Паян Тутарстанра авалхи Пӑлхар хулине ЮНЕСКО эткерлӗхне кӗртес ыйтупа ятарлӑ мероприяти иртет. Унта пирӗн рсепубликӑн культура, наци тата архив ӗҫӗсен министрӗ Вадим Ефимов хутшӑнать.
Мероприяти программине Пӑлхарӑн историлле объекчӗсене (Хура палатӑна, Шурӑ палатӑна, мавзолея, Пӗчӗк минарета, Собор мечетне), Пӑлхар аталанӑвӗн музейне, Ислам йышӑннине палӑртса лартнӑ паллӑпа, Шурӑ мечетпе, Ҫӑкӑр музейӗпе паллашассине кӗртнӗ.
Темиҫе минут каялла, 17 сехетре, Тутарстанри Муса Джалиль ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗнче асӑннӑ комплекса ЮНЕСКО эткерлӗхне кӗртесси ҫинчен калакан сертификата савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пама палӑртнӑ.
Асаилтеретпӗр, Тутарстан влаҫӗ тӑрӑшнипе Пӑлхар хулине ЮНЕСКО кӑҫал ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери эткерлӗхӗн палӑкӗ тесе йышӑннӑ. Вӑл 1002-мӗш номерпе ҫырӑннӑ. Сӑмах май Раҫҫейре унашкал палӑксем тата 25 пур.
Кирек мӗн те — ҫын-и вӑл е предприяти-и — хӑйӗн кун-ҫулӗпе пуян. Авалхи ӳкерчӗксене пӑхса иртнине аса илме уйрӑмах кӑмӑллӑ. Муркаш районӗнчи Ильинкӑри кану ҫурчӗ те кун-ҫулӗпе мухтанма пултарать. «Ҫурта 1923 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Чӑвашстрахкассӑн укҫи-тенкипе ӗҫлеттерсе янӑ. Кану ҫурчӗ ҫирӗммӗш ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗччен тытӑнса тӑнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче «Ильинский» кану ҫурчӗ правительство пӗлтерӗшне тивӗҫнӗ. 30-мӗш ҫулсенче канакансем кану ҫурчӗн сарлака та илемлӗ аллейисем тӑрӑх ҫӳреме юратнӑ», — тесе пӗлтереҫҫӗ асӑннӑ тӑрӑхри Е. Таймаскина вӗрентекенпе С. Яртеева шкул ачи.
Кану ҫурчӗ йӗри-тавра ешӗл вӑрман кашланӑ. Инҫех мар ҫамрӑк юманлӑх ешернӗ. Ӑна XIX ӗмӗрте паллӑ вӑрманҫӑ, ӑсчах Б. Гузовский лартнӑ. Ватӑ ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче кану ҫуртӗнче Мускаври правительство тӳри-шарин ҫемйисем ҫулталӑкӗпех пурӑннӑ. Ҫакӑн ҫинчен Леонид Агаков ҫыравҫӑ «Салтак ачисем» повеҫре ҫырса кӑтартнӑ-мӗн.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн совет халӑхӗ кану ҫуртне канма ҫӳреме пуҫланӑ. Ҫамрӑксем гитарӑпа юрлама юратнӑ.
Ҫурлан 16–17-мӗшӗсенче Пӑлхар патшалӑх историпе архитектура заповедник музейӗнче Тутар Республикин туризм енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗ пулӑшнипе авалхи историе хальхи самантра кӑтартакан «Аслӑ Пӑлхар» Пӗтӗм Раҫҫей I фестивалӗ иртет.
10 пин ҫын вырнаҫакан лапамра Вӑтам ӗмӗрти ҫапӑҫусене кӑтартӗҫ. Унта Раҫҫейри 30 регионти тата ют ҫӗршывсенчи 200 ытла салтак хутшӑнӗ. Хӑнасем икӗ кун иртекен фестивальте ӑсталӑх класӗсене хутшӑнӗҫ, 14–15-мӗш ӗмӗрсенчи ташӑсене ташлама вӗренӗҫ, Вӑтам ӗмӗрти кӗвӗпе киленӗҫ.
Ҫав кунсенче истори ярмӑркки ӗҫлӗ. Унта кашниех сувенир, ӗлӗкхи алка-эрешсен копине, тумтире, пушмака туянма пултарӗ. Фестивале килнисем сурӑх какайӗпе икерчӗ, уйран, хир сысни какайне, килти кӑлпассие тутанма пултарӗҫ. Вӑтам ӗмӗрти мӗнпур ҫимӗҫе истори кухнин «Куликово уйӗ» фестиваль ҫӗнтерӳҫисем ертсе пынипе хатӗрлӗҫ.
Ача-пӑча лапамӗнче хӗҫпе ҫапӑҫас енӗпе спорт турнирӗ иртӗ. Унта 5 ҫултан аслӑрах ачасем хутшӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене пылак парнепе хавхалантарӗҫ.
Фестивале килекенсем валли 2000 вырӑнлӑ лагерь хатӗрлӗҫ. Фестиваль пирки тӗплӗнрех 8(843) 473-04-56 номерпе шӑнкӑравласа пӗлме пулать.
Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗ патӗнчи сӑваплӑ вырӑнта археологсем ӗҫлеме тытӑннӑ.
Тӗлӗнмелле археологи палӑкне тӗпчессин малтанхи тапхӑрӗ 2012 ҫулта пуҫланнӑ. Унти материалсене «Шупашкар хули тата унӑн тавралӑхӗ Вӑтам ӗмӗрте: Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ» кӗнекере пичетленӗ. Тӗпчев ӗҫне ӗнер тепӗр хут пуҫланӑ.
Сӑваплӑ вырӑна тӗпчекенсем — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑсӑлӑхӗсен институчӗн археологипе истори пайӗн специалисчӗсем тата Мари Элти ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн ученӑйӗ Д.Ю. Ефремова. 10816 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи вырнаҫнӑ вырӑн XII–XIX ӗмӗрсене пырса тивет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл пӑлхар-чӑваш эткерлӗхӗн тапхӑрне тивет.
Этнологипе археологи сведенийӗсем тӑрӑх хакласан, унта пӑлхарсен, чӑвашсен тата ҫармӑссен тӗн йӑли-йӗрки палӑрать теҫҫӗ. Ҫав сӑваплӑ вырӑн ахаль объект кӑна мар, округри ӑс-хакӑл центрӗ пулнӑ-тӑр тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Утӑн 25-мӗшӗнче Шупашкарта «Сувар» фильм ӳкерме кастинг иртесси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, кино Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗрӗ ҫинчи пурнӑҫа, Сувар хулине ҫутатӗ.
Ӗнер тӗп хулари «Салют» культура керменӗнче фильмра ӳкерӗнекенсене суйлама кастинг иртнӗ. Фильма Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ вӑхӑта кун ҫути кӑтартма палӑртаҫҫӗ. Ӑна ӳкерекенӗсем — «Обочина» кино хатӗрлекенсем.
«Паян кунта килнисенчен кашниех фильм ӳкернӗ ҫӗре хутшӑнаять. Пӗрисем — актер евӗр, теприсем — пулӑшуҫӑ пек», — тенӗ Юрий Тя-Сен сценарист. Проект питӗ вӑрӑм иккен, сахалтан та виҫӗ ҫула пырӗ. Ҫур ҫултан сценарие ҫырса пӗтерӗҫ.
Кастинга 50 ҫын ытла пынӑ. Вӗсен хушшинче паллӑ ҫынсем те пулнӑ.
Экстрасенсен тӗнчери кӗрешӗвне хутшӑннӑ Русалина Селентай, акӑ, мӑшӑрӗпе Дмитрий Мадуровпа тата Терентий ывӑлӗпе пынӑ. Русалина хӑйӗн экстрасенсорлӑ вӑйӗпе те фильма ӳкерме пулӑшма шантарнӑ-мӗн. Хӗрарӑмӑн ывӑлӗ, сӑмах май, «сувар» тесе чи малтан ҫыртарнӑ ача.
