑран укҫине те самаях тӑкаклама тивнӗ — республика бюджетӗнчен 20 млн. ытла тенкӗ кирлӗ пулнӑ.
