Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Ҫурт-йӗр
![]() Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ куҫман харпӑрлӑхпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва ӑнлантарса панӑ: ареста пӑрахӑҫланӑ пулин те, парӑма татнӑ пулин те ун ҫинче ҫавах регистрацилеме чӑрмантаракан чару тӑрать. Ведомство ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, йывӑрлӑх суд приставӗсен службин тимсӗр ӗҫченӗсене пула сиксе тухнӑ пулин те, кун пек чухне те Росреестр ним тума та пултараймасть. Чарусене пӑрахӑҫлама обременени лартма йышӑннӑ органӑн йышӑнӑвӗ кирлӗ. Ареста тахҫанах пӑрахӑҫланӑ пулин те, хуҫи парӑмне татса панӑ пулсан та, «Ӗҫе пурнӑҫламалли ҫинчен» федераллӑ саккунпа килӗшӳллӗн Росреестрӑн управленине суд приставӗсенчен официаллӑ хут килмесӗр, ЕГРН-ран вӗсем чару пирки калакан ҫырӑва кӑларса переймеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та кун пек лару-тӑрура кӗтме кӑна тивет. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |