Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗртмен 5-мӗшӗнче иртнӗ Шупашкар районӗн Акатуйӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 11.06.2010 15:28 | 2230 хут пӑхнӑ
Юланутҫӑ-пикесем
Юланутҫӑ-пикесем

Ҫак вӑхӑтра чӑваш мӗн ӗлӗкрен ҫурхи ака ӗҫӗсене вӗҫлесе ҫӗр-аннемӗре туй туса панӑ. Хӑй савӑннинчен ытла ҫӗр савӑнтӑр тесе тӑрӑшнӑ — ӑна халалласа «Аки-сухи» юррине юрланӑ. Ҫӗре пӗтӗлентернӗ хыҫҫӑн тапса-сиксе ташлама юраман, хӗрсемпе каччӑсем ушкӑн-ушкӑн карталанса вӑййа тухнӑ, пурнӑҫа, ҫӗре-шыва мухтаса юрӑ юрланӑ. Паллах, пӗринчен тепри маттуртарах, пӗринчен тепри хитререх пулас килнӗ ҫак туйра: хӗрсемпе арӑмсем чи хитре тумсем тӑхӑнса пынӑ уява, маттур яш-кӗрӗм тӗрлӗ ӑмӑртура вӑй виҫнӗ. Тӑван халӑхӑн ҫак сӗм авалхи ырӑ йӑли халичченех упранса пыни тем пекех хаклӑ. Вӑл ҫамрӑксене чӑвашлӑх тӗнчипе ҫыхӑнтарать. Вӑйӑ кӑна-и? Вӑйӑ вӗҫҫӗн ҫеҫ нимле йӑла та тытӑнса тӑраймасть. Ӗҫре малта пыракансене чыслани пысӑк витӗм кӳрет. Ҫын ҫинче ырӑ сӑмах илтни ылтӑнран та хаклӑрах.

Ҫӗртмен 5-мӗшӗнче Кӳкеҫри «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра Шупашкар район ҫыннисем 2010 ҫулхи Акатуя пухӑнчӗҫ. Ӑна кӑҫалхи ҫул вӗрентекен ҫулталӑкӗ пулнине, Аслӑ ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине, Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул ҫитнине тата чӑваш поэзийӗн классикӗ К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫинине халалланӑ.

Акатуй программи пуян. Анатолий Князев район 2009 ҫулта тунӑ ҫитӗнӳсем пирки каларӗ. Экономикӑри кризиса пула ҫӑмӑлах пулман иртнӗ ҫул, ҫапах та район ял хуҫалӑх продукцийӗ туса илес тӗлӗшпе республикӑра 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне тата Шупашкар районӗ республикӑра иртнӗ «Лидер Туриндустрии» конкурса хутшӑнса малти вырӑна тухнӑ. Мошкасси ялӗ патӗнче лашапа ярӑнма юратакан туристсем валли йӗркеленӗ «Заимка» комплекс тата Кӳкеҫри «Бичурин садӗнчи» Бичурин палӑкӗ — ҫак тӗллевпе йӗркеленӗ малтанхи объектсем.

Район пуҫлӑхӗ иртнӗ ҫул та, вӑй-халне шеллемесӗр ӗҫленӗ маттур ҫӗр ӗҫченсене, кӑҫалхи ҫур акинче мала тухнӑ ял хуҫалӑх кооперативӗсене Хисеп грамотисем, Тав ҫырӑвӗсем парса чысларӗ, хаклӑ парнесемпе савӑнтарчӗ.

Шупашкар район ӗҫченӗсене Чӑваш Республикин президент администрацийӗн ертӳҫи Владимир Тимофеев саламларӗ, ЧР Президенчӗн саламлӑ ҫырӑвне вуласа пачӗ, «Атлашевский» СХК трактористне Анатолий Шичкина нумай ҫул хушши таса кӑмӑлпа тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Президентӑн Тав ҫырӑвне пачӗ.

Тӑрӑшуллӑ ӗҫченсене ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Михаил Игнатьев Ял хуҫалӑх министерствин регион аталанӑвӗн грамотисемпе, ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗн ҫумӗ Владимир Мидуков, ЧР Патшалӑх Канашӗн Аппарат ертӳҫи Александр Иванов тата Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Чӑвашбройлер» АУО ертӳҫи Вадим Николаев ЧР Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотисемпе чысларӗҫ, хаклӑ парнесем пачӗҫ.

Уҫланкӑ тавра Кӳкеҫри райпо лавккисем вырнаҫнӑ, варринче — ача-пӑча савӑнмалли аттракционсем тата вӑй виҫмелли тӗрлӗ вӑйӑсем, кам волейболла вылять (ҫӗнтерӳҫӗсене парне — така), кам — шӑчӑ тӑррине хӑпарса хаклӑ парне (автан) илме пултарать.

Хӑшӗсем каҫах килсе ҫӗр выртнӑ — кусем «Чӑваш кил-ҫуртне» тӑвакансем. Хӑйне евӗрлӗ вӑхӑтлӑх этнографи музейӗ темелле пулӗ ӑна. Вӗрлӗк карта тытса ҫавӑрнӑ картишӗнче — тӑм савӑт-сапа, хултӑрчӑ, тӑпачӑ, кӑкшӑм, пир тӗртмелли станок, сӑпка, сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ. Тата икӗ сӗтел ҫинче — чӑваш ҫыннин сӑнарне, выльӑх-чӗрлӗхне калӑпланӑ шӗпсутсем, чӑваш кӗпи-эрешӗ. Кунта темиҫе коллектив — Апаш, Шӗнерпуҫ, Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхӗн ҫыннисем, «Бичурин тата самана» район музейӗ, «Паха тӗрӗ» фабрика пӗрле вӑй хунӑ.

Курма кӗрекен хӑна экспонатсене тытса пӑхма ҫеҫ мар, тӑхӑнса сӑн ӳкерттерме те пултарать. «Паха тӗрӗ» фабрика тӗрӗҫи Нина Степанова станокпа тӗрӗ тӗрлесе ларни, ҫамрӑк ача амӑшӗ алӑри пепкине кӑкӑр ӗмӗртни, кӗнчелеҫҫи ҫинче ватӑ карчӑк ҫӑм арласа ларни — чӑваш тӗнчи чӗрӗлӗхне витӗмлетет. Акӑ, вӗсем патне хаклӑ хӑнасем пырса ҫитрӗҫ — Михаил Игнатьев, Александр Иванов, Владимир Мидуков, Вадим Николаев тата Анатолий Князев.

Паллах, сӑрине те, кукӑльне те тутанса пӑхма сӗнчӗҫ вӗсене «Чӑваш килӗнче», экскурси ирттерчӗҫ, юр юрлама, таш ташлама чӗнсен район пуҫлӑхӗ чӑтаймарӗ — чӑн чӑвашла ташша ячӗ.

Ҫапла кунӗпех ҫын татӑлма пӗлмерӗ «Чӑваш килӗнчен», хӗвелӗ те Акатуя хытах саврӗ.

Акатуй вӑййи пуҫланчӗ. Тӗрлӗ ял тӑрӑхӗнчен пухӑннӑ пултарулӑх коллективӗсем пӗр картана тӑрса уҫланкӑра вӑййа тухрӗҫ. Сарлакан сарса йӑтса тухрӗҫ Чӑваш республикин ялавне. Ун хыҫҫӑнах тӗрлӗ ташӑ ушкӑнӗсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. Ишлейсем Дон ҫинчи казаксен тумӗпе ташларӗҫ, кӳкеҫсем ҫурҫӗр пӑланӗсем пек мӑйракисене тӑратса енчен-енне мӑнаҫлӑн сиксе тӗлӗнтерчӗҫ. Кӳкеҫри райпо ӗҫченӗсем вара чикан майрисем пулма шутланӑ. Ҫук, юмӑҫ пӑхса, ыйткаласа ҫӳремерӗҫ, «Табор уходит в небо» кинори евӗр акӑш-макӑш ташларӗҫ. Вӗсем вут тӗслӗ кӗписемпе варкӑштарса уҫланкӑ варрине чупса тухсан, чылайӑшӗ хыҫҫӑнах курма чупса пычӗҫ. Кама илӗртмӗ чикансен астармӑш ташши?..

Кӳкеҫри искусство шкулӗнче ӗҫлекенсем ҫармӑссен «Китема» ташшипе тухсан, шавлакан халӑх шӑпӑртах пулчӗ. Лӑпкӑн-хуллен юхать вӗсен кӗвви, ташши те ҫавнашкалах черчен хускануллӑ. Ҫапла кашни халӑхӑн хӑйне май илемӗ. Юлашкинчен пурте пӗрле чӑваш юрри-кӗввине пуҫларӗҫ. Акӑ, вӑйӑ картине тӳпе пек ҫӳллӗ чӑваш тухйи илсе тухрӗҫ. Уяв картинчи ҫынсем алла-аллӑн тытӑнса, Чӑваш тӗнчин илемӗн, чӑваш пурнӑҫӗн мӑнаҫлӑхӗн тӳпи айӗнчен пуҫ тайса тухрӗҫ, сӑваплӑх илсе малашлӑха утрӗҫ...

 

Сӑнӳкерчӗксем: 1 пай, 2 пай, 3 пай

#Шупашкар районӗ, #Кӳкеҫ, #Апаш ял тӑрӑхӗ, #Ишлей, #Мошкасси, #Шӗнерпуҫ ял пӑрӑхӗ, #Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхӗ

 

Комментари:

Victor // 3031.88.3903
2010.06.12 10:15
Victor
ман фотона кăларнă тав ))
2010.06.14 23:36
Аçтахар Плотников
Ку пикесене кăлармасан... Официаллă пайра ытла та кичем :)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем