Акан 30-мӗшӗнче Шупашкар район администрацин пуҫлӑхӗ А.П.Князев тӗрлӗ ҫулсенче районти организацисемпе учрежденисене ертсе пынӑ ветерансемпе тӗл пулчӗ. Анатолий Пантелеймонович вӗсене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи Ҫӗнтерӳпе вӗҫленнӗренпе 65 ҫул ҫитнӗ ятпа хӗрӳллӗн саламларӗ, унтан кӗскен районӑн социаллӑ-экономика пурнӑҫӗпе паллаштарчӗ.
Район ертӳҫипе тӗлпулӑва пухӑннӑ тыл ветеранӗсем Кӳкеҫре Державная богородица иконӗ ячӗпе туса лартнӑ ҫӗнӗ храма ҫитсе курчӗҫ, унтан ҫӗнӗ ЗАГСпа тата районти тӗп вулавӑш ҫурчӗпе паллашрӗҫ.
Районти ҫак ҫӗнӗ объектсем пур енчен те паянхи пурнӑҫ ыйтнӑ шайра — хӑтлӑ, илемлӗ, ӗлккен. Кунта килекенсен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтерекен учрежденисем пулнине палӑртрӗҫ ветерансем, ҫакӑншӑн хӑйсем савӑннине палӑртрӗҫ.
Районта тата тепӗр паллӑ культура учрежденине те — Иакинф Бичурин ячӗллӗ музее те кӗрсе курчӗҫ ветерансем, паллӑ востоковед-ученӑй палӑкӗ умне чӗрӗ чечексем хурса сӑн ӳкерттерчӗҫ. Район музейӗн экскурсовочӗ вӗсене Ҫар мухтавӗн залӗпе паллаштарчӗ. Ветерансем Ҫатракассинчи ҫӗнӗ технологиллӗ котельнӑйпа паллашнӑ хыҫҫӑн Ишлейре вырнаҫнӑ Шупашкарӑн электромеханика заводне ҫитсе курчӗҫ.