Ыран Атӑла черетлӗ хутчен вӗтӗ пулӑ ярӗҫ. Хальхинче – осетр йышши паха пулӑ, ҫӗкӗ, 15 пин штук. Ку вӑл Шупашкар шыв управҫине пулӑпа пулӑхлатма иртерекен экологи акцийӗ пулӗ.
Вӗт пулла виҫӗ уйӑх хушши ӳстернӗ, ятарлӑ комбикормпа тӑрантарнӑ. Юлашки вунӑ кунне ҫӗкӗне Атӑлти шыв температурине хӑнӑхтарнӑ тесе хула мэрийӗнче пӗлтернӗ.
15 пин ҫӗкӗне Йӑлӑмри Октябрьски поселокра ярӗҫ. Ҫакна тума «Атӑл» ача-пӑча уйлӑхӗнче канакансене шанӗҫ.
Ӗнер Куславкка хулинче «Михаил Кутузов» теплохода кӗтсе илнӗ. Пермьрен ҫитнӗ туристсене Куславкка халӑхӗ ӑшшӑн кӗтсе илнӗ.
Чулман Атӑл аслӑ Атӑла юхса кӗнӗрен туристсем Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ курортсенче канма пултараҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче — Куславкка хули те.
Куславккана килекен туристсем ӑна Краснодар енӗн курорчӗсемпе ахальтен танлаштармаҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Куславкка пристанӗ ыттисенчен нимӗнрен те кая мар. Туристсем музее кӗрсе хӑйсен шухӑш-туйӑмӗсем пирки каласа кӑтартаҫҫӗ.
Музейре хӑнасем валли экскурси ирттереҫҫӗ, Н.И.Лобачевский пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштараҫҫӗ. Унтан туристсене Куславкка хулинчи тата Куславкка районӗнчи экспонатсене кӑтартаҫҫӗ.
Пӗчӗк кимӗ-карапсен патшалӑх инспекцийӗ шыва кӗме васкамалла маррине аса илтерет.
Атӑлӑн Шупашкар ҫывӑхӗнчи акваторийӗ патӗнче асӑннӑ тытӑм ӗҫченӗсем тӗрӗслев ирттернӗ те ҫынсем шыва кӗме пуҫланине асӑрханӑ. Вӗсене тӗрӗслевҫӗсем шыв кӗмелли тапхӑр ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен кӑна уҫӑлассине асӑрхаттарнӑ. Вӑл вӑхӑта ҫӑлавҫӑсем те ӗҫе кӳлӗнӗҫ.
Кӑҫал республикӑра официаллӑ майпа 15 пляж ӗҫлемелле. Хальлӗхе юханшывсенчи тата кӳлӗсенчи шыв температури 13 градуса яхӑн иккен. Сивве пула мышца хутлатса лартас хӑрушлӑх пысӑк. Ун пек чухне ҫыннӑн алли-ури хускалайманнипе путас хӑрушлӑх пысӑк. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа шывра 8 пӑтӑрмах пулнӑ та ӗнтӗ. Пилӗк ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Куславкка хулинче, Атӑл юханшывӗ хӗрринче, декарбадер тунӑ. Ку халлӑхшӑн питӗ меллӗ. Уйрӑмах — Куславккасемшӗн. Ара, хуларан тӳрех Атӑл леш енчи Волжск хулине ҫитме май пур-ҫке халӗ.
Ӑна хута ямашкӑн Шупашкар юханшыв порчӗн ертӳлӗхӗпе калаҫса татӑлнӑ. Унӑн ҫулӗ: Куславкка — Волжск. Декабардера тытса тӑмашкӑн тата эксплуатацилемешкӗн Куславкка район хыснинчен тӑкаклӗҫ.
ЧР суту-илӳпе промышленноҫ палатинче иртнӗ ҫавра сӗтелре ҫак ыйтӑва хускатнӑ. «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ял туризмне аталантарассине сӳтсе явнӑ.
Ҫавра сӗтелре ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ. Чӑваш Ен хальлӗхе хӑйне туристсем умӗнче кӑтартма пӗлмест-мӗн. Ҫавна май экспертсем ҫӗнӗ имидж йӗркелеме пулӑшакан паллӑсене ҫӳтсе явнӑ.
— Тӗлӗнмелле те, туристсене чи илӗртекенни — Атӑл, — тенӗ ЧР Экспорт пулашӑвӗн центрӗн пуҫлӑхӗ Александр Рыбаков. — Атӑл леш енче хыр вӑрманӗ пур, Мари Республики хыҫҫӑн Киров облаҫӗ пуҫланать теҫҫӗ пулсан кунта Ҫӗпӗр пуҫламӑшӗ теме пулать. Манӑн кӑмӑла «Вӑтам Раҫҫей тайги» тени каять. Ку туристсене те килӗшет.
Ав Сочире иртнӗ Олимпе вӑййисенче регионсен куравне Чӑваш Ен те хутшӑннӑ. Ҫавра сӗтелре туристсене Чӑваш Ене экологи тӗлӗшӗнчен таса апат-ҫимӗҫпе, чӑваш тӗррипе илӗртмес ыйтӑва та хускатнӑ.
Пухура Чӑваш Республикине килекен туристсем валли акӑлчан чӗлхиллӗ сайт та тума сӗннӗ. Ҫавра сӗтеле хутшӑнакансем кӗркунне енне Беларуҫри ял туризмӗн аталанӑвӗпе паллашма палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура, наци тата архив ӗҫӗсен министерстви «Чӑваш Ен — Атӑл чӗри» туризм бренчӗн логотипне хатӗрлеме конкурс ирттерессине пӗлтернӗ.
Асӑннӑ ят тӑван республикӑмӑр туризм тӗлӗшӗнчен тата ытти уйрӑмлӑха пӗтӗҫтерекен ӑнлав пулнине шута илмелле. Ҫутҫанталӑк, истори, социаллӑ культура, наци йӑлисен, пулӑмсемпе ытти хӑйне евӗрлӗх тӑрӑх Чӑваш Ене уйрӑса илмелле тӑвакан сӑмахҫаврӑнӑш уҫса паракан бренд логотипне палӑртмалли конкурса ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗн 28-мӗшӗччен ирттереҫҫӗ. Пӗтӗмлетӗвне ака уйӑхӗн 30-мӗшне палӑртнӑ.
Конкурс йӗрки-шывӗпе (положенийӗпе) Культура министерствин сайтӗнче паллашма пулать. Документсене Шупашкарти Президент урамӗнчи 17-мӗш ҫуртри 631-мӗш пӳлӗмре йышӑнаҫҫӗ. Электрон адрес: culture36@cap.ru. Ыйтса пӗлмелли телефон: (8352) 64-22-94.
Информаци ятне курсан вулакантан хӑшӗ эп тем аташтаратӑп тесе те, тен, шухӑшлӗ. Ҫук, йӑнӑш мар. Бассейн канашӗ. Ҫапла, ун пекки те пур.
Атӑлӑн ҫӳлти бассейн округне Раҫҫейӗн 18 субъекчӗ кӗрет: Ленинград, Тверь, Вологда, Мускав, Смоленск, Улатимӗр, Ярославль, Кострома, Киров, Чӗмпӗр, Пенза, Сарӑту, Чулхула, Иваново облаҫӗсем, Чӑваш Ен, Тутар, Мари, Мӑкшӑ республикисем. Шупашкарта иртнӗ бассейн округӗн X ларӑвне ӑсчахсемпе шыв хуҫалӑхӗн специалисчӗсем килсе ҫитнӗ.
Ларӑва хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев шыв хуҫалӑхне аталантарас, халӑха пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫтерес енӗпе туса ирттерекен ӗҫсем пирки чарӑнса тӑнӑ. Тури Атӑл бассейн шыв управленйиӗн ертӳҫи Александр Баринов вара бассейн канашӗн ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарнӑ.
Адыгей Республикинче ҫак вӑхӑтра туризмпа ӗҫлекен федераллӑ агентство йӗркеленӗ туристсен наци продуктне тӗнче шайӗнче анлӑ сарас меслетлӗхӗн пӗтӗм Раҫҫей канашлӑвӗ иртет. Чӑваш Енрен те унта пирӗннисем кайнӑ.
Ӗнер канашлӑва уҫнӑ — тӗрлӗ тӳре-шара хӑйсен сӑмахне каланӑ. Ҫавӑн пекех кӑсӑклӑ проектсен хӑтлавӗсене те ирттернӗ. Чӑваш Енрен килнӗ делегатсем «Аслӑ Атӑл ҫулӗ» круиз маршручӗн проектне кӑтартнӑ. Ӑна хатӗрлекенсем ҫак ҫула Вӑтам ӗмӗрхи историпе ҫыхӑнтарнӑ имӗш — ҫак ҫулпа хӑй вӑхӑтӗнче тӗрлӗ тӑрӑхсенчи купсасем ҫӳренӗ, вӑл ҫул Скандинавинчи ҫӗршывсене Хӗвелтухӑҫри патшалӑхсемпе пӗр ҫыхха тӗвӗлеме пултарнӑ. Пирӗн тӑрӑхра вара, темиҫе ҫул пӗрлешнӗ вырӑнта, купсасем каннӑ, ыттисемпе тӗл пулса суту-илӳ тунӑ. «Аслӑ Атӑл ҫулӗ» круиз маршрутне «Этникӑлла Чӑваш Ен» туристсен кану кластерне те кӗртнӗ.
Чӗмпӗр облаҫӗнче шыв айӗнчи экспедицине хатӗрленеҫҫӗ имӗш — хайхи Куйбышев шывуправӗн тӗпне тӗпчесшӗн. Ӑсчахсем Кивӗ Майна кӳлмекӗ таврашӗнче ӗҫлӗҫ — кун пирки «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) пӗлтернӗ.
Тӗпчевҫӗсем ӗҫлемелли вырӑн Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн ҫӗрне кӗнӗ. Вӑл тӑрӑхра тӗрлӗ суту-илӳ ҫулӗ иртнӗ: ҫурҫӗртен кӑнтӑралла, Пӑлхартан Кейӳ хулине, Вӑтам Азинчен Атӑлҫи Пӑлхара. 1950-мӗш ҫулсенче Куйбышев шывуправне туса лартнӑ хыҫҫӑн чылай вырӑн шыв айне пулнӑ. Ҫав шутра путнӑ карапсем те.
Археологсем малтанлӑха тӗпчевсем ирттерсе Атӑл тӗпӗнче темиҫе пысӑк ӗскер тупнӑ — вӗсен ҫӳллӗшӗ 2 метра яхӑн иккен. Мӗн тупнине каярах тӗплӗн пӗлесшӗн. Тӗп тӗпчеве нарӑс уйӑхӗнче ирттересшӗн — вӑл вӑхӑтра юханшыв пӑрпа витӗнӗ, ҫапла май хаклӑ хатӗрсене кирлӗ ҫӗре ҫитерме ҫӑмӑл пулӗ имӗш.
Сосновка посёлокӗ ҫывӑхӗнче ӗнер, чӳкӗн 10-мӗшӗнче, икӗ пулӑҫа ҫӑлнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри ИӖМ тытӑмӗ пӗлтерет.
Пӑтӑрмах пирки пулӑҫсем хӑйсем юлташне пӗлтернӗ имӗш — хайхи кӗтмен ҫӗртрен вӗсен киммине шыв тулма тытӑннӑ. Тусӗ ку хыпара ҫӑлавҫӑсене ҫитернӗ хыҫҫӑн инкеке лекнӗ ҫынсем патне 12 минутран катер ҫитнӗ. Ҫӑлнӑ хыҫҫӑн пулӑҫсене сывлӑх тӗлӗшӗнчен пулӑшу кирлӗ пулман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |