Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Кивпулӑх—Ишлей ст.—Мишер—Янту» ҫула хута ячӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.08.2009 12:49 | 2127 хут пӑхнӑ

Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял-Покровски ял тӑрӑхӗнче «Кивпулӑх—Ишлей ст.—Мишер—Янту» ҫула хута ячӗҫ. Ҫак савӑнӑҫлӑ саманта палӑртма Кивпулӑхпа Янту халӑхӗ пухӑнчӗ.

Ҫула уҫнӑ ятпа саламласа Шупашкар район пуҫлӑхӗ Анатолий Князев, Ҫӗньял-Покровски ял тӑрӑхӗн кӑлави Фёдр Данилов, «Дорстройӑн» тӗп инженерӗ Владимир Михайлов ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, ҫула перекетлӗ тытма хушрӗҫ.

Ҫула «Дорстрой» организаци сарчӗ — пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 1,66 ҫухрӑм. Маларах Янтӑва ҫитме ҫынсен Явӑш урлӑ каҫса ҫӳремелле пулнӑ. Унта та ахаль урапа ҫулӗ ҫеҫ — ҫанталӑк пӑсӑлсан ни тухма, ни кӗме. Халӗ ӗнтӗ ҫӗн ҫула Кивпулӑх урлӑ сарнӑ. Ҫулӑн пӗлтерӗшӗ самай пысӑк — вӑл Янтӑва кӑна мар, Кивпулӑхпа Мишерте пурӑнакан ҫынсене те самай усӑ парӗ — шӑп та лӑп ҫак ялсен урамӗпе иртет те ӗнтӗ. Тавралӑхӗ ҫырма-ҫатраллӑ пулнӑран укҫине те самаях тӑкаклама тивнӗ — республика бюджетӗнчен 20 млн. ытла тенкӗ кирлӗ пулнӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#ҫул-йӗр, #Янту, #Ишлей, #Шупашкар районӗ, #Мишер, #Явӑш, #Кивпулӑх

 

Комментари:

2009.08.15 12:53
Аçтахар Плотников
Эп ку çула сарнă вырăнта пулса — шăп та лăп ун тăрăх ĕнтĕ Янтăва лекрĕм. Çырмаллă-çатраллă вырăн. Çĕртме уйăхĕнче мĕн курнине танлаштарса пăхсан — питĕ хăвăрт сарнă. Кивпулăх патĕнчи çырми самай тарăнччĕ...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем