Шупашкарта ылтӑн яхта шыва путнӑ. Вӑл ылтӑнтан пулман-ха. Унӑн тӗсӗ ҫавӑн пек пулнӑ иккен. Хаклӑ пурлӑх яхт-клубӑн стоянкинче ларнӑ.
Пӑтӑрмаха сӑнанисем пӗлтернӗ тӑрӑх, шыв тӗпне яхта хӑвӑрт анса кайнӑ. Пӗр 10 минутра вӑл путнӑ.
Ылтӑн тӗслӗ ҫав яхта ҫинче Пӗрремӗш канал телеертӳҫи Марина Ким сӑн ӳкерӗннӗ. Асӑннӑ телеканал ертӳҫисем, аса илтерер, Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун Чӑваш Енӗн тӗп хулине, Шупашкара, ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттерме пысӑк йышпа килнӗччӗ. Яхта ҫинчи сӑнӳкерчӗксене телеертӳҫӗ каярах хӑйӗн Инстаграмри страницине лартнӑ.
Шупашкарӑн Атӑл ҫыранӗ хӗрринче меллӗн вырнаҫнӑ чаплӑ яхта мӗн сӑлтавпа шыва путнин сӑлтавӗ паллӑ мар. Унӑн хуҫи кам пулнине те, пуянлӑх хакне те кӗске хыпарта асӑнман.
Яхтӑна халӗ шывран кӑларнӑ.