Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗлтерӳ: 2015 ҫулталӑк валли календарь кӑлартӑмӑр

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.10.2014 08:33 | 1625 хут пӑхнӑ
Пӗлтерӳ

Чӑвашла кунталӑк (календарь) кӑларассине эпир 2011 ҫулта пуҫланӑччӗ — кӑҫалхипе 4-мӗш хут ку ӗҫе пуҫӑнтӑмӑр. Паянтан пуҫласа эсир 2015 ҫул валли чӑвашла календарь туянма пултаратӑр. Ӑна «СУМ» лавккара тата «Сувар» чӑваш наци культурин аталану фондӗнче сутаҫҫӗ (ЧНК ҫурчӗ, 2-мӗш хут). Хакӗ 10 тенкӗ.

Ытти календарьсемпе танлаштарсан пирӗнни йӑлт чӑвашла — уйӑх ячӗсем те кун ячӗсем те. Вырӑслисене илсе паман. Пирӗн шутпа ку кирлӗ те мар — капла кӑларни чӑвашла уйӑх ячӗсемпе кун ячӗсене хӑвартрах вӗренме май парать.

Пӗлтӗрхи евӗрех вӑл, анчах кӑшт улшӑнусем те пур. Республика ӗмӗлки хальхинче симӗсрех тӗслӗ тата профессиле уявсем вырӑнне чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗнчи XIX–XXI ӗмӗрти паллӑ кунӗсене пӗлтернӗ. Паллах, официаллӑ уявсем те, чӑваш йӑли-йӗркин уявӗсем те — хӑйсен вырӑнӗсенчех юлнӑ.

Ку кунталӑка хатӗрленӗ чухне Сергей Щербаковпа Николай Лукианов чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗнчи паллӑ кунӗсене палӑртма, «Сувар» чӑваш наци культурин аталану фончӗ укҫа-тенкӗпе пулӑшрӗҫ.

Чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗнчи XIX–XXI ӗмӗрти паллӑ кунӗсем (кунталӑка кӗнисем):

1868, юпа, 28 — И.Я. Яковлев Чӗмпӗрте Чӑваш шкулне уҫнӑ.

1906, кӑрлач, 21 — Хусанта «Хыпар» хаҫат тухма пуҫланӑ.

1917, ҫу, 15–19 — Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пуҫламӑш пухӑвӗ иртнӗ.

1917, ҫӗртме, 9–13 — Чӑваш рабочийӗсемпе хресченӗсен пуҫламӑш пухӑвӗ иртнӗ.

1917, ҫӗртме, 20–28 — Чӗмпӗрте Пӗтӗм чӑваш наци съезчӗ иртнӗ.

1918, кӑрлач, 12–нарӑс, 1 — Хусанта Пӗтӗм Раҫҫейри чӑваш ҫарӗн съезчӗ иртнӗ.

1918, ака, 27 — РСФСР Наркомнацӗ ҫумӗнче Чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ.

1920, ҫӗртме, 24 — Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗ.

1926, кӑрлач, 31 — Чӑваш АССРӗн пӗрремӗш Конституцине йышӑннӑ.

1926, юпа, 16 — Радиокӑларӑмсем чӑвашла тухма пуҫланӑ.

1990, юпа, 24 — Чӑваш ССРӗн патшалӑх суверенитечӗ пирки калакан декларацине йышӑннӑ.

1990, юпа, 27 — Чӑваш Республикин Чӗлхесем пирки калакан саккуна йышӑннӑ.

1991, пуш, 23–24 — Чӑваш аталану партине (ЧАП) йӗркеленӗ.

1992, нарӑс, 13 — Чӑваш Республикине туса хунӑ.

1992, пуш, 31 — Федеративлӑ договора йышӑнса алӑ пуснӑ.

1992, юпа, 8–9 — Чӑваш Наци Конгресне йӗркеленӗ.

1993, раштав, 12 — Чӑваш Республикин Президентне суйланӑ.

2000, чӳк, 30 — Чӑваш Республикин Конституцине йышӑннӑ.

2005, авӑн, 7 — Чӑваш халӑх сайчӗ йӗркеленнӗ.

#кунталӑксем, #уявсем, #истори, #чӑвашлӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.i-sum.su/t/52477.html
 

Комментари:

Migulaj // 3159.85.1671
2014.10.17 13:36
Питĕ лайăх. Маттур.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем