Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Канашри пӗр кафене палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе прокурор тесе паллаштарнӑ. Вӑл 4 ҫын валли апат саккас панӑ, 9 сехет валли илсе килме ыйтнӑ.
Кафе ертӳҫи саккаса илсе ҫитерме хӑйӗн ӗҫченне шаннӑ. Ҫул ҫинче ун патне ҫав арҫын шӑнкӑравланӑ, темиҫе телефон счечӗ ҫине укҫа хума ыйтнӑ. Хӗрарӑм ыйтнине пурнӑҫланӑ. Пӗтӗмпе 17 пин тенкӗ хунӑ.
Саккаспа вырӑна ҫитсен йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: прокурорсенчен нихӑшӗ те апат саккас туман. Ҫав ултавҫа шырама пуҫланӑ.
Ку ӗҫе Краснодар крайӗнчи 44 ҫулти арҫын тума пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Полицейскисем ӑна тытса чарнӑ, Чӑваш Ене илсе килнӗ. Ун ҫумӗнче темиҫе телефон, банк карттисем пулнӑ. Ҫак арҫын ытти ҫавнашкал преступленипе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ.