Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Петӗр Хусанкая халалласа концерт хатӗрленӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 08.03.2022 09:19 | 1123 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ «Голос поэта – летопись жизни» театрланӑ концерт хатӗрленӗ. Ӑна чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Куракансене поэтӑн биографийӗнчи паллӑ саманчӗсемпе паллаштарӗҫ. Унта поэтӑн литература хайлавӗсенчи пурнӑҫпа, шӑпапа, юратупа ҫыхӑннӑ саманчӗсем янӑрӗҫ.

Мероприятие Петӗр Хусанкайӑн ывӑлӗ Атнер Петрович хутшӑнӗ. Концерта чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина тата ача-пӑчан «Суварята» ансамблӗ илем кӳрӗҫ.

Концерт пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче институтӑн концерт залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.

#культура, #астӑвӑм, #концертсем, #юбилейсем, #поэтсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1724.26.0001
2022.03.08 18:14
Agabazar
Ку карччынккан чăвашла версийĕ пур-и вара?
Карантай Тимĕрĕ // 4240.41.1538
2022.03.09 04:44
Ӑҫтан пултӑр ара, ӳкерђĕкĕ-афишĕ йӑлт уҫӑмлӑн кӑтартать-ҫке. Активлĕхĕ (мероприятие (вырӑссем "активность" сӑмахпа йулашки вӑхӑтра усӑ кураҫҫĕ, уйрӑмах шурналистсем) те вырӑсла пулса иртĕ.
Театраланнӑ, "театрализация" такӑнтаракан вырӑсла сӑмах вырӑнне ҫырма та калама ҫӑмӑлрах ҫав.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем