Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ 98-мӗш сезона юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ. Мероприятие Александр Ангаров ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Вӑл 1976 ҫултанпа ансамблӗн тӗп балетмейстерӗ пулса ӗҫленӗ. Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 75 ҫул тултарнӑ. Хӑй вӑл Украинӑри Ужгород хулинче ҫуралнӑ. Мускаври культура институтӗнче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче 30 ҫул тӑрӑшнӑ.
«Мелодии родного края» (чӑв. Тӑван тӑрӑх ҫеммисем) концерт программине маэстрӑн лайӑх постановкисем: «Тӑван Чӑваш Ен», «Лармара», «Вӑйӑра» вокалпа хореографи сюитисем, «Урам савӑнать», «Тӑхӑрпӳ», «Кӑкшимке» хореографи номерӗсем — кӗрӗҫ. Вӗсем ансамблӗн ылтӑн фончӗ шутланаҫҫӗ.
Куракансем валли ҫӗнӗ ӗҫсем те хатӗрленӗ. Лолита Чекушкина музыкипе «Чуна уҫма юрла, тӑван» сюита, Анатолий Шалаевӑн ӗҫӗ тӑрӑх — инструментсен номерӗ.
Концерт курма Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменне каймалла. Мероприяти юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.