Персона
![]() Иртнӗ ҫул Вӑрнар районӗнчи суд приставӗ Константин Григорьев машинӑпа киле кайма тухнӑ. Пӗр ял ҫывӑхӗнчен иртсе кайнӑ чухне вӑл пӗлӗтелле тӗтӗм хӑпарнине асӑрханӑ. Унта пӗр хуҫалӑхра сарай ҫуннӑ-мӗн. Константин ҫывӑхарах пынӑ. Таврара никам та курӑнман. Вӑл часрах пушарнӑйсем патне шӑнкӑравланӑ. Картишре ҫӑра тӗтӗм явӑннӑ. Ӑна хирӗҫ 72 ҫулти кил хуҫи тухнӑ. Вӑл пӳртре арӑмӗ тата сусӑр хӗрӗ пулнине пӗлтернӗ. Малтанах пристав шока кӗрсе ӳкнине пула хӑй тӗллӗн утайман хӗрарӑма урама илсе тухнӑ. Унтан хӗрӗ патне кӗнӗ. Лешӗ вара тӗттӗмре алӑка шыраса тупайман. Ӑна та урама илсе тухнӑ. Константин Григорьев хӑй паттӑрла ӗҫ тунӑ тесе шутламасть. Унӑн шухашӗпе, ун вырӑнӗнчен кирек мӗнле ҫын та ҫапла тӑвӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |