Нумаях пулмасть биологипе, историпе, информатикӑпа иртнӗ ППЭ кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ. Мухтанмаллиех ҫукки палӑрнӑ. Истрипе экзамен тытнисен 19,5% ҫӗршывӑн иртнӗ саманчӗсене пӗлменни палӑрнӑ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, историпе кӑҫал 1 018 яш-хӗр экзамен тытнӑ. Вӗсенчен 19,45% чи пӗчӗк балл та пухайман. Пӗлтӗр ку кӑтарту 3,3% танлашнӑ. Пӗтӗмпе 5,3% ҫеҫ 80–100 балл пухма пултарнӑ. Пӗлтӗр — 21,41%.
Биологипе информатикӑна илес тӗк кӑтарту лайӑхрах. Биологипе экзамен тытнӑ 1 297 ҫынран 5,47% «2» илнӗ. Пысӑк балл пухакансен йышӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 3 хут сахалланнӑ. Информатика экзаменӗнче 6,58% 24 балл та пухайман. Пӗтӗмпе 8,33% ҫеҫ 80–100 балл пухнӑ.
Самар облаҫӗнче Атӑлҫи пӑлхарсен артефакчӗсен куҫса ҫӳрекен куравӗ ӗҫлет. Унта Муром хули тесе калакан вырӑнта пурӑннӑ пӑлхарсен япалисене кӑтартаҫҫӗ.
Ҫӗртмен 3-мӗшӗнче, сӑмахран, курав Жигулевск хулин музейӗнче ӗҫленӗ. Унта ҫитсе курнисем пӑлхарсен тимӗрҫисен, хурҫӑ шӑратаканӗсен, ювелирӗсен, тӑм савӑт ӑстисен, ҫурт тӑвакансен пултарулӑхне вӗсем тунӑ япаласем тӑрӑх хаклама пултарнӑ.
Курава Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн чи пысӑк хулисенчен пӗрне, Самар Луки ятилине, халалланӑ. Несӗлӗмӗрсемшӗн вӑл хула, хальхилле каласан, стратегилле пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Пӑлхарсен пӗрремӗш ял-хулисене унта VII–IX ӗмӗрсенче йӗркеленӗ, Муром хулине — X ӗмӗрте.
XIII ӗмӗр пуҫланиччен Самар Лукине крепӑҫ евӗр усӑ курнӑ. Вӑл Атӑл тӑрӑх каякан суту-илӳ ҫулӗсене пӑхса тӑнӑ. 1236 ҫулта монголсен ҫарне вӑл чи малтан тӳссе ирттернӗ пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна ҫавӑн чух чӗртсе ҫунтарса янӑ. Унтанпа хулана тек чӗртсе тӑратман.
Хулана мӗншӗн Самар Луки ят панин чӑнлӑхне пӗлекен ҫук. Муром хули тесе XVIII ӗмӗрте Петер Симон Паллас нимӗҫ тӗпчевҫи калама тытӑннӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, пионер организацине йеркеленӗренпе 92 ҫул, ӑна Владимир Ильич Ленин ятне панӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май Шупашкарта мероприяти иртнӗ, пионерсен ретне 50 яхӑн ача тӑнӑ.
Чи малтанах ҫар тумне тӑхӑннӑ шкул ачисем Владимир Ленин палӑкӗ патӗнче марш утнӑ. Уяв линейкине Шупашкарти, Вӑрнар районӗнчи шкулсенчи пионер отрячӗсен, Ҫӗнӗ Шупашкарти Зина Портнова ячӗллӗ отряд, Ишлейри Зоя Космодемьянская ячӗллӗ отряд, Шупашкарти КПРФ хула комитечӗ ҫумӗнчи пионер отрячӗ хутшӑннӑ.
Линейкӑна Шупашкарти РФКП хула комитечӗн бюро членӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Е.В.Сухова уҫнӑ. Вӑл хушнипе Совет офицерӗсен союзӗн представителӗсем, комсомолецсем тата пионерсем Республика тӳремӗнче Ҫӗнтерӳ Ялавне, РФ ЛКСМӗн тата пионерин ялавне йӑтса утнӑ.
ЧР Патшалӑх Канашӗнчи РФКП фракцин ертӳҫи Д.Б.Евсеев Пионери граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче йӗркеленнине, вӑл халӗ те ҫамрӑксене патриотлӑх воспитанине парас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. Коммунист депутат пионерсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче аслисемпе тан ӗҫленине каланӑ.
Чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑкланакансем Ахмед Ибн Фадлан ятне аван пӗлеҫҫӗ. Чӑваш мар пулин те пирӗн халӑх историйӗнче те вӑл йӗр хӑварнӑ теме юрать. Араб ҫулҫӳревҫи тата ҫыравҫи Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗнче пулнӑ хыҫҫӑн ҫырнисене пиртен нумайӑшӗ вуланӑ. Сыпӑксем кӑна пулин те кӑсӑкли нумай унта.
Ибн Фадлана Багдад элчелӗхӗн секретарӗ пулнӑ май 922 ҫулта Пӑлхара туслӑ ҫыхӑнусем йӗркелеме янӑ.
Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Воронежри патшалӑх университетӗнче Ибн Фадланӑн бюстне уҫнӑ. Ҫулҫӳревҫӗн ӗҫ-хӗлӗ хальхи Воронеж облаҫӗн территорийӗпе ҫыхӑнман пулин те Иракри Багдад провинцийӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Ибн Фадлан бюстне университета парас тенӗ. Ҫак шухӑш патне вӑл университет «Ирак Республики валли пысӑк квалификациллӗ кадрсем хатӗрлес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» ҫитсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ кӗнеке тухнине «Чӑваш халӑх сайчӗ» час-часах ҫутатать-ха. Кӗнеке кӑларкансем пирки халӑхра тӗрлӗрен йышӑнакансем те пурри вӑрттӑнлӑх маррине пытарар мар. Ун йышшисем: «Укҫа пулсан паян такам та кӗнеке кӑларӗ», — тесе шухӑшланине пӗрре кӑна мар илтнӗ.
Ку сӑмахра чӑнлӑхӗ ҫук мар-тӑр. Ҫапах та кӗнекепе кӗнеке пӗр мар-ҫке. Хӑшӗсем чӑннипех сумлӑ ӗҫсем пичетлеҫҫӗ. Теприсем, ав, пурӑннӑ чух кун ҫути кӑтартайман пӗр-пӗр авторӑн ӗҫне халӑх патне ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫапла ӗҫсен шутне Василий Димитриев историкӑн «Чувашский народ в составе казанского ханства: предыстория и история» (чӑв. Чӑаш халӑхӗ Хусан ханлӑхӗ вӑхӑтӗнче: умисторипе истори) кӗнекине кӗртмелле. Вӑл нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ.
Кӗнеке тӗшши ятӗнченех курӑнать темелле. Унта чӑваш тата тутар халӑхӗсем пуҫланса кайни пирки тавлашнисем вырӑн тупнӑ. Атӑлӑн сулахай енчи чӑвашсен ял-хулин списокӗ те кун ҫути курнӑ.
Пӑлхарсем ӑсталанӑ сайра тӗл пулакан, бронзӑран тунӑ икӗ хатӗр ҫывӑх вӑхӑтра Чулхулари музейра вырӑн тупмалла. Вӗсене темиҫе ҫул каялла Чулхула ҫывӑхӗнче тупнӑ. Вӗсене Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн вӑхӑтӗнче ӑсталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Ҫав хатӗрсем пӗр вӑхӑтра уйрӑм ҫын аллинче упраннӑ.
Сайра тӗл пулакан экспонатра вӑтам ӗмӗрсенчи ӳкерчӗк — чупакан ҫар ҫынни — сӑнарланнӑ. Ҫар ҫыннисене ытларах чух тӑнӑ евӗр сӑнарланӑ иккен. Эпир калакан хатӗр ҫинчи ҫар ҫынни сылтӑм алӑра хӗҫ тытнӑ, ӑна вӑл малалла сулса янӑ. Пуҫа ҫар ҫынни шлем тӑхӑннӑ.
Ку хатӗре капӑрлатмалли хатӗр вырӑнне усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна чӗн, портупея, сумка е лаша кӳлмелли хатӗр ҫумне ҫирӗплетсе хунӑ-тӑр теҫҫӗ.
Чулхула таврапӗлӳҫи Дмитрий Карабельников шучӗпе, асӑннӑ хатӗре XII–XIV ӗмӗрсенче ӑсталама пултарнӑ. «Тен, эпӗ йӑнӑшатӑп та пулӗ, анчах шӑп та лӑп ун пек хатӗрсене Раҫҫейӗн ытти тӑрӑхӗнче тупнине пӗлместӗп», — тесе ҫырнӑ вӑл «Московский комсомолец» хаҫатра.
Чӑваш наци музейӗ авалхи Шупашкарӑн 3D-моделӗпе пуянланнӑ. Ӑна аваллӑх управҫинче ӗҫлекенсем хӑйсем туса хатӗрленӗ. Проекта хатӗрленӗ май вӗсем 200 ытла объекта юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫакӑн валли пултарулӑх ушкӑнӗ тӗрлӗ сӑнӳкерчӗкпе, ҫырса хӑвранӑ асаилӳсемпе, архиври материалсемпе усӑ курнӑ. Хулан историлле сӑн-сӑпатне те вӗсем ҫӗнетсе тӑратма пултарнӑ.
3D модельлӗ экскурсипе паллашакансем 18-мӗш–20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Шупашкара куҫ умне кӑларса тӑратма пултарӗҫ. Паян музейҫӗсем кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре проект хӑтлавне чӗнеҫҫӗ, 16 сехетре вара пуҫласа ҫӗнӗ йышши экскурсипе паллаштарӗҫ.
Швейцарире Израиль ҫыннине Менаше (Михаил) Гольдельмана «хура археологипе» аппаланнӑ тесе шухӑшланӑран арестленӗ иккен.
Гольдельман Хасар тата Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫ аваллӑхне тӗпчекен эксперт шутланать-мӗн. Ҫак ыйтупа ӑна массӑллӑ информаци хатӗрӗсем эксперт евӗр те явӑҫтараҫҫӗ иккен. Пирӗн ҫӗршывра вара ун пирки преступник тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Айӑплавҫӑсен шучӗпе, хайхи Хасар хулисен пуянлӑхне — хӗҫ-пӑшала, ылтӑн савӑт-сапана, виле ҫинче усӑ курнӑ хатӗр-хӗтӗре — саккуна пӑсса чавса кӑларса пурӑнакан ушкӑна ертсе пынӑ. Мула вӑл чикӗ леш енче сутса, пуянлӑха вӑл хӑйӗн машинин алӑкӗ хыҫне пытарнине палӑртаҫҫӗ. Хасар каганачӗн пуянлӑхне туянакансен шутӗнче Раҫҫей олигархӗсем те пур теҫҫӗ.
Гольдельман пирӗн ҫӗршывра ҫуралнӑ. Темиҫе ҫул каялла вӑл Израиле куҫса кайнӑ. Кайран вӑл Лондона ҫитнӗ. Раҫҫей ӑна тӑван ҫӗршыва тавӑрса пама ыйтни усӑ кӳмен. Анчах Швейцарире ӑна тинех тытса чарнӑ. Гольдельмана тытма унпа пӗр шухӑшлӑ ҫын (ӑна тӑватӑ ҫуллӑха хупмалла тунӑ) тӗпчевҫӗсене пулӑшма килӗшни те витӗм кӳнӗ. Израильте вара Дэн Шапира текен хӗвелтухӑҫ тӗпчевҫипе суд пырать-мӗн.
ЧНК сайчӗ Хусанта «Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗсенчи халӑхсен историллӗ шӑпи (XVI ӗм.-XVIII ӗм. пуҫл.)» конференци иртни пирки пӗлтерет. Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи ӑслӑлӑх конференцине Тутарстан ӑсчахӗсемсӗр пуҫне, Чӑваш Енрен те хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех Мускав, Челепи, Тобольск, Ӗремпур, Волгоград облаҫӗнчен те килнӗ.
Сӳтсе явнӑ ыйтусенчен пӗри «XVI–XVIII ӗмӗрсенчи ҫырулӑх ҫӑлкуҫӗсенче тӗл пулакан «чюваш» тата «ясачная чюваша» сӑмахсен этникӑпа социаллӑ пурнӑҫри пӗлтерӗшӗсем» тема пулнӑ. Ыйтӑва тишкернӗ «ҫавра сӗтеле» Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх тӗп ӗҫченӗ, этнологипе социологи пайӗн пуҫлӑхӗ Виталий Петрович Иванов ертсе пынӑ. Доклад калаканни вара асӑннӑ институтӑн филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Николай Иванович Егоров пулнӑ. Ыйту чылайӑшне кӑсӑклантарнӑ курӑнать — ӑна сӳтсе явма тутарсем те, чӑвашсем те хӗрӳллӗ хутшӑннӑ.
Шел те, мӗнле пӗтӗмлетӳ патне тухнине ЧНК сайчӗ пӗлтермест.
Чӗмпӗр облаҫӗнче шыв айӗнчи экспедицине хатӗрленеҫҫӗ имӗш — хайхи Куйбышев шывуправӗн тӗпне тӗпчесшӗн. Ӑсчахсем Кивӗ Майна кӳлмекӗ таврашӗнче ӗҫлӗҫ — кун пирки «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) пӗлтернӗ.
Тӗпчевҫӗсем ӗҫлемелли вырӑн Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн ҫӗрне кӗнӗ. Вӑл тӑрӑхра тӗрлӗ суту-илӳ ҫулӗ иртнӗ: ҫурҫӗртен кӑнтӑралла, Пӑлхартан Кейӳ хулине, Вӑтам Азинчен Атӑлҫи Пӑлхара. 1950-мӗш ҫулсенче Куйбышев шывуправне туса лартнӑ хыҫҫӑн чылай вырӑн шыв айне пулнӑ. Ҫав шутра путнӑ карапсем те.
Археологсем малтанлӑха тӗпчевсем ирттерсе Атӑл тӗпӗнче темиҫе пысӑк ӗскер тупнӑ — вӗсен ҫӳллӗшӗ 2 метра яхӑн иккен. Мӗн тупнине каярах тӗплӗн пӗлесшӗн. Тӗп тӗпчеве нарӑс уйӑхӗнче ирттересшӗн — вӑл вӑхӑтра юханшыв пӑрпа витӗнӗ, ҫапла май хаклӑ хатӗрсене кирлӗ ҫӗре ҫитерме ҫӑмӑл пулӗ имӗш.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |