Пӑрахӑҫа кӑларнӑ «Шупашкар» ҫар карапне Шупашкарти арҫынсен мӑнастирне хирӗҫ вырнаҫтарӗҫ. Хула администрацийӗ ӑна вырнаҫтармашкӑн проект ӗҫӗсене саккас панӑ. Ку тӗллевпе хула хыснинчен 3,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Проектпа уҫӑ аукцион ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртӗ. Унӑн ҫӗнтерӳҫин проекта кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗччен хатӗрлемелле. Кунсӑр пуҫне ҫав вырӑнта Атӑл хӗррине 200 метр хӑтлӑлатмалла.
Карапа юханшыв хӗрринчен темиҫе метрта вырнаҫтарӗҫ. Ун патне 3 метр сарлакӑш кӗпер илсе ҫитерӗ. Карап ҫывӑхӗнче ҫутӑ пулӗ.
Сарӑту тӑрӑхӗнче нефть пӑрӑхӗ хыпса илнӗ. Пӑтӑрмах Энгельск районӗнчи Красноармейски ял ҫывӑхӗнче пулса иртнӗ.
Ҫулӑма пула темиҫе ҫурт хыпса илнӗ, вӗсенчи ҫынсене ҫӑлма ӗлкӗрнӗ. Сӑмах май ялти пур халӑха та техногенлӑ пӑтӑрмах вырӑнӗнчен илсе тухнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх пурнӑҫран уйрӑлнисем ҫук.
1,200 метр виҫӗллӗ нефть пӑрӑхӗ «Транснефтьӗн» шутланать. Ҫулӑм пурӗ пин тӑваткал метра ярса илнӗ. Пӑтӑрмах вырӑнӗ Атӑлтан инҫе мар пулин те юханшыва лекес хӑрушлӑх ҫук тесе пӗлтереҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑт тӗлне пӑрӑхпа нефть уҫлама пӑрахнӑ, ҫулӑма сӳнтернӗ.
Шупашкарта Кӑшарни праҫникне хатӗрленме пуҫланӑ. Халӑха вакка чӑмма меллӗ те кӑмӑллӑ пултӑр тесе нумай ӗҫ тума палӑртнӑ. Ҫавна май мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ, Атӑлта вакӑ касма вырӑнсем уйӑрнӑ. Вӗсем арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗн ҫывӑхӗнче пулӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вакӑсем патне ҫитме ҫул сарӗҫ, йӗри-тавра турникет тытса ҫавӑрӗҫ. Унсӑр пуҫне вакка чӑмакансемшӗн меллӗ пултӑр тесе саксем вырнаҫтарӗҫ, ҫӳп-ҫап пӑрахма урнӑсем, хальхи йышши контейнерсем, биотуалетсем лартӗҫ, хывӑнса тумланмалли пӳлӗмсем, ӑшӑнмалли пунктсем хӑтлӗҫ.
Ҫакна та каласа хӑвармалла, тӑватӑ талӑк, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 21-мӗшӗччен, вакӑсем патӗнче МЧС, ГИМС, шырав-ҫӑлав службин тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн ӗҫченӗсем хурал тӑрӗҫ.
Вӑл Атӑл леш енне шур ҫырли татма кайнӑ. Унта ҫухалса каясса кам шутланӑ-ха? Юрать, ҫумра телефон пулнӑ.
Ҫурҫӗр поселокӗнче пурӑнакан хӗрарӑм чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 7 сехетре шур ҫырли татма кайнӑ. Хайхискер киле таврӑнма тухнӑ, анчах хӑй ҫухалса кайнине ӑнланнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл тӑванӗ патне шӑнкӑравласа пӗлтерме ӗлкӗрнӗ. Лешӗ вара ҫӑлавҫӑсене пӗлтернӗ.
Ҫӑлавҫӑсем тупиччен хӗрарӑмӑн телефонӗ сӳнсе ларнӑ. Вӗсем ӑна громкоговорительпе, прожекторсемпе шыранӑ. Тепӗр кунхине ирхи 3 сехетре ҫеҫ тупнӑ ӑна.
МЧС вӑрмана кайсан тимлӗрех пулма ыйтать. Ҫумра яланах телефон пулмалла, ҫула тухиччен ӑна зарядкӑна лартмалла.
Хӗл ҫывхарать. Ҫӗнӗ Шупашкарта вара Атӑл хӗррине хӗрсе кайсах хӑтлӑлатма тытӑннӑ. Ӑна муниципалитетри ятарлӑ программӑпа хута яраҫҫӗ.
Ӗҫсене Винокуров урамӗнчен пуҫласа Женя Крутова урамӗ еннелле пурнӑҫлӗҫ. Кӑҫал 360 метр лаптӑка хӑтлӑх кӗртме палӑртнӑ. Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен 3 метр сарлакӑш тротуара, виҫӗ лапама, саксемлӗ ҫичӗ вырӑна тума палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ҫутӑсем, ливневкӑсем вырнаҫтарӗҫ. Строительство компанийӗ ку ӗҫе пурнӑҫлас тесе 13 747 744,89 тенкелӗх килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑл хӗррине ҫитсен кӑмӑлсӑрланнӑччӗ. Унта тирпейсӗрлӗх хуҫаланни унӑн кӑмӑлне кайман.
Канмалли кунсенче моржсем тупӑшӗҫ. Ӑмӑрту Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӑй-хал культурипе спорт управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, моржсем Атӑл хӗрринче пухӑнӗҫ. Старт арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ ҫывӑхӗнче пуҫланӗ. Пуҫламӑшӗ 12 сехетре.
Старта Чӑваш Ен, Мали Эл, Тутарстан, Удмурт Республикин, Чӗмпӗр тата Чулхула облаҫӗсен, ытти регионсен спортсменӗсем тухӗҫ. Спортсменсене 10 сехетре регистрацилеме тытӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене медальпе, дипломпа хавхалантарӗҫ. Кунсӑр пуҫне ишме тухнӑ чи аслӑ тата чи кӗҫӗн ҫынна палӑртӗҫ.
1-мӗш СИЗОра ӗҫлекен арҫынна ҫынсем тав туса ҫыру янӑ. Ку уншӑн кӗтменлӗх пулнӑ. Ара, вӑл ҫынсене путасран ҫӑлнине ыттисем пӗлмеҫҫӗ тесе шухӑшланӑ.
Александр Ермаков кӗҫӗн инспектор Атӑл хӗрринче пулнӑ чухне икӗ ҫын путнине асӑрханӑ. Арҫынпа пӗчӗк ача шывра хӑлаҫланнӑ. Инспектор тӑхтаса тӑман – вӗсене ҫӑлма васканӑ. Вӑл иккӗшне те ҫыран хӗррине илсе тухнӑ, пӗрремӗш медпулӑшу кӳнӗ. Арҫын тӑна кӗрсе хӑй тӗллӗн сывлама тытӑннӑ.
Александр кун хыҫҫӑн мӑнаҫланса ҫӳремен. Унӑн шухӑшӗпе, ун вырӑнӗнче пулас тӑк кашниех ҫапла тӑвӗччӗ. Ку утӑ уйӑхӗнчех пулнӑ. Вӑхӑт иртсен тав туса ҫыру килсен питех те тӗлӗннӗ вӑл.
Иртнӗ вырсарникун республикӑра виҫӗ ҫын путса вилнӗ. Ирхине Ҫӗрпӳри пӗвере 54 ҫулти арҫын путнӑ. Вӑл тусӗпе, иккӗшӗ те ӳсӗр пулнӑ вӗсем, пӗве урлӑ ишсе каҫма шухӑшланӑ. Варрине ҫитсен 54 ҫултискер вӑйран кайнӑ, шыва путнӑ. Унӑн виллине ҫӑлавҫӑсем шыраса тупнӑ.
Тепӗр пӑтӑрмах Атӑл леш енчи «Прометей» кану базинче пулнӑ. 17 сехетре Атӑлта 37 ҫулти хӗрарӑм путса вилнӗ. Унӑн виллине хальлӗхе тупайман.
Улатӑрта 11 ҫулти хӗрача путнӑ. Вӑл аппӑшӗсемпе пӗрле Сӑрӑн сулахай енне шыва кӗме кайнӑ. Хӗрача чӑнкӑ ҫыран хӗррине лекнӗ те шыв айне кайнӑ. Халӗ унӑн виллине шыраҫҫӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитнӗ, анчах унта унӑн кӑмӑлне пӑсакан чылай япала тупӑннӑ. Юханшыв хӗрринчи тирпейсӗрлӗх уйрӑмах тӗлӗнтернӗ ӑна.
Михаил Васильевич спутник хулара ӗнер пулнӑ. Унти Атӑл хӗррине хӑтлӑлатма кӑҫал 14,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Унта брусчаткӑран тротуар, саксем, ҫутӑ, велоҫул, ливнесток пулмалла. Анчах хальлӗхе гранит чул кӑна пур. Ӑна пӗлтӗр хурса хӑварнӑ. Вӑл – пулас хӑтлӑлӑх палли. Чул 10 пин тенке яхӑн тӑрать, ӑна спонсор укҫипе лартнӑ.
Атӑл хӗррине хӑтлӑлатмалла-ха, анчах халӗ унти лару-тӑру питех савӑнтармасть: тирпейсӗр. Юханшыв хӗрринче свалкӑсем ӳссе ларнӑ. Ҫитменнине, ҫумкурӑк ашкӑрать. Ачасем вара аслисем ҫук чухнех кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтермен пляжра шыва кӗреҫҫӗ. Михаил Игнатьев хула пуҫлӑхне Ольга Чапрасовӑна лару-тӑрӑва тӳрлетмешкӗн пӗр эрне панӑ.
Иртнӗ эрнекун Сӗнтӗрвӑрри районӗнче кӑҫалхи ҫур ҫула пӗтӗмлетмелли пуху иртнӗ. Унта республикӑран Михаил Игнатьев Элтепер, Светлана Енилина финанс министрӗ тата ыттисем хутшӑннӑ.
Районӑн ҫур ҫулхи аталанӑвӗпе паллаштарнӑ май туризма аталантарассине те хускатнӑ. Пухура пулнӑ Андрей Иванов журналист пӗлтернӗ тарӑх, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников ҫапларах пӗлтерни паллӑ: Сӗнтӗрвӑрринче туризм аталанать, мӗншӗн тесен Куславккара дебаркадер ҫук, ҫавна май пӑрахутсем Сӗнтӗрвӑрринче чарӑнаҫҫӗ.
Кӑҫал «Куславкка–Волжск–Куславкка» маршрутпа Атӑл ҫийӗн теплоход ҫӳреттермессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Навигацие чарса лартни теплоход тӑмалли вырӑна вырнаҫтарма укҫа хӗсӗк пулни темелле. Куславккасем Шупашкарти юханшыв порчӗ дебаркадершӑн хаклӑ ыйтать тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |