Ачасене хӳтӗлемелли кун тӗлне республикӑра йӗркеленӗ «Юратнӑ тетте» акцие хутшӑнса, ҫӑвӑн 26-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи хӗрарӑмсен совечӗ Кӳкеҫри ятарлӑ коррекциллӗ пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкул-интернатра вӗренекенсем валли пысӑк парне хатӗрлерӗ — кӗҫӗн класран вӗренсе тухакан 12 ачана кашнине хӑй кӑмӑлланӑ теттесем, волейбол тата футбол мечӗкӗсем пачӗ. Теттесене пухма пилӗк организаци пысӑк пулӑшу панӑ: Шупашкар районӗнчи Пенси фончӗ, «Геона» ТМЯО, Шупашкар район больници, Ҫӗнъял-Покровски ял тӑрӑхӗ (Пархикассипе Кивпулӑх ял ҫыннисем), Ишлейри Шупашкар электромеханика завочӗ.
Уява пухӑннӑ ҫынсене шкул-интернатра вӗренекенсем концерт лартса пачӗҫ. Ачисемпе пӗрле ашшӗ-амӑшӗсем те савӑнчӗҫ. Шкул директорӗн ҫумӗ Альбина Васильева ачасене кӗҫӗн класран ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ ятпа саламларӗ, уйрӑмах тӑрӑшуллисене палӑртрӗ. Районти хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Калиса Фаизова, ачасене теттесем парнеленӗ май ырӑ сунса ҫапла каларӗ:
— Тӑрӑшуллӑ, сӑпайлӑ пулӑр, ачасем, ыттисене хисеплӗр, хӑвӑра хисеплеме пӗлӗр. Учительсене чӑтӑмлӑхпа ҫитӗнӳ сунатӑп. Ашшӗ-амӑшӗсем, сирӗн пуласлӑхра хӑвӑрӑн ачӑрсемпе савӑнмалла пултӑр.
Ачасен савӑнӑҫӗ ҫакӑнпах вӗҫленмерӗ-ха. Вӗсем Пӑрачкаври тата Калининӑри шкул-интернатри ачасемпе пӗрле теплоход ҫине ларса Атӑл тӑрӑх ярӑнма тухса кайрӗҫ. «Колыбель Надежды» инвалидсен обществи 17-мӗш ҫул ҫак шкул-интернат ачисене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу парать. Общество руководителӗ Александр Владимиров вӗсем валли кӑҫал Атӑл тӑрӑх экскурси хатӗрленӗ.