Утӑн 25-мӗшӗнче Шупашкарта «Сувар: Халап ҫурални» фильма ӳкермешкӗн кастинг иртӗ.
Ҫӗнӗ фильм авторӗсем — «Чӑвашфильм» киностудин «Обочина» фильма ӳкерекенсем. Фильм Сувар хула пирки пулнине ӑнкарма йывӑр мар.
Картина Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗрӗ ҫинчи ҫапӑҫусене ҫутатӗ. Сценари хатӗр теме те пулать. Халӗ ӳкерӳ валли хатӗрленеҫҫӗ, авторсен йышне палӑртаҫҫӗ.
Кастинг «Салют» культура керменӗнче иртӗ. Унта арҫынсем те, хӗрарӑмсем те пыма пултараҫҫӗ. Фильма ӳкермешкӗн 3 ҫултан аслӑрах ачасем те кирлӗ.
Кастинг утӑн 25-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.
Пӑлхар хулинче ӗҫлекен Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх академийӗн археологи институчӗн экспедицийӗ унта вырнаҫнӑ пасар лаптӑкӗнче шырав ӗҫӗсен вӑхӑтӗнче перс чӗлхипе арабла саспаллисемпе ҫырнӑ кӑкшӑм тупнӑ. Кӑкшӑм ҫинче шӑрҫаланине «Турӑ чурин Салма Кӳлпайӑн ӗҫӗ» тесерех куҫарма пулать иккен.
Ҫырнӑ кӑкшӑм тупӑнни XIV ӗмӗрти ӗҫлесе пурӑннӑ тӑмран япала ӑстакансем хутла пӗлнине ҫирӗплетет тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен Археологи институтӗнче. Ӑста ячӗ йывӑррӑн вуланнине кура мӗн ҫырнине тӗп-тӗрӗс вуланӑ тесе ҫирӗплетме васкамаҫҫӗ-мӗн-ха.
Пасар территорийӗнче пасар хӳммин никӗсӗн пӗр пайне те тупнӑ. Пӗрремӗш Петӗр патша вӑхӑтӗнче никӗсе ватса шурӑ чул кӑларнӑ иккен. Вӑл селитра тума кирлӗ пулнӑ. Анчах никӗсӗн пӗр пайӗ тӗкӗнмесӗр тӑрса юлнӑ, мӗншӗн вӑл тӗлте пӳрт ларнӑ.
Тӗпчев вӑхӑтӗнче ҫавӑн пекех юланутҫӑсен тимӗр йӑранине (йӗнер пускӑчне) 60 мӑшӑр ытла тупнӑ. Ку вӑл сутлӑх валли хатӗрленӗ тавар пулнӑ-тӑр теҫҫӗ. Анчах ӑна пушар сиенлетнӗ иккен.
Кӑҫалхи Чунҫӳрев Чӑваш сӑрчӗ ҫине ҫул тытни пирки эпир сире пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Чӑвашран тухнӑ халӑха вара унта ҫитичченех япӑх хыпарсемпе савӑнтарчӗҫ. Пӗрре тахӑшӗсем «Милая Яна» ҫырса ҫутҫанталӑк палӑкне пӑснӑ, Чӑваш сӑртне илемсӗрлетнӗ. Кунта ытти вырӑнсенче тӗл пулман ӳсентӑрансем ӳсеҫҫӗ иккен, ҫавӑнпа та вӑл патшалӑх хӳтлӗхӗнче шутланать.
Унсӑр пуҫне хӑй сӑрчӗ ҫинче 6 археологи палӑкӗ те пур: авалхи хулан урӗсем, Улӑп тӑприсем. Чунҫӳревҫӗсем ҫитес умӗн 3 кун маларах паллӑ мар ҫынсем ҫак вырӑна кӗрсе урсене ҫӗмӗрнӗ, Улӑп тӑприне трактор таврашӗпе тӗксе тикӗслетнӗ хыҫҫӑн темӗнле труба вырнаҫтарнӑ. Бетонланӑ вырӑнта пирус вӗҫӗсене тата эрех кӗленчин пӑккине сӑнама май пурччӗ.
Чунҫӳревҫӗсем килсе кайнӑ чухне ҫав трубана мӗн валли лартни паллӑ марччӗ, анчах та Тӗменри «Вслух.ру» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра унта тем пысӑкӑш поклоннӑй хӗрес вырнаҫтарнӑ имӗш.
Ку вырӑна никам та сыхламаннине пулах чунҫӳревҫӗсем хӑйсен юпине Абалак (чӑв. Упалӑх) кану базинче вырнаҫтарчӗҫ.
Чӑваш сӑрчӗнче (вӑл Тобольск ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ) Ермакпа Кучум хан хушшинчи ҫапӑҫу иртнӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе географи факультетӗнче иртнӗ эрнекун чӑвашла ҫырнӑ диплом хӳтӗлевӗ иртнӗ. Чӑвашра пурӑнатпӑр пулин те ку хыпара хӑшӗсем темӗнле пысӑк ӗҫ тунӑн йышӑнни вӑрттӑнлӑх мар. Ара, унччен апла туман та, тӗлӗнтермӗш евӗрех туйӑнать пуль ҫав… Вырӑс, чӑваш чӗлхисен тата журналистикӑн факультечӗсенече чӑвашла ҫыраҫҫӗ-ха. Анчах историпе географи факультетӗнче халиччен ун пекки пулман.
Диплома чӑвашла ҫыраканӗ — Дмитрий Степанов ятлӑ студент. Диплома вӑл «Чӑваш наци конгресӗ: кун-ҫулӗ, паянхи лару-тӑрӑвӗ тата пуласлӑхӗ» темӑпа ҫырнӑ.
Студент диплома чӑвашла ҫырнӑ чух хӑш-пӗр йывӑрлӑхпа тӗл пулнине пытарман. «Хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхин ӑслӑлӑх чӗлхи пттех аталанман, — тенӗ вӑл. — Хам пӗлекен ҫӗнӗ сӑмахсемпе усӑ курма тиврӗ. Сӑмахран, пайташ (член), элчӗ (представитель), элтеш (гражданин)».
Диплома пиллӗклӗх хӳтӗлеме пултарнӑшӑн вӑл питӗ савӑннӑ. Май пулсан Степанов хӑйӗн темипе кӗнеке те кӑларасшӑн.
Диплом ҫырнӑ чух каччӑ чӑваш наци юхӑмӗнче паллӑ вырӑн йышӑннӑ ҫынсемпе тӗл пулса калаҫнӑ, вӗсенчен интервью илнӗ.
Атӑлҫи Пӑлхарӑн тӗп хулине, Пӑлхара, ЮНЕСКО Пӗтӗм тӗнчери эткерлӗхӗн палӑкӗ тесе шутлама тытӑннӑ. Ҫапла йышӑнӑва Пӗтӗм тӗнчери организацин профиль комитечӗн ҫӗртмен 23-мӗшӗнче иртнӗ 38-мӗш сессийӗнче тунӑ.
Тутарстан Пӑлхарӑн «тӗлӗнмелле хаклӑхне» йышӑнтарма ҫулталӑк каялла пултарнине пирӗн вулакансем те, тен, пӗлеҫҫӗ пулӗ. Никама пӑхӑнман экспертсене хулара ҫӗнӗ паллӑсем лартни тивӗҫтермен иккен. Ҫак шута Пӑлхарта ислам йышӑннине палӑртса асӑну палли, Шурӑ мечет туса лартнине кӗртмелле.
Пӑлхара Пӗтӗм тӗнчери организацисен эксперчӗсем темиҫе те килcе кайнӑ. Вӗсем музей-заповедникӑн территорине пӑхса ҫаврӑннӑ, археологи япалисен хучӗсене тӗпченӗ.
Пӑлхарӑн историпе археологи комплексӗ Пӗтӗм тӗнчери эткерлӗхе кӗртнӗ 1002-мӗш объект шутланать. Раҫҫейре ун пеккисем ҫапла вара 26-а ҫитнӗ. Ку вӑл Пӑлхар тӗнче культуринче пысӑк вырӑн йышӑннине пӗлтерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |