Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Алексей Платонов конструктор барельефне вырнаҫтарасшӑн

Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Паллашу Салам. Эпĕ Çтерлĕ (Пушкăрт респ.) хулинчен. Чăвашла калаçакан туссене шыратăп. Ÿ...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 10.03.2022 05:38 | 340 хут пӑхнӑ
Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти «Промтрактор» заводра ӗҫлекенсен ачисем — «Четруша» клуб членӗсем — хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ тата предприяти ветеранӗсем пулӑшнипе фильм хатӗрленӗ. Ӑна Алексей Платонов конструктора халалланӑ. Видеоӗҫ «ТехноФест» ятпа иртнӗ ӑслӑлӑхпа популярлӑ фильмсен пӗтӗм Раҫҫейри VII фестивалӗнче лауреат ятне тивӗҫнӗ.

Алексей Платонов гусеницӑллӑ трактор валли ятарлӑ тытӑм хатӗрленипе палӑрнӑ, ҫав ӗҫе «русская каретка» (чӑв. вырӑс каретки) тенипе пӗлеҫҫӗ.

Трактор историйӗн музейӗн директорӗпе Альберт Сергеевпа пӗр шухӑшлӑ пулса ачасем музей умӗнчи скверта ДТ-54 тракторпа конструктор барельефне вырнаҫтарасшӑн.

Алексей Платонов 1907 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти рабфакра, Донти политехника институтӗнче, Мускаври Бауман ячӗллӗ механикӑпа машиностроени институтӗнче вӗреннӗ.

#ачасем, #ӑсчахсем, #конкурссем, #предприятисем, #Етӗрне районӗ, #Тури Ачак

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

4-мӗш класс ачисем хуран кукли пӗҫернӗ
2022, 01, 08
Никита Бичурина халалланӑ сӑвӑ конкурсӗ иртет
2022, 01, 16
Аварире виҫӗ ҫын вилнӗ, пӗри — ача
2022, 01, 23
«Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль иртет
2022, 01, 31
Чи лайӑх ҫамрӑк ӑсчахсене палӑртнӑ
2022, 02, 01

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org