Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Пӑтӑрмахсем
![]() «Вести.Чувашия» репортажран илнӗ сӑн Икӗ эрне ытла Николаев урамӗнчи 89 №-лӗ ҫуртра пурӑнакансем ҫивиттисӗр пурӑнаҫҫӗ. Ӑна ҫӗнӗ ҫул уявӗсем умӗн, раштавӑн 25-мӗшӗнче, ҫил вӗҫтерсе кайнӑ. Пӳрт тӑрри ҫуккипе ҫӳлти хутсенче ирӗлекен юра пула шыв анма пуҫланӑ. Ҫивӗч ыйту кӑларса тӑратнӑ ҫуртран «Вести.Чувашия» телеканал репортаж кӑларнӑ. 1983 ҫулта хута янӑ ҫуртри ҫивиттие хӑйсен ирӗкӗпе туни паллӑ пулса тӑнӑ, урӑхла каласан, унӑн хутсем ҫук. Унччен пӳрт тӑрри лаптак пулнӑ, анчах та вӑл пӗрмай шӑтнӑ, шыв янӑ. 2005 ҫулта ҫивиттие юсама йышӑннӑ — ҫурт тӑррине икӗ енлӗ туса лартнӑ. Халӗ ӗнтӗ икӗ енлӗ ҫурт тӑррин сыхланса юлнӑ пайне илсе пеме шут тытнӑ. Ӑна тунӑ чухне нимӗнле экспертиза та ирттермен, нимӗнле документ та ҫук, ҫавӑнпа ҫуртӑн малтанхи лаптак тӑррине тавӑрма шутланӑ. Анчах ӗҫе ҫуркунне кӑна пуҫӑнма пултараҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрри хула поселени администрацийӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Сыройкин управляющи компани айӑплӑ пулнине калать. Вӗсем ҫурт тӑррин ҫирӗплӗхне ҫулталӑкра икӗ хутчен тӗрӗслемелле пулнӑ. Ун шучӗпе, инкек курнӑ хваттерсемшӗн управляющи компанин тӳлемелле пулӗ. «Гарант» ТМЯП УК директорӗ Юрий Степанов шучӗпе, инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухнине пула ыйтӑва хулапа район администрацийӗнче татса памалли пирки каланӑ. Хальлӗхе шар курнӑ кил-ҫуртра пурӑнакансем пӳрт тӑрринчен юра вӑхӑтра тасатса тӑма ыйтаҫҫӗ тата суда кайма тӑкаксене шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |