Куславкка тӑрӑхӗнче Монголи ҫынни юртӑсем тума тытӑннӑ. Куҫса ҫӳрекен халӑхсем пукрӑнакан ҫав ҫурт-йӗре Ҫӗнӗ Сала патӗнче хӑпартма шут тытнӑ. Пӑхсан вӑл вырӑна кирек епле художник та юратса пӑрахӗ: ял патӗнчен Атӑлӑн кивӗ варакӗ тата Энӗшӗн ҫырма кӑкӗ курӑнса ларать.
Юрта тума Монголи усламҫи туристсем валли база йӗркелес шухӑшпа пуҫӑннӑ. Ун валли вӑл ҫӗре тара илнӗ. Халӑхра "Птичий полет" (чӑв. Кайӑк вӗҫевӗ) текен вырӑна ҫӗнӗ хуҫа ҫав ятах парса тулли мар общество туса хунӑ.
Рита Кириллова журналист халӑх сечӗсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, вырӑнти хуҫасем лаптӑка апла та пулин усӑ курни аван тесе калаҫҫӗ иккен. Унччен ҫав вырӑна ялта пурӑнакансем ҫӳп-ҫап кӑна туха-туха пенӗ-мӗн. Ҫыранӑн пӗр пайне карта тытса ҫавӑрнӑран унта пырса ҫутҫанталӑкпа тӳлевсӗр киленме пӗр пайӗ кӑна уҫӑ юлать